Пĕр кун канмасăр, ĕçченскер,
Утатăн чăнкă çулпала.
Сахал курман хĕн-хур та терт,
Хăпартăн пурпĕр тăвалла.
Шур юр витесшĕн сан пуçна,
Çапах эс халĕ паттăр-ха.
Пур вăй-хална, хăв пурнăçна
Пиллетĕн хамăр халăха.
Ĕçре пĕлмерĕн ывăнма,
Эс кĕтĕн вăрçă тăвăлне...
Çĕршывăм памĕ ватăлма
Сана — юратнă ывăлне.
Çулсем иртсен те, ăш пӳртре
Лармастăн, тусăм, тĕлĕрсе.
Пыратăн чи малти ретре,
Çĕн çитĕнӳшĕн хĕмленсе.