Вĕлтĕртетсе шур лĕпĕш ӳкнĕ евĕр
Ӳкет те юр пĕрчи туту çине,
«Йӳçек-и?» — тетĕн эс. Телейлĕ эпĕр,
Пĕр пек пайлатпăр савнăç тӳпине.
Самант — юри пуль — пăрăнса каятăн,
Кӳреннĕн эп пыратăп сан патна.
Çул хĕрринче юлать эс çырнă ятăм,
Çыратăп юнашар эп сан ятна.
Тытатăн аллăмран. Ытараймасăр
Тăнлатпăр пĕр-пĕрне, ута-ута,
Е чарăнсах тăратпăр та... Сăмахсăр
Пуплет каллех асамлă ик тута.
Санпа çапла çӳрерĕм чылайччен,
Арканчĕ шухăш — юлтăм эп пĕччен.