Костя хăйне шанса панă ГАЗ-53 маркăллă автомашинăна Канашран илсе таврăнчĕ. Нумаях пулмасть аслати авăтса çумăр çӳрĕ. Асфальта аванах йĕпетнĕ. Çак çулпа миçе хутчен çӳремен-ши? Кашни таврăнмассере-нех вара кăмăл-туйăм тĕлĕнмелле çĕкленет. Çулăн икĕ енĕпе ларса тухнă тирексем, çул хĕрринчи электроэнерги юписем, çывăхри вăрман хĕрри калама çук хаклăн туйăнса каяççĕ.
Костя ача чухнех литературăпа кăсăкланнă. Район хаçатĕнче, вăл вăхăтра "Коммунизмшăн" ятла тухнă, унăн сăввисем те пичетленкеленĕ. Пĕр 5-6 çул ĕнтĕ сăвăсем çырса аплаланман. Кунĕпе автомашинăпа силленнĕ хыççăн пуç ватса ларасах килмест çав.
Умра пĕр çын курăнса кайрĕ. ГАЗ-53 ăна часах хуса çитрĕ. Хĕрарăм иккен, шупка кăвакрах тĕслĕ плащ тăхăннă. Хĕрлĕ чечексемлĕ пысăках мар симĕс тутăр çыхнă.
Костя автомашинăна чарчĕ, кабина алăкне уçрĕ. Хайхи хĕрарăм çийĕнчех кĕрсе ларчĕ. Çамка çине кĕскетсе кастарса кăтралатнă çӳçне кăларса ячĕ. Чакăр, кăвак куçлă. Вăл ăшшăн йăлкăшса илчĕ. Пичĕ çаврака. Янахĕ пăт путса тăрать. Костя çуллĕшăпе пĕр метр та 85 сантиметр пулать. Ку хĕрарăм унран нумай пĕчăк мар. Тулли кĕлеткеллĕ. "Япăх мар", — çиçсе илчĕ шухăш пуçра.
— Ăçталла çул тытрăр-ха? — терĕ шофер, нимĕнле вырăнлă сăмах тупаймасăр.
— Манăн авă çавăнта, кăшт çурт тăррисем курăнакан яла çитмелле, — пӳрнипе тĕллесе кăтартрĕ хĕрарăм.
— Эпĕ те çав ялтан. Унта часах çитетпĕр.
— Э-э... апла.
— Пĕр-пĕр паллакансем е тăвансем патне мар-и?
— Çав ялта фельдшер çук терĕç. Мана унта ĕçлеме ячĕç.
— Тухтăр эппин. Аван. Мĕн ятлă пулатăр-ха?
Хĕрарăм Костя çине пăхса илчĕ. Пичĕ ăшшăн çуталчĕ.
— Рита тетчĕç.
— Рита, Маргарита... Аякран-и эсир? Хăвăрпа пĕрле нимĕнех те илмен-çке?
— Çу-ук... Кунтан инçех мар. Кӳршĕ районтан эпĕ. Паян администрацинче пултăм та киле кайса килетĕп-ха.
— Çемьеллĕ пулĕ ĕнтĕ?
— Çук...
Костя хĕрарăм çине тĕлĕнсе пăхса илчĕ.
— Мĕнле вара... Сирĕн пек хĕрарăм мăшăрсăр?.. — Костя хăй тĕллĕн калаçнă пек мăкăртатса илчĕ.
Рита куçĕнче тунсăх палăрчĕ.
— Пурнăç... Кашни çыннăн вăл хăйĕн. Мăшăрпа эпĕ эрне ытларах çеç пурăнса юлтăм.
— Мĕн амакĕ тата?
— Арçынсене техника пĕтерет. Кӳршĕ яла мотоциклпа кайма тухнă та çул хĕрне лартса хунă косилка çĕççи çине пырса кĕнĕ...
— Ăнлантăм... Шел. Турри чăнах та çапла çырать-ши?
Рита нимĕн те чĕнмерĕ. Пуç кăларнă тырă тинĕсри шыв пекех хумхана-хумхана илет. Инçех мар хутăш вăрман ларать. Ытла та илемлĕ вĕт-ха вăл. Хĕрринчи çӳллех мар йывăçсем хумлăн-хумлăн курăнаççĕ. Шаларах вара вăл ытла пĕр тикĕс. Тӳпенелле, тĕллĕн-тĕллĕн кармашнă чăрăшсем каçăрăлса таврана сăнаççĕ.
— Аван кунта, — хăй шăпланнинчен лайăхмарланнăн каласа хучĕ Рита. — Хăвăр кунтисемех-и?
— Аха. Çуралнăранпах кунта пурăнатăп.
Хирĕç пулса тепĕр автомашина иртсе кайрĕ. Хăй Костьăна саламланă евĕр кăшкăртса хăварчĕ. Шоферĕ темĕн хăлаçланчĕ те аллине чуп туса илчĕ. Рита вăл мĕн шăл йĕрнине аванах ăнланчĕ. Лайăхмарланнă пек пулчĕ. Нумаях та каймарĕ, автомашина ялавлă пĕр çурт патне çитсе чарăнчĕ.
— Ку администраци çурчĕ. Пуçлăхĕ те, авă, ĕçрех. Чӳрече патнелле çурăмпа лараканни, — ăнлантарчĕ Костя.
Рита ăна тав турĕ. Кабина алăхне чиперех уçрĕ. Машинăсемпе çӳрекеленĕ пулас. Анчĕ, коридор еннелле утрĕ. Алăкран кĕрсе кайиччен Костя çине тепре пăхса илчĕ. Куçпа куç тĕлме тĕл пулчĕç. Хĕрарăм питĕнче хĕрлĕ тĕс палăрчĕ. Шофер автомашина сассине ӳстерчĕ те техникăна парк еннелле хускатрĕ.
* * *
Стадион варне кустăрмаллă трактор прицепĕ лартса хунă. Юнашарти çӳллĕ шалча çине репродуктор çирĕплетсе лартнă. Вăл умлăн-хыçлăнах Надежда Кадышева юррисене таврана юхтарать. Чĕрене тытса илмелле юрлать юрăç. Костьăна килĕшет. Унăн юррисене итлесен, темшĕн такама шеллес, йăпатас килет. Кăмăл улшăннăран пулĕ ĕнтĕ ку.
Стадион шăпланчĕ. Культура çурчĕн директорĕн — Клим Климовичăн хулăн сасси стадион тăрăх кĕрлесе кайрĕ. Вăл вăхăтлăха суту-илĕве чарма хушрĕ. Халăха сцена патне пыма йыхăрчĕ. Çав вăхăтрах прицеп çине ял администрацийĕн пуçлăхĕ, кооперативлă предприяти ертӳçи тата хуçалахри профсоюз комитечĕн председателĕ хăпарчĕç. Семен Матвеевич пуçтарăннă халăха ял уявĕ ячĕпе хĕрӳллĕн саламларĕ, ырлăх-сывлăх сунчĕ, кăштах ял историйĕ çинчен каларĕ, вăрçăра, хăйсен ĕçĕсенче палăрнă çынсене аса илчĕ, юлашкинчен кашнинех тулли пурнăçпа пурăнма сунчĕ те Василий Иванович ертӳçĕне сăмах пачĕ. Ку вара хуçалăхри ĕç-пуç пирки докладах туса пачĕ. Хăйне те ăшă пусрĕ пулас, хĕрелнĕ ĕнсине шурă пĕчĕк тутăрпа темиçе хутчен шăла-шăла илчĕ. Доклад вĕçленнĕ хыççăн хуçалăхри ĕçсене кирлĕ пек туса пыракансене парнесем, конвертпа укçан та пачăç.
Палăртнă ĕçсене туса пĕтернĕ хыççăн концерт пуçланасса пĕлтерчĕç. Вăл вăрăма пычĕ. Ял çамрăкĕсем юрларĕç, ташларĕç, кĕске камитсем кăтартрĕç. Вĕсене халăх кăмăлласах пăхса тăчĕ.
Пилĕк çулхи Рома йăлăхса çитрĕ. Унăн тутлă шыв ĕçес килет иккен. Пикенсех анратма пуçларĕ. Костя мăшăрĕ — Лиза — ачана пултарнă таран лăплантарчĕ. «Рома, кăштах тӳс-ха. Часах лавккасем ĕçлеме тытăнаççĕ. Ун чух ĕçтерĕп те, çитерĕп те», — терĕ. Концерт вĕçленсенех вара ăна киосксем, автолавккасем патне илсе кайрĕ.
Вальс кĕвви шăранса илтĕнчĕ. Пĕр мăшăр, унтан иккĕ-виççĕ те ташша тухма, кĕвĕ майăн ярăнма тытăнчĕç. Костя унталла-кунталла пăхма пуçларĕ. Унран инçех те мар Рита тăрать иккен. Куçсем тĕл пулчĕç. Хĕрарăм кĕске çăнăллă шурă кĕпепе, çара пуçăн. Çӳçне çивĕтленĕ, çамка сине кăтралатнă çӳçне антарнă. Тутисене хĕретнĕ, куç харшисене те сăрланă пулас. Рита малтан курнинчен те çамрăкрах та чипертерех пек туйăнса кайрĕ. Ун патне пĕр йĕкĕт пычĕ, ăна ташша чĕнчĕ. Рита Костя çине татах пăхса илчĕ, анчах çамрăкпа каймарĕ. Костя васкасах Рита патне утрĕ.
— Сывлăх пултăр, Рита, Маргарита. Уява эсир те килтĕр апла, — терĕ арçын.
— Хăвăра та çавах, — хуравларĕ хĕрарăм.
— Тин кăна çитрĕр пулас, — ытахальтен тенĕ пек каласа хучĕ Костя.
— Çук. Эпĕ сирĕнтен маларах çитнĕ. Эсир доклад умĕн кăна килтĕр вĕт-ха.
"Вăл йăлтах асăрханă", — çиçрĕ шухăш пуçра.
Ытла та тĕлĕнмелле çав çын тени, вăл кăмăлланă ялалана питех те хăвăрт асăрхать. "Дунай хумĕсем" илтĕнчĕç. Ку вальс Костьăна уйрăмах килĕшет. Пӳ-сие вăл темле асамлăх кӳнĕн туйăнать.
— Рита, хумсем тăрăх юхса пăхмăпăр-и? — хĕрарăма куçран пăхса каларĕ Костя. Лешĕн пичĕ çуталсах кайрĕ. Çумра тăракан арçын çине ăшшăн пăхса илчĕ.
— Эпĕ ку вальса тахçантанпах тарават, — терĕ вăл.
— Эппин ма тăратпăр?
Костя Ритăна алăран тытрĕ те ташлакансен хушшине илсе кĕчĕ. Хĕрарăма икĕ аллипе те хул айĕнчен тытрĕ, кĕвĕ çемĕн ташша пуçăнчĕ. Рита хăйĕн аллисене Костьăн аллисем çине хучĕ.
Вальс хыççăн вальс шăранчĕ. Костя Рита çине пăхса илчĕ. Хĕрарăм çакна сисрĕ. Арçыннăн ӳт-пĕвĕ тăрăх туйăм ăшши чĕр кĕмĕл пек чупса кайрĕ. Мăшăр тата тачăрах çыпçăнчĕ. Кунта никам та никам çине пăхмасть. Çӳлтен çăмарта пăрахсан, ăна укме те вырăн çук. Пĕтĕм ял çакăнта ташлать тейĕн çав.
— Рита, сире пирĕн уяв килĕшет-и? — çурма сасăпа ыйтрĕ Костя.
Хĕрарăм çине именчĕклĕн, васкамасăр пăхса илчĕ. Унăн чăмăр пичĕсем çине кĕрхи садри хĕрлĕ панулми тĕсĕ тухрĕ.
— Питĕ,.. — пăшăлтатнă евĕрлех каларĕ Рита. — Сирĕн ял çакнашкал савăнма пĕлессе эпĕ шутламан.
— Мĕншĕн? — тĕлĕнчĕ Костя.
— Пĕлместĕп... Анчах та шутламан.
— Эппин ӳлĕмрен пĕлетĕр ĕнтĕ?
— Ăхă...
Костьăна тата та ăшă пулса кайрĕ. Унăн сăмса тăррине пăчăр-пăчăр тар пĕрчисем тухрĕç. Вăл анлă кăкăрне хускаткаларĕ, явăнса выртакан çӳç пайăркисене сылтăм еннелле пăрса хучĕ. Рита арçыннăн кашни хусканăвне курса, туйса тăчĕ. Канăçсăрланнине те сисрĕ. Çак самант уншăн юмахри пек туйăнчĕ, вăл çĕр çинче мĕн пуррине пĕтĕмпех манса, ташă авăрне путрĕ. Анчах вальс вĕçленчĕ. Таçтан 4-6 вăйăçă килчĕ те чăваш ташши кĕввине сĕрме пуçларĕ. Часах хĕрарăмĕ-арçынĕ хутшăнса кайрĕç, пĕрисем тапăртатса, теприсем шăхăрса çĕр çĕмĕрме пуçларĕç. Костьăпа Ритăн ирĕксĕрех уйрăлма тиврĕ. Арçын вара тин çеç уява хăй кăна килменнине аса илчĕ.
— Рита, тавах... Эпĕ хамăрăннисене мансах кайнă. Тупайăп-ши, пăхкалам-ха, — терĕ Костя.
Хĕрарăм сасă кăлармарĕ. Вăл уйрăлу çакăн пек хăвăрт пулнăшăн ăшĕнче пăшăрханчĕ. Хăй çавах килĕшнине пĕлтерсе пуçне сĕлтсе илчĕ. Костя шăлаварĕн хыçалти кĕсйинчен сăмса тутри кăларчĕ, унпала питне, мăйне сăтăркаларĕ, хăйĕн çемйине курас шутпа халăх хушшине кĕрсе çухалчĕ. Таçта та çитрĕ, стадион тавра утса тухрĕ, чылайччен шырарĕ. Çынсенчен те ыйтрĕ. Пăрисем курман терĕç, теприсем хул пуççине пăркаларĕç. Виççĕмĕшсем пĕрле, улах вырăна пыма чĕнчĕç. Юлашкинчен çеç Кирле Микулайĕ кил еннелле кăтартрĕ. Ĕлĕкрех вăл Лизăпа калаçкаланă та тетчĕç. Халĕ те вăрттăн куç хывать пулас. Костя кун пирки шутламарĕ. Микулай пуçне кил еннелле кăшт тайса илчĕ те: "Вĕсем паçăрах тю-тю...", — терĕ. Ку хыпар Костьăна аванах тĕлĕнтерчĕ. Епле-ха Лиза Костьăна пĕр каламасăр киле кайма пултарнă? Унăн ташăра пулнă кăмăлĕ сӳнсех ларчĕ. Вăл Ритăпа тепре тĕл пуласшăнччĕ. Унпала калаçса, тен, пăсăлнă кăмăла каллех сиплеме пулатчĕ? Анчах сак хĕрарăма та курма май килмерĕ. Çынсенчен ыйтма аван мар. Çапла унта-кунта çапкаланса çӳресен, пĕтĕмпех пусăрăннă кăмалпа уявран тухса утрĕ.
Костя киле çитнĕ чухне Лиза апат хатĕрлетчĕ. Рома тин çеç туянса панă çĕнĕ мечĕке урайĕнче хăвалатчĕ. Ашшĕне курсан, ун патне чупса пычĕ.
— Анне, атте килчĕ! — çухăрашрĕ вăл.
— Рома, ытлашши ан кăшкăр-ха, ахаль те пуç ыратать, — чарчĕ ăна амăшĕ.
Ача ашшĕне аллинчен пырса тытрĕ.
— Ман валли эсĕ мĕн илсе килтĕн? — терĕ.
Костя аванмарланса кайрĕ. Унăн япала туянас пирки пуçра шухăш та пулман.
— Эсир ман патăмран кайрăр-çке, нимĕн те тупаймарăр-и вара? — тĕлĕннĕ пек турĕ ашшĕ.
— Рома, эсĕ мĕн аçуна аптрататăн? Вафли те çирĕмĕр, тутлă шыв та ĕçрĕмĕр. Мечĕклĕ те пултăмăр... Тата мĕн кирлĕ сана? — хăтăрчĕ ачана амăшĕ.
Рома ашшĕ патĕнчен пурпĕрех каймарĕ.
— Атте, санпа çаврăнаканни кам вăл? Анне ăна пирĕн тăван тет, — тесе хучĕ.
— Тăван? — тĕлĕнчĕ ашшĕ, арăмĕ çине пăхрĕ. Лешĕ хĕрелсе кайрĕ. Хăй çавах та нимĕн те чĕнмерĕ. Çатма çинчи икерчĕсене çупа сĕрчĕ.
— Вăл-и? Чирлес-тăвас пулсан сиплекенни, — ăнлантарма пĕлеймесĕр каласа хучĕ Костя.
— Анне, эсĕ вара сиплеме пĕлместĕн-и? — тĕпчерĕ ывăлĕ.
— Рома, чарăн. Выля, вăн, мечĕкпе, — хăтăрчĕ ачана амăшĕ.
Ывăл сăмси шăтакне пӳрнипе чакаларĕ те мечĕкне аллине илчĕ.
— Лиза, эпĕ сире шыраса халтан кайрăм, эсир мĕн пĕр каламасăрах пăрахса килнĕ? — терĕ Костя мăшăрне.
— Çав ачапа... уяв кăтартать-и вăл. Ăна пар та, кăна ил... Хамăн та пуç ыратнă пек пулчĕ.
— Анне, эпĕ пĕрре те аптратмарăм вĕт, — амăшĕ патне пычĕ ача.
— Эсĕ сăмсуна вĕçрен чакаласа ан çӳре, — каллех вăрçса тăкрĕ амăшĕ. — Шыçса каять акă. Чирлетĕн вара.
— Шăтăкне ма туса панă унăнне. Чирлесен атте тухтăрĕ килсе сиплет, анне, — лăпкăн çеç калаçрĕ Рома.
* * *
Костьăн вырсарникун ĕç пулмарĕ. Çавăнпа вăл эрне каялла илсе килнĕ вутта татса хума шутларĕ. Чылай вакланăччĕ ĕнтĕ. Юлашкинчен "Дружба" пăчкă темшĕн кутăнланчĕ. Костя темиçе свеча улăштарса пăхрĕ. Бензин та йĕркеллех пынă пек. Анчах мотор чăх та тумасть. Аптранă çын пĕтĕм техникăна салатса, çĕнĕрен пуçтарса пăхрĕ. Усси пулмарĕ. Мĕн тумалла? Костя урăх карбюратор лартса пăхасшăнччĕ. Вăл алă айĕнче çук. Вара Комсомольскине кайса пăхма шутларĕ. Унти магазинсем пуян пулаканччĕ. Запас пайсене халиччен те çав ялтанах кайса туяннăччĕ. Ара, ку район центрĕ ялтан та инçех мар-çке. Комсомольскинче Костьăсен тăванĕсем пур. Аслашшĕпе пĕр тăванни унта качча кайнă. Вĕсен ачисемпе Костьăн ашшĕ-амăшĕ çыхăну тытсах тăнă, пĕр-пĕрин патне хăнана çӳренĕ. Аслашшĕ-асламăшĕ те, ашшĕ-амăшĕ те Комсомольски тесе каласа курман. Вĕсен чĕлхинче яланах "Каçал" сăмахчĕ. Аслашшĕпе пĕр тăваннин ачи те Костьăна çаврака пăчкă пама пулнăччĕ. "Манăн тата иккĕ те пур", — тенĕччĕ. Костя унта кĕрсе тухрĕ. Алăкĕ питĕрĕнсех тăрать. Çемйипех пĕр-пĕр çĕре кайнă пулас. Костя район центрне çитсе хуçалăх магазинне кĕрсе тухма шутларĕ. Унччен юлашки вăхăтра йĕркеленнĕ пасарти таварсене, апат-çимĕçе пăхса тухрĕ, Рома валли зефир туянчĕ.
Мĕн кăна çук унта! Укçа-тенкĕ пултăр çеç. Япала сутаканĕсем тавар туянаканнисенчен те нумайрах.
Магазина кĕме тесе пасартан пăрăнса утма кăна пуçланăччĕ Костя — Ритăна тĕлех пулчĕ. Вăл тепĕр хĕрарăмпа алла-аллăн çавăтăннă та темĕн çинчен калаçса ахăлтатсах кулать. Тавраналла пăхмасть те. Пăрăнса иртме аван мар пек туйăнчĕ.
— Рита... — сас пачĕ Костя.
— Костя! — тĕлĕнчĕ Рита. — Епле майпа?
— Сывлăх пултăр иксĕре те! Манăн çав хуçалăх магазинне кĕрсе тухмалла та... Çавăнта килтĕм, — такăнкаласа каласа хучĕ арçын.
— Костя, эсĕ машинăпах-и, манăн хурса каймалли япаласем пурччĕ те, — чĕвĕлтетрĕ Рита.
— Çук çав. Газăна паян чĕртмен, — тавăрчĕ Костя.
— Юрĕ-ха. Япалисем Наташа патĕнче тăрĕç. Киле автобуспа кайăпăр-и? — шăкăлтатрĕ хĕрарăм. — Тепĕр çур сехетрен Канаша каяканни пулать. Çавăн çине ĕлкĕретĕр-и?
— Çур сехетрен? Паллах, ĕлкĕретĕп, — хуравларĕ Костя.
— Эппин пĕрлех кайăпăр. Наташăпа пĕр çĕре çитсе килер-ха, — терĕ те Рита юлташ хĕрарăмĕпе пасара кĕмесĕрех урам тăрăх анаталла васкарĕç. Хăйсем пĕр-пĕрне пӳле-пӳлех темĕн шăкăлтатрĕç, аллисемпе сула-сула та илчĕç. Костя ерипен кăна магазин патнелле утрĕ. Витринăри япаласене пăхнă чухне ун патне çуçне кĕскетсе кастарнă сарă çӳçлĕ хĕрарăм пычĕ.
— Мĕн туянасшăнччĕ? — ыйтрĕ вăл.
Костя хăйне мĕн кирлине пĕлтерчĕ. Хĕрарăм пуçне сулкаласа илчĕ.
— Пурччĕ. Юлашкине ĕнер çеç сутса ятăмăр çав... — кайнă таваршăн халĕ пăшăрханнă пекех каласа хучĕ сутăç.
Мĕн тăвăн ĕнтĕ. Çуккине пур тăваймăн. Костя универмага та кĕрсе тухрĕ. Кунта та моторлă пăчкă валли пĕр кĕтесре пайсем пур. Костьăна кирли курăнмарĕ. Арçын урăх ниçта та утма пĕлмерĕ. Килнĕ çыннăн каймалла. Автостанци еннелле сулăнчĕ.
Вăхăт кĕтнĕ чухне пит васкасах шумасть пулин те Канаша каякан автобус часах килсе ларчĕ. Çынсем йышлах мар. Ара кунтан хулана кунĕпех автобуссем кайса тăраççĕ. Ритăпа Наташа та курăнса кайрĕç. Хăйсем çав-çавах хаваслă. Автобус çине те пĕрлех кĕчĕç.
— Эсир иксĕр те пыратăр-и вара? — хăй те сисмесĕрех лаплаттарса хучĕ Костя.
— Уй-уй! — лăх-лăх кулчĕ Наташа. — Ку арçын хĕрарăмсенчен шикленет пулас. Ан хăра, хĕр-тусăма ăсатса çеç яратап.
— Атьăр-атьăр! Пĕрле кайма хаваслăрах пулĕ, — терĕ те Коста, сылтăм енчи ларкăч çине кайса вырнаçрĕ. Наташа хăйĕн тусне темĕн пăшăл-пăшăл турĕ, унтан-кунтан тĕрткелерĕ.
— Чипер кайăр, çулăр ăнтăр, — тесе хучĕ. Автобусран тухрĕ. Килнĕ çулпах кайса куçран çухалчĕ. Рита Костя çумне пырса ларчĕ.
— Мĕн çăмăлпа килтĕн-ха? — ыйтрĕ Рита ларсанах, вăхăта вăраха тăсмасăр.
— Тĕрлĕ ĕç пурччĕ. Ку та, вăл та кирлĕ. Анчах пĕри те пулмарĕ, — мăкăртатрĕ Костя.
— Ялан машинăпа çӳретĕр-çке. Укçи кăна пултăр. Халĕ таçта та, тем те пур, — каласа хучĕ Рита.
Автобуса водителĕ кĕчĕ. Вăл çынсен билечĕсене пăхса тухрĕ, руль умне пӳлсе тăракан алăк кашти урлă каçса ларчĕ. Вăхăт нумаях та иртмерĕ, автобус çула тухрĕ.
Комсомольскипе Канаш районĕсен чиккине çитсен Костьăна темĕн шухăш пырса кĕчĕ.
— Рита, атя çакăнта анатпăр, — терĕ вăл.
— Эпĕ пĕлместĕп... — нимĕн калама аптрарĕ хĕрарăм. Ара, яла пăрăнса кĕрекен çул патне çитмен-çке.
Костя ура çине тăчĕ. Водитель патне пычĕ.
— Автобуса чарăр-ха. Эпир кунта юлатпăр, — хушнă пекех каларĕ хăй. Шоферĕ итлерĕ тата. 15-20 метр пек кайрĕ те техникăна тăратрĕ. Алăка уçрĕ. Арçынпа хĕрарăм васкасах автобусран тухрĕç. Ритăна пур çын та вĕсене хыçран шăтарас пек пăхнăн туйăнчĕ. Костьăпа Рита килекен автомашинăна ирттерсе ячĕç, çул урлă, сулахаялла, кайрĕç. Вĕсем малтан ем-ешĕл выртакан çерем тăрăх утрĕç. Ăна шыв-шурлă пулнă пирки хуçалăх нихăçан та сухаламан. Часах тинтерех çулнă клевер ани çине кĕчĕç.
Тӳпере ăмăртмалла тенĕ пек тăрисем тăрăлтатрĕç. Вĕсен юрри: "Куртăр-и? Куртăр-и? — тенĕнех туйăнать. Пуç тăрринчех икĕ шаланкă явăнчĕ, "шыв-шыв!" — тесе çухăра-çухăра яраççĕ.
Акă, люцерна ани пуçланчĕ. Вăл кăкăр çӳллĕшех ӳссе кайнă. Ăна вăрлăх тума хăвараççĕ пулас — çулма шутламаççĕ. Нумай çул ӳсекен курăк кăн-кăвак чечекре. Тĕкĕлтурасем пит çумĕнченех нăрлатса вĕçсе иртеççĕ, çерçирен пысăкрах кайăксем ура айĕнченех туха-туха каяççĕ. Утма çăмăл мар. Рита юлса пыма пуçларĕ. Çавăнпа та Костя ăна аллинчен тытрĕ. Сасартăках çăтăл-çăтăл тунă сас илтĕнчĕ. Юнашарах тата. Кĕтмен Çĕртен пулнăран Ритăн сехри хăпсах тухрĕ, хăй те сисмерĕ: "Анне!" — тесе кăшкăрса ячĕ, Костьăна ыталаса илчĕ. Чăх пек кайăк çывăхри вăрман еннелле вĕçсе кайрĕ.
Тĕлĕнмелле пулса тăчĕ: арçынпа хĕрарăм тутисем тĕлме-тĕл килсе тухрĕç. Костя тӳссе тăраймарĕ: тутисене Ритăннипе пĕрлештерсе лартрĕ. Тута ăшшисем, çутă вăйĕ пекех, пĕр самантрах пĕтĕм ӳт-пĕв тăрăх саланчĕç, туйăмсене вăратрĕç. Костьăн пуçĕ мар, аллисем ĕçлеме пикенчĕç. Рита ăна куçран пăхрĕ. Хăй вара шăппан çеç:
— Костя, кирлĕ мар. Кунта çĕленсем те пулĕ... — тесе хучĕ.
Çĕленсем? Пĕр самах та хăрушă-çке. Çан-çурăм тăрăх темĕн сиввĕн чупса кайрĕ, алăсем лăштăрах усăнчĕç. Арçын хĕрарăма вĕçертрĕ. Инçех те мар путене авăтрĕ. Вăл Костьăна витленĕ пекех туйăнчĕ: "Пĕт-пĕлтĕк, пĕт-пĕлтĕк, чуппа турăн — çук унта. Пĕт-пĕлтĕк, пĕт-пăлтĕк..."
Костя хăйне айăпа кĕнĕн туйрĕ, лайăхмарланчĕ. Рита вара нимĕн пулман евĕрлех хăтланкаларĕ...
— Костя, эпир паян каçа юлатпăр пулас. Авă, хĕвел те вăрман хыçнелле тарса пырать, — чĕвĕлтетрĕ хĕрарăм.
— Вăрман çывăх ĕнтĕ. Унта утма çул аван. Каç пуличчен киле çитетпĕрех, — тавăрчĕ Костя.
Сулахай енче — чăрăшлăх, умра вара — хутăш вăрман. Люцерна ани симĕс тинĕс пек сарăлса выртать.
— Сирĕн тавралăх чăннипех илемлĕ. Эпĕ халиччен кун пек вырăнсенче çӳресе курман та... — хавхаланса калаçрĕ Рита.
— Кунта тата та илемлĕрех вырăн пур. Кăмăл пур-и, илсе кĕрсех кăтартăп, — Ритăна куçран пăхсах каларĕ Костя.
— Эпĕ хирĕç мар. Мĕнле вырăн вара вăл? Интереслĕ ку. — тĕлĕнчĕ хĕрарăм.
— Çитсен курăпăр. Авă, çакăнтах. Кĕтеснерех, — хуравларĕ Костя.
Икĕ çын вăрман хĕрне тухрĕ. Çулĕ кунта такăр. Чăннипех те утма çăмăл. Пĕр икçĕр метр пек пычĕç те сулахаялла пăрăнса кĕчĕç. Нумаях та утмалла пулмарĕ, уçланкăна лекрĕç. Кунта сарă сăрăпа сăрланă икĕ хутлă вĕллесем лараççĕ, 40-50 пуç та пулĕ вĕсем. Уçланкă тавра — лапсăркка çăкасем. Çил таврашĕ çук пирки вĕсем тарăн шухăша путнăнах туйăнаççĕ. Умра — вучах пур. Шашлăк пĕçермелли хатĕрсем юнашарах. Ун çумĕнче — сĕтелĕ, çакки. Вĕсен çывăхĕнче — палатка. Утар лаптăкĕ калама çук тикĕс çăра, ем-ешĕл курăк симĕс кавир сарнăнах туйăнать, куçа тытса илет.
— Костя, пĕрре те суймарăн эсĕ. Кунта — юмах! — кăшкăрса ячĕ Рита. — Утарĕ камăн вара ку?
— Юнашар ялти пĕр çыннăн. Вĕллисене кашни çулах кунта илсе килет, — ăнлантарчĕ Костя.
Сасăсене илтсе пулас, палаткăран икĕ çын тухрĕ, вĕсем тӳрех утара килсе кĕнисем патне пычĕç. Арçынсем алă тытрĕç.
— О-о! Константин Степаныч! Мĕн çăмăлпа-ха кунта çитрĕр? — терĕ çăра та чылаях вăй илнĕ хура усси ӳстернĕ арçын алă панă май.
— Комсомольскине кайнăччĕ. Киле вăрман хĕррипе утма шутларăмăр. Çула май ĕнтĕ утара кĕрсе курас терĕмĕр, — хӳтĕленнĕ евĕр пуплерĕ Костя. — Эсир хирĕç мар-и?
— Ма хирĕçлемелле. Эппин эсир пирĕн хăна, — тепри те хутшăнчĕ калаçăва.
— Хăни-мĕнни... Эпир йăпăртлăха çеç. Каçчен киле çитмелле, — хыпалансах каларĕ Костя.
— Эй! Çуллахи хĕвел çĕр хыçне пытансан та каçĕ часах пулмасть. Чăнах, мĕн тăратпăр? Айтăр палаткăна, — хистесех каларĕ уссисĕрри.
— Эсир темĕн те шутласа кăларăр тата! — сасă пачĕ Рита та. — Палаткăнах кĕрсе тăраймăпăр.
— Тупнă турткаланмалли. Пӳрте айтăр, пӳрте. Ӳпкелешмелле пулмĕ. Ну, Константин Степанович, эпир пĕр-пĕрне пĕлмен çынсем мар вĕт, — алран тытсах каларĕ усси ӳстерни.
Костя утарçăсем хыççăн утрĕ. Рита та унран юлмарĕ ĕнтĕ.
Палатки чăннипех те пӳрт пек: кунта 3-4 пӳлĕм те пур.
— Ку — залĕ, ак ку, акă, çывăрмалли, ак ку — çăвăнмалли, — паллаштарчĕ уссисĕрри. Çывăрмалли пӳлĕмне карнă пусмине сирсех кăтартрĕ. Унта тӳшекĕ сарăлсах выртать.
Уссилли сĕтел çинчи "Господа офицеры" кĕленчине тытрĕ те черккене эрех ячĕ.
— Пурте пукансем çине вырнаçăр. Халĕ çакна тутанса пăхăр, — хушрĕ вăл. Пуканĕсем вара пурне валли çитрĕç. Уссилли юлташне тав турĕ.
— Ну, утарçă, сывлăху пултăр, — терĕ те эрехне тĕппипех ĕçрĕ. Ун хыççăн черккине утарçа пачĕ. Ку Костьăна тав турĕ. Çапла черет Рита патне те çитрĕ._
— Куна эпĕ темĕн паллаймарăм-ха, — терĕ уссилли, Ритăна черкке тыттарнă май.
— Ку-и? — мĕнрен пуçлам-ши тенĕ пек пĕр вăхăт чĕнмесĕр тăчĕ Костя. — Рита. Вăл пирĕн тухтăр пулать. Тин кăна ĕçе пуçăннă. Халĕ Комсомольскинче тĕл пултăмăр та... киле таврăнатпăр.
Рита эрехе тутипе çеç лектерчĕ те черккене каялла пама тăчĕ.
— Э-э, пирен енче апла тумаççĕ, — терĕ утарçă. — Эпир паян пыл уçланă. Хурчĕсем ăнччăр. Сиплĕ пылне ӳлĕмрен те парсах тăччăр.
Вăл сĕтел çине пысăках мар чашăкпа караслă пыл, чĕллĕн-чĕллĕн каснă батон кăларса лартрĕ.
Рита утарçă кăмăлне пăсас мар терĕ пулас, ирĕксĕртен тенĕ пек черккери эрехе ĕçсе пачĕ.
— Эрехпе пыла хутăштарсан кӳпĕнтерет тенине илтнĕччĕ. Тĕрĕсех-и çав сăмах? — кăсăкланчĕ Костя.
— Ку таранччен пылне те çинĕ, эрехне те ĕçнĕ, ăна-кăна туйман, — тавăрчĕ утарçă. — Ку, тен, çын организмĕнчен килет? Эппин манăн хальтерех пыллантарнă кăрчама пур. Ăна ĕçсе пăхăпăр. Вăл та пылран.
Утарçă таçтан пластмасса пичке кăларчĕ. Унтан кăрчамана курка çине ячĕ, ним юлмиччен пушатрĕ. Куркине тултарса юлташне пачĕ.
— Ĕç, вăрман хуралçи, — терĕ.
Ку хура усси вĕçĕсене сулахай аллипеле пĕтĕркелерĕ те утарçă пекех турĕ. Костя кăрчамана тутанса çеç пăхасшăнччĕ. Анчах ырă шăршăллă, техĕмлĕ кăрчама тутанса пăхсанах, хăйне тĕппипех ĕçме хистерĕ. Рита та малтан Костя пекех шутланăччĕ. Кăрчама аннăçем ансах пычĕ. Хĕрарăм сисмерĕ те — курка тĕпĕ курăнчĕ.
— Константин Степанович, — терĕ лесник, — тархасшăн çын пул. Пирĕн, Эдикпе иксĕмĕрĕн, ав çавăнта кайса килмелле, — аллипе асфальтлă çулăн сылтăм енне каякан ял çине кăтартрĕ. — Пĕр чăрăша "хыçса" кайнă шаккалсем. Ыран актне çырса вăрман хуçалăхне кайса памалла.
— Вара ман мĕн тумалла? — ăнланаймасăр пуçне пăркаларĕ Костя.
— Нимĕн те. Пĕр-пĕрне пулăшасси пулĕ. Вутă панă чухне те кӳрентерменччĕ. Пĕр каçлăха утарта пирĕн вырăнта пул-ха. Хамăр ялти Йăкăнат Райкки патне çитмелле. Кăçĕр вăл 50 çулне паллă тăвать. Утара вара çынсăр хăварма аванах мар. Тем те пулма пултарать. Килĕшрĕмĕр-и?
Лесник Костьăиа сахал мар ыр тунă. Вăл пĕрре ыйтнине мĕнле пурнăçлаймăн-ха ĕнтĕ?
— Килĕшрĕмĕр, — терĕ Костя. Лесник алă пачĕ.
— Вăт ку хамăрла! — тесе хучĕ.
— Эпĕ вара? — çухалса кайнă пек пулчĕ Рита.
— Сана çур çула леçсе хăваратăп. Киле йĕркеллех çитетĕн, — çийĕнчех каларĕ Костя.
— Пулчĕ те! — кăшкăрса ячĕ утарçă. — Пĕр чĕлхе тупрăмăр!
Палаткăран 4 çын тухрĕ. Арçынсем Костьăна алă лачĕç те çывăхри ял еннелле сулăнчĕç.
— Эпир сана шанатпăр, — терĕ лесник.
— Юрĕ, юрĕ, пăсăк тумăп, — мăкăртатрĕ Костя.
Хĕрарăмпа арçын вĕллесем çывăхĕнчи çăлкуç патне пычĕç. Вăл вĕренĕ евĕр пĕр вĕçĕмĕн тапса тăрать. Шывĕ валак тăрăх пĕвене тухать. Вĕлле хурчĕсем лăпланса пыраççĕ пулас, килни-кайни курăнмасть. Çавах та пĕр аташнă хурчĕ Костьăн сăмси çинех пырса ларчĕ. Юрать-ха ăна вăл çийĕнчех çапса ӳкерчĕ.
— Рита, атя кунтан каятпăр. Кусем пире палламаççĕ, — хыпалансах каласа хучĕ Костя.
— Эпĕ хирĕç мар, — терĕ хĕрарăм.
Костя Ритăна аллинчен тырĕ те каялла палатка патне илсе пычĕ.
— Костя, каç пулать... Сĕм çапсан пĕччен утма хăратăп эпĕ,.. — пăшăлтатрĕ хĕрарăм.
— Тепрер курка кăрчамапа хăналанар-ха. Кайран куç курĕ, — терĕ те Костя, куркана тĕппипех пушатрĕ. Тепĕр куркине Ритăна пачĕ. Арçын вăй кĕрсе пынине сисрĕ. Çан-çурăм тăрăх ăшă саланчĕ. Чĕре пĕр тикĕссĕн талт! талт! талт! тапрĕ. Тĕнче калама çук ырăпа тулчĕ. Пуç тап-таса — пĕр шухăшсăр. Кун пек чухне ачашлас та ачашланас килет. Костьăна çĕнĕрен кĕнĕ вăй çывăрмалли пӳлăме кĕме хистерĕ. Хĕрарăм хирĕçлемерĕ...
Арçын ирхине Рита пуçран кăтăкласа çӳçе шăла-шăла илнипе вăранчĕ. Костьăна питрен чуп туса илчĕ. "Ĕмĕтĕм, чунăмçăм", — тесе мăкăртатрĕ.
Костя малтан ăçта пулнине ăнланмарĕ, пĕр самант хускалмасăр выртрĕ. Хĕрарăм пуçран аллипе ачашлани уншăн питех те кăмăллă пулчĕ. Çавах та хускалса илмесĕр тӳсеймерĕ. Рита пуçа шăлма пăрахрĕ. Костя куçа уçрĕ, тул çутăлса пырать иккен. "Çынсем курсан мĕн калĕç? Вĕсем шăркаран лаша та тăвĕç", — çиçрĕ пуçра шухăш. Юнашарах пĕр кайăк каçса кайса юрларĕ.
— Рита, каяр пулĕ... Ял çыннин чĕлхи касать. Курас-тăвас пулсан, сăмах часах тĕнчене сарăлать.
— Костя, эсĕ вара шикленетĕн-и? Манăн санран уйрăлас килмест вĕт-ха. Çакăн пек тепĕр каçшăн пĕтĕм пурнăçа парăттăм. — Ритăн куçĕ шывланчĕ. — Ну, юрĕ ĕнтĕ, мĕн тăвăн, енчен те...
Эх, хĕрарăм чĕри... Хăйĕнсĕр пуçне урăх кам ăнланĕ-ши ăна?
Çапла вĕсем чиперех калаçкаларĕç. Костя хĕвел курăниччен киле çитер текелесе ура çине тăчĕ те çавăнтах именсе кайрĕ. Хывса пăрахнă тумтирне тахăш самантра хыпалансах тăхăнчĕ. Уйрăлнă хыççăн Рита яла килекен асфальтлă çул çине тухрĕ, Костя вăрман хĕррипе кайрĕ.
Лиза ĕне суса ларатчĕ. Упăшки калинккерен кĕрсенех ура çине тăчĕ.
— Костя,.. — тĕлĕннĕ пекех каларĕ мăшăрĕ. — Эпир сана çухатнă вĕт. Кĕçĕр пĕр чĕптĕм ыйхă килмерĕ. Ăçта çĕр каçнă вара эсĕ? Мана пула Рома та ирех вăранчĕ.
Чăнах та Рома та картишне тухнă-мĕн. Вăл ашшĕ патне чупса пычĕ. Костя ним суйма пĕлмерĕ. Çавăнпа та утарта пулнине пытарма шутламарĕ.
— Комсомольскинчен лесникпе пĕрле таврăнтăмăр. Вăл леш кĕтесри утара илсе кĕчĕ. Кунта вара хăнах пултăм. Утарçă пыл илнĕ иккен. Унтах çывăрнă. Мĕнле йăванса кайнине те сисмен, пĕрре те астумастăп.
— Анраса çӳретĕн пуль, — терĕ те арăмĕ ĕне сума ларчĕ.
— Атте, ман валли мĕн илсе килтĕн? — яланхиллех антратрĕ Рома.
Ăна валли зефир туяннăччĕ-çке. Ашшĕ аллине шăлавар кĕсйине чиксе ячĕ. Анчах ача япали çумра пулмарĕ. Костя хăй те сисмерĕ: "Вăт, лесник", — тесе хучĕ.
— Мур лесникĕ, — çухăрса ячĕ Рома. — Анне, кур-ха, лесник ман валли илнине çисе янипе çырлахман, аттене мăйĕнчен çырта-çырта илнĕ.
Сĕт сума тытăннă хĕрарăм Рома сăмахĕсене илтсенех ура çине тепĕр хут сиксе тăчĕ.
— Костя, эсĕ мĕн.. Тĕрĕссипе кала-ха — ăçта аташса çурерĕн?
Арçын çухалсах кайрĕ. Кун пирки кам шутлама пултарнă? Анчах вăл хăйне хăвăрт алла илчĕ.
— Лиза, çав ача хыççăн ан супĕлтет-ха. Ку вĕт виçĕмкунхиех... — тесе лаплаттарчĕ.
Арăмĕ ун-кун пăхкаларĕ.
— Рома, — терĕ вăл сасă хăпартсах. — Кĕр пӳрте! Çывăрмалла санăн. Кăнтăрла хам шоколад туянса парăп.
Костя та картишĕнче урăх тăмарĕ. Вăл пӳрте кĕнĕ-кĕменех салтăнчĕ. Кравать çине кĕрсе выртрĕ. Рома та ашшĕ çумне йăпшăнчĕ.
* * *
Кунĕ хĕвеллĕ. Тупере пĕр пĕлĕт татки курăнмасть. Кăнтăрла çитсе пынă май пушшех те пăчаланчĕ. Пуçтарнă утта автомашина çине тиекен арçынсем пурте пилĕк таран хывăнса ĕçлерĕç. Анчах вĕсем пуçĕсене карттус тăхăннă, тепри кĕпине пуç çине хунă, виççĕмĕшсем шурă тутăр çыхса янă. Хĕрарăмсем утта пĕр картана пуçтарчĕç, купасем турĕç. Улăхра шăкăл-шăкăл калаçу, хушăран кулă илтĕнсе каять.
Утă пуçтарма Лиза та, Ритă та тухнă. Ара, ку ĕçе культура, медицина ĕçченĕсен пурин те хутшăнмалла тенĕ те. Пуçлăхсем каланине итлемелле. Костя газикĕпе утă турттарчĕ. Рома ашшĕ çумĕнче ларса çурерĕ. Вăл темиçе хутчен те калаçу пуçарма хăтланчĕ. Анчах ăнăçмарĕ, "ăхă", "юрĕ", "ан чăрмантар" тата ытти кĕске сăмахсемпе перкелешрĕ аслăраххи. Ача юлашкинчен, ыйтусем парса йăлăхрĕ пулас, шăпланчĕ, часах пуçне усрĕ, ăшă ыйха путрĕ.
Костя утă пушатса каялла таврăнмассерен куçне Рита çинелле тĕллерĕ. Утă пуçтарма 70-80 çын тухнă пулĕ, Костя Ритăсăр пуçне никама та курмарĕ. Мăшăрĕ те сайра-хутра çеç куç тĕлне леккелерĕ.
Рита... Мĕнешкел ятуллă-илемлĕ пӳ-си унăн. Паян вăл кĕске çанăллă, чечеклĕ шурă кĕпепе. Çара ура хырăмĕсем чăп-чăмăр. Хĕвелпе кĕренленсех кайнă вĕсем. Утта купа тăрне хунă чухне чĕркуççирен те çӳлерех кĕпе вĕçĕ тата хăпарса кайса атлетăнни пек çирĕп пĕçсене, хĕвелпе хĕрелме ĕлкĕрейменнине, пĕтĕмпех кăтартса парать.
Мăнтарăн Лиза. Вăл куçсăр мар-çке. Çаксене, Ритăпа мăшăрĕ куçран-куçа пĕр вĕçĕмрен пăхнисене, Костя кашни килмессерен тухтăр хавхаланса кайнине, унăн пичĕ савăнăçпа тулса йăлкăшнине, ют хĕрарăм, мăшăрĕ умĕнче тăрăшсах юри пăркаланнине, автомашина курăнсанах чиперленме пуçланине тата ыттине те, йăлтах асăрхарĕ Лиза.
— Эсир тинтерех килнĕ тухтăр пултăр-и-ха? — пат каласа хучĕ вăл.
— Çапла, — тавăрчĕ Рита. Хăй Лиза çине тинкерсе пăхса илчĕ.
— Пирĕн Костьăна ăçтан паллатăр вара? — ыйтрĕ ку пăрăнма шутламасăр.
Рита утă туртма чарăнчĕ, умĕнчи кĕске салпунне турткаларĕ.
— Каçарăр та... Кам пулатăр вара эсир? — ыйтăва хирĕç ыйту пачĕ тухтăр. Унăн питне мăкăнь тĕсĕ çапрĕ.
— Эпĕ Костьăн мăшăрĕ, — хуравларĕ Лиза, халь-халь вĕресе кайма хатĕрленсе.
— Сирĕн Костьăна паллани ăçтан курăнать вара? — тĕлĕннĕ пек турĕ Рита.
— Таçтан та... çырла пулсан çăтса ярăттăн...
Рита пичĕ çуталса кайрĕ.
— Чăн та... ма çырла мар-ши?
ГАЗ-53 автомашина килни курăнса кайрĕ. Лиза темĕн калама тесе çăварне кăна хускатнăччĕ, анчах Костя умĕнче унăн Ритăпа пĕрле тăрас килмерĕ, тухтăр умĕнчен васкасах пăрăнчĕ. Тахăшĕ çав самантрах: "Апата!" — тесе чĕнчĕ. Ыттисем çак сăмаха тахçанах кĕтнĕ тейĕн, пурте ĕç хатĕресене-сенĕксене, кĕреплесене купа çумне тăрат-ма тытăнчĕç. Куç хупса илнĕ çĕре ĕç чарăнса та ларчĕ. Пĕрисем килтен илсе килнĕ апат-çимĕç сумккисем патне утрĕç. теприсем çывăхри пĕве еннелле васкарĕç.
Костя та автомашинăна пĕве хĕрне тăратрĕ, шыва кĕме хатĕрленекенсем патне пычĕ. Унран Рома та юлмарĕ.
