Чипер калать, ĕненмелле, пит тĕрĕс.
Хак парăн эсĕ: «Вăл епле хастар!»
Ху шухăшна васкавлăн ан пĕлтер эс:
Хытах улталанма та йывăр мар.
Пулать çапла та: чăх хĕрсех тем хушă
Кăтиклетет, тăвас пек çăмарта,
Анать — йăви юлать каллех пуш-пушă...
Ун евĕр çын та çук-и хамăрта?
Пĕрин — сăмах анчах. Сайра, вăтаннăн
Пуплет тепри, мухтаймăн чĕлхине.
Ытла ан тĕлĕн: кирлĕ чух вăл саншăн
Вута та сикĕ, эсĕ чĕнсенех.
Хăш сасă — маска çех. Астуччĕ эсĕ:
Чун тĕкĕрĕ этемĕн — унăн ĕçĕ.