Пĕр карчăкпа старик пурăннă тет. Вĕсен пĕчĕк чечек çуралнă, ăна «мать-и-мачеха» тесе чĕннĕ. Ӳссе çитерехпе чечек амăшĕнчен хăйне мĕншĕн çавăн пек ят хуни çинчен ыйтнă.
— Ку ят ĕлĕк-авалтанах пырать, каласа памалли нумай, — тенĕ те амăшĕ кӳрше тухса утнă.
Ама хупаххи вара çурăм çине кутамкка çакнă та инçе çула тухнă. Кайсан-кайсан пĕр пӳрт тĕлне çитнĕ. Унта кĕрсен çăлтăр пулса тăнă, виçĕ кун çимесĕр пурăннă. Тăваттăмĕш кунне çеç кил хуçи — ватă кашкăр таврăннă. Вăл пӳрте кĕрсенех суккăрланнă, çăлтