Çынтан çын кулать-и?!
Манран кулакан — макăрать…
Иртен-çӳрен сăмахĕ
1
Чулхулана кайма тухнăччĕ.
Перрон çинче пĕр чун та çук.
Чугун çул станцинчен пĕр çын тухрĕ те, эпĕ йышăннă сак çине пырса ларчĕ.
Чылай вăхăт иртрĕ. Хаш сывлать иртен-çӳрен.
— Тарас килет — ăçта тарас? — терĕ вăл ăнсăртран.
Эпĕ чĕнмерĕм. Илтменçи турăм.
Çак çын каллех калаçу пуçласшăн пулчĕ.
— Ахтунг! — терĕ вăл. — Василий Иванович!
Эпĕ хамран кулнă пекех туйрăм. Чĕнмерĕм.
— Гутен морген! (Ырă кун!) — терĕ иртен-çӳрен.
— Ауф фидер зейн! (Сывă пулăр!) — çавăрса хутăм эпĕ сиввĕн.
— Вер бист ду ден? (Эсĕ кам?) — чарăнмарĕ вăл.
— Вас браухст ду? (Сана мĕн кирлĕ?) — парăнмарăм эпĕ.
— Вас мёхьтест ду? (Эсĕ мĕн ятлă?) — тăсăлчĕ малалла калаçу.
— Ви хайст ду? (Санăн яту мĕнле?) — тепĕр майлă çавăрса хутăм эпĕ…
Тем вăхăт тăсăлатчĕ ĕнтĕ калаçу. Анчах иртен-çӳрен йăл! кулса илчĕ те çапла хушса хучĕ:
— Гештатен зи михь форцуштелен! (Сирĕн умăрта!) — Микулай!
— Эпĕ те Василий Иванович мар — Тарас!...
2
Икĕ чăваш аран-аран пĕр чĕлхе тупрĕç.
— Микулай мучи, эсĕ вара мĕншĕн нимĕçле калаçатăн? — ыйтрăм эпĕ. (Вăл манран чылай аслă пек туйăнчĕ). — Эсĕ нимĕç–и?
— Çук, тăванăм. Эпĕ — чăваш… «Нимĕçсем» — çурма чăвашсем, сехет каялла Шупашкар еннелле Мускав пуйăсĕпе ларса кайрĕç. Пĕри те, сан пекех, чăвашла пуплемест. Тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм, апăрша! Эпĕ нимĕç чĕлхи вĕрентекенĕ пулнă.
— Чăваш чăвашран кулнине эпĕ те курнă, çавăнпа калаçу пуçлама йывăртарах. Каçарăр тархасшăн!
— Пирĕн асанне ун пеккисене «виçĕ дипломлă тăмсай» тетчĕ. Хăйсем…
Анчах калаçу, яланхи пекех, вĕçленеймерĕ. Манăн каймалли вăхăт çитрĕ.
Тем каласа парасшăнччĕ ĕнтĕ Микулай мучи?!...