Эс кайрăн. Тутăру сенкерĕ
Ал сулчĕ вăрахчен мана,
Куçран çĕтесчĕ пек — çĕтмерĕ:
Шăп тухăç илчĕ те ăна
Çĕклерĕ, сарчĕ ярр, хăварчĕ
Çут тӳпере яланлăхă.
Ачаш кăвак куçу кăварĕ
Ун айĕнчен тавралăха
Шĕл хĕм тăкать ирпе, каçпа та
Çанталăк янкăрах чухне.
Эп çавăнпа
Чунпа,
Аспа та
Пӳлесшĕн тĕксĕм вăй çулне.
Ан пулччăр тетĕп пач, пĕрре те
Тек кӳлешӳ пĕлĕчĕсем.
Кĕресчĕ ман санпах кĕре те,
Ан çĕттĕр тутăрун хĕлхем.