— Атте, курах, пирĕн анне те хывăнать. Эпир те шыва кĕретпĕр-и? — ашшĕне аллинчен тытрĕ ывăлĕ.
Костя ирĕксĕрех арăмĕ çине пăхса илчĕ. Куçĕсем часах Рита çине куçрĕç.
Тухтăр чăннипех те ятуллă пӳ-силлĕ. Вăл Лизăран çӳллĕрех те, сарлакарах та, туллирех те. Учĕ хевелпе час-часах пиçĕхнĕ пулас — кăштах кĕрен-хăмăр тĕс çапма ĕлкĕрнĕ. Кăкăр çыххи çирĕп пӳ çинче аванах карăннă. Арăмĕн вара хул калаккин шăммисем те палăраççĕ. Кăкăр çыххин хăйăвĕ те пуш-пушах, ырхантарах кĕлеткере усăнса тăрать. Мĕнле-ха çаксене унччен асăрхаман. Вăл хĕр чухне фиалка чечекĕ пек сенкер та ăшă куçĕсемшĕн, хăпарарах тăракан тута хĕррисемшĕн пуçа çухатнă. Эх, ма çĕнĕрен каччă пулмалла мар-ши?
Костя куçне шыва кĕрсе кайнă Рита çине куçарчĕ. Вăл та хирĕç пăхса илчĕ, ачашшăн йăлкăшрĕ, ӳпне выртрĕ те малалла ишсе кайрĕ. Тухтăр алăсене черетпе ывăсса пырса илемлĕн ишет. Урисемпе шыва çапмасть, явăнтарса кăна хăварать. Акă, вăл Костя çине йăл-тăр кулса пăхса илчĕ. Çавăнтах ишме чарăнчĕ. Сасартăках аллисемпе хăлаçланма пуçларĕ. Курăнми пулчĕ. Тепре пуçĕ тухрĕ, каллех çухалчĕ. Шыв пĕр самант хумханчĕ-ха. Часах лăпланчĕ.
— Путрĕ! — хăй те сисмесĕрех кăшкăрчĕ Костя. Шăлаварне йăпăр-япăр хывса хучĕ. Путнă çынна çăлма шыва сикме кăна пуçланăччĕ, Рома: «Анне!» — тесе кăшкăрса макăрса ячĕ. Костя унта-кунта пăхса илчĕ те шывра Лизăн аллине курса юлчĕ. «Лиза путать!» — шухăш çиçрĕ пуçра, унăн чĕри чĕпĕтсе илчĕ. Вăл мăшăрĕ еннелле шыва чăмрĕ.
Шухăшпа Костя арăмĕ путнă вырăна çитрĕ, шав тĕпне тĕплĕн хыпашла-хыпашла пăхрĕ. Алла хăйăр çеç лекет. Кăкăрта сывлăш пĕтрĕ. Урăх тӳссе пулмасть. Арçын шывран пуçне кăларчĕ, унта-кунта пăхрĕ. Вăл Лиза путнă вырăнтан иртсе кайнă иккен. Шыв хĕрринчи çынсем темĕн кăшкăраççĕ, аллисемпе кăтартаççĕ. Пĕвене икĕ-виçĕ арçын та кĕнĕ. Вĕсем те путнă хĕрарăма шыраççĕ пулас. Костя тепĕр хут шыва чăмрĕ, аллисене мĕн те пулин лекмест-ши тесе тĕрткелерĕ, анчах Лиза путнă вырăнта çын çук. Ăçта çĕтнĕ-ха вăл? Шыв айĕнче нумай пулма çăмăл мар, сывлăш часах пĕтсе çитет. Костя пуçне тепре шывран кăларчĕ те урана çын ӳчĕ лекнĕ пек пулса кайрĕ. Костя çийĕнчех тепре чăмрĕ, хыпашлама тытăнчĕ. Алла кăкăрĕ лекрĕ, арçын хĕрарăма ытамне илчĕ. Ишме тытăнчĕ те малалла каяймарĕ. Лиза çăмăлах мар иккен, вăл машăрне те шыв тĕпнелле туртрĕ. Çакна çывăхри арçынсем асархарĕç, иккĕн-виççĕн Костя патне ишее пычĕç, пурте пĕрле хĕрарăма тытрĕç те, ăна çыран еннелле кăларма тытăнчĕç. Ура шыв тĕпне çитекен пулсан, Костя арăмне ытамне илчĕ, ăна çыр хĕрне çĕклесе тухрĕ. Лиза шуралса кайнă, тута таврашĕ кăвакарма та пуçланă. Хăй йăшăлт та тумасть, пач та сывламасть.
Костя темиçе хутчен арăмне ятпа каларĕ, мăшăрĕ унăн сассине илтни палăрмарĕ. Рома каçса кайса макăрчĕ: "Анне!" Анне"! "Аннĕ"! — чĕнчĕ вăл. Вĕсем патне 15 çулти Даша пычĕ.
— Костя тете, машинуна чĕрт, Лиза инкене халех Шăхасана леçмелле. Пире шкулта пĕрремĕш пулăшу пама вĕрентнĕччĕ. Эпĕ аппаланам-ха... — терĕ хĕр васкавлăн.
Костя çемйи патне улăхри пĕтĕм çын куçрĕ. Шофер хăвăрт кăна автомашина патне пычĕ те кабинăна кĕрсе ларчĕ. Техника стартер çине пуссанах чĕрĕлсе кайрĕ. Костя автомашинăна сасă партарчĕ, газ хушса вырăнтан хускатрĕ.
Даша пикенсех ĕçлет. Ăна пулăшакансем те тупăннă. Лиза çăварĕнчен шыв хăсса кăларчĕ. Нумаях та вăхăт иртмерĕ, вăл пуçне кăштах пăркаласа илчĕ «Сывлать!» "Сывлать!" — кăшкăрса ячĕç ушкăнра.
— Костя... — вăйсăр сасăпа каласа хучĕ хĕрарăм.
Арçын арăмĕ патне пычĕ.
— Эпĕ кунта, Лиза... куçна уç-ха, мăшăрăм, — терĕ.
Анчах Лиза урăх сас кăлармарĕ. Вăл татах шав! тутарса шыв хăсса кăларчĕ.
— Машина кузовĕ çине утă пăрахăр! Иккĕшне те Шăхасана! — кăшкăрчĕ тахăшĕ. — Кайран кая юлать, васкăр!
Çамрăксем хăвăрт ĕçлерĕç. Лизăпа Ритăна та кузов çине вырнаçтарчĕç. Икĕ хĕр, виçĕ каччă кузов çинех юлчĕç. Даша та вĕсем хушшинчех. Рома ашшĕ çумне ларчĕ.
— Çамрăксем, асăрханăр. Ура çине ан тăрăр. Ун-кун сиксе ан тухтăр, — терĕ те Костя кабина алăкне хупрĕ, ерипен автомашинăна вырăнтан хускатрĕ.
Больницăра Костя техникăна "Васкавлă пулăшу" уйрăмне илсе пычĕ. Унтан шурă халатлă икĕ херарăм чупса тухрĕ.
— Наçилкке парăр! Наçилкке кирлĕ! — кăшкăрчĕç çамрăксем.
— Миçен? — ыйтрĕ пĕр хĕрарăмĕ.
— Икĕ наçилкке кирлĕ.
Кунта ĕç хăвăрт пулса иртрĕ. Çамрăксем шурă халат тăхăнчĕç, шыва путнисене хирурги уйрăмне леçсех пачĕç. Анчах пӳлĕме пĕрне те кĕртмерĕç. Костя кунтах юласшăнччĕ. Арçын тухтăр ăна пӳлчĕ.
— Эсир кам пулатăр? — терĕ вăл.
— Мăшăрĕ, — тавăрчĕ Костя.
— Кăштах тăхтама тивет. Тĕрлĕ процедура туса ирттеретпĕр. Кайран куç курĕ,.. — ăнлантарчĕ врач.
Картишне тухсан Костя çамрăксене укçа парасшăнччĕ.
— Эсир кăнтăрлахи апат та çимен. Столовăй кунтан инçех мар. Анса апатланăр, — мăкăртатрĕ хăй. Анчах лешсем килĕшмерĕç. Костя автомашинăна пульница территорийĕнчен кăларса лартрĕ. Ара, кунта кашни автомашинăпа кĕме те юрамасть. Ирĕксĕртен йĕрке пăсма та тивет çав.
Кĕтнĕ чухне вăхăт ытла та ерипен шăвать-çке. Пĕр сехет пĕр ĕмĕре пынăн туйăнать. Юлашкинчен паçăрхи шурă халатлă арçын тухтăр тухрĕ. Пирус тивертсе ячĕ. Костьăпа Рома ун патне пычĕç.
— Эсир халĕ вырттарнă хĕрарăмсем патĕнчеччĕ пулас. Мĕнле-ши вĕсем? — ыйтрĕ Костя.
— Çавăнтан, — хуравларĕ врач. — Эсĕ Костя ятлă мар-и?
— Костя.
— Сирĕн мăшăрăр хăшĕ вара?
— Лутрараххи...
— Тепри кам пулать?
— Вăл ял тухтăрĕ. Пирĕн пата нумаях пулмасть ĕçлеме пынăччĕ.
— Нумаях пулмасть? — Тухтăр Костя тăрăх пăхса илчĕ. — Кăсăклă... Эппин ăçтан пĕлет-ха вăл сире?
— Эпĕ илсе килтĕм вĕсене,.. — ним калаймарĕ Костя.
Вăл каллех Костя тăрăх пăхса илчĕ. Унăн питĕнче йĕкĕлтӳллĕ ăшă кулă палăрчĕ.
— Тухтăр аттепе ташланă, — сăмахран ӳксе юласран хăранă пек мăкăртатрĕ Рома.
Тухтăр пичĕ чăннипех те çĕнелчĕ. Ромăна сулахай аллипе пуçĕнчен ачашласа илчĕ.
_ — Ташланă эппин... — хăй тĕллĕн калаçрĕ вăл.
— Манăн арăм мĕнле-ши? Сăмăлрах пек-и? — тӳсеймесĕр ыйтрĕ Костя.
— Ан пăшăрханăр. Иккĕшĕн те хăрушлăх иртсе кайрĕ, — терĕ тухтăр. — Халатсем илĕр. Кĕрсе тухма пултаратăр.
_ Тухтăр ырă кăмăллă çын пулчĕ. Вăл халатне те илсе килчĕ. Костьăпа Ромăна та хăех ертсе кĕчĕ.
— Анне, эпир çитрĕмĕр! — кăшкăрса ячĕ ывăлĕ.
— Рома, шăпрах... Аннӳне лăпкăлăх кирлĕ, — пăшăлтатрĕ ашшĕ.
— Костя... — çуталчĕ Лиза. — Эпĕ сана килместĕн пулĕ тенĕччĕ.
— Мĕншĕн? Эпир пурте кунтах, — тĕлĕнчĕ Костя.
— Костя, эпĕ путнине куртăн-и? Шăнăр туртса лартрĕ...
— Куртăм, Лиза. Шывран эпĕ илсе тухрăм.
— Анне, сана чи малтан эпĕ куртăм, — каласа хучĕ Рома.
— Тавтапуçах сире...
Шурă халатлă арçын-тухтăр Костя патне пычĕ.
— Куртăр-и? — терĕ. — Пурте йĕркеллĕ. Халĕ киле лăпкăнах кайма пултаратăр.
Костя арăмне питĕнчен чуп турĕ.
— Килшĕн ан пăшăрхан. Эсĕ часах таврăнасса шанатпăр, — пăшăлтатрĕ упăшки.
Лиза мăшăрне куçран питĕ тинкерчĕ. Чĕлхи патне, тен, сăмахĕ те пычĕ пулĕ, шарламарĕ. Килĕшнине пĕлтерсе çеç пуçне сĕлтрĕ. Куçĕ шывланчĕ.
— Анне, эпир, аттепе иксĕмĕр татах тепре килетпĕр, — шăкăлтатрĕ Рома. Вăл та амăшне ашшĕ пекех чуп турĕ.
Арçынсем виççĕшĕ те пӳлĕмрен тухрĕç. Алăк патĕнчен хăпсанах Костя патне шурă халатлă çамрăк хĕрарăм пычĕ.
— Эсир Костя мар-и? — ыйтрĕ вăл куçран куçĕпе тĕллесех.
— Çапла, — хуравларĕ арçын.
— Эппин ак çак пӳлĕме кĕрсе тухăр-ха? — Ыйтуллăн пăхрĕ шурă халатли Костьăна. Вăл мĕн ыйтнине Костьăпа Рома пурнăçларĕç.
— Костя... — чăр-р пăхрĕ тĕлĕннĕн Рита. — Ман пата килтĕн-и? Эпĕ кĕтнĕччĕ.
— Атте анне патне килнĕ, — каласа татрĕ Рома.
— Лиза кунта выртать. Эпĕ ун патне кĕрсе тухрăм, — çурма сасăпа калаçрĕ Костя. — Санăн мĕн те пулин каламалли çукчĕ пулĕ те?
— Курас килетчĕ сана... ытла та кĕтмен çĕртен пулса тухрĕ вĕт-ха. Пĕтĕм шăм-шак туртса лартрĕ... Костя, мана шывран эсĕ илсе тухнă-и?
Рома татах хушша кĕчĕ:
— Атте аннене илсе тухнă!
Костя типпе юлнă пулă пекех хăйне туйрĕ.
— Арăма шырарăм... — мăкăртатрĕ. — Вăл та шыва путрĕ. Ытла та пĕр вăхăтра пулса иртрĕ.
Ритăн куçĕ шывланчĕ.
— Эпĕ шаннăччĕ... шутланă... Эсĕ пулĕ тенĕччĕ...
Костя, паллах, хĕрарăма витĕрех ăнланчĕ, анчах унăн суяс килмерĕ.
— Рита, — терĕ. — Халĕ сана лăпкăлăх кирлĕ. Чипер сывал. Кайран пурин çинчен те калаçăпăр... Каятпăр эпир...
Хĕрарăм пуçĕпе сĕлтрĕ. Арçын çине пăхмарĕ, таçта инçете тĕлсĕр тинкерчĕ, куçĕ нӳрленсе килчĕ. Ромăпа ашшĕ алăк патне çитейменччĕ, вăл сасă кăларчĕ:
— Ма тĕл пулнă-ши сана... Тĕнчере кунашкал асап пуррине пĕлместĕмччĕ... Мĕншĕн вилмен-ши пĕреххут...
Рита ку сăмахсене çурма сасăпа, вăйсăррăн каларĕ пулин те Костя пĕтĕмпех илтрĕ.
Автомашина патне кайнă май пуçра шухăшсем явăнчĕç. Аслашшĕ калани аса килчĕ: "Турă мĕн пӳрнипе çырлахмалла, çавăнпа пурăнмалла". Вăл пур... ача амăшне ют хĕрарăмпа танлаштарма именмерĕ. Сăлтав тупса унран уйрăлма хатĕрччĕ. Епле намăс! Тĕнчере лайăххинчен тата лайăххи пулĕ. Пурне те ытама илеймĕн... Енчен çемье арканнă, амăшĕ çакăн пек инкекпе ăнсăртран вилнĕ пулсан, ачан епле тӳсмеллеччĕ, ашшĕ çине мĕнле пăхмаллаччĕ? Пурнăçра тем те сиксе тухма пултарать — ыран мĕн пуласса пĕри те пĕлместпĕр.
— Атте, эсĕ ыран килетпĕр тесе аннене мĕншĕн каламарăн? — шухăша татрĕ Рома.
— Ывăлăм, — пĕр вăхăт темĕн шухăшларĕ ашшĕ, — ху каларăн вĕт-ха. Эпĕ санпа килĕшетĕп...
— Килетпĕр-и вара?
— Килетпĕр, паллах. Киле те илсе каятпăр.
— Урра! — кăшкăрса ячĕ Рома, икĕ урипе те пĕр харăс сиккелесе. — Атте, ытла та лайăх вĕт-ха эсĕ. Анне пекех.
Костя ывăлне пуçĕнчен лăпкарĕ. Унăн куçĕнчен темшĕн куççулĕ хăйне хăех пăчăртанса тухрĕ, карланкă тĕпне хытă япала пырса ларчĕ.