Пахчара — чечексем. Мăн çулсен хĕррипе те вĕсем.
Тивмесен — кĕр çитмесĕр чечеклĕх хăрмасть.
Тĕл пулаççĕ час-час хăма татăкĕсем:
«Чечеке таптаса çӳреме юрамасть».
Хăйне евĕр чечек — тин çуралнă ача.
Хăйĕн хирĕçлĕх, туйăм та сисĕм пур ун.
Хĕвеле юратать шăтса тухнă калча,
Ун патнех туртăнать ӳсме ярăннă чун.
Пурăнма, пурăнма çуралаç ачасем,
Ӳсчĕрех, çĕр çине çуралаççĕ ӳсме.
Нимĕнле хĕçпăшал, нимĕнле чăрмавсем
Сăпкари ачана ан чарайччăр вĕçме.
«Юрамасть, юрамасть халь чĕнмесĕр тăма».
Çакă шухăш мана лăпланма май памасть.
Çĕр çине эпĕ лартăттăм пысăк хăма:
«Сăпкари этеме лапчăтма юрамасть!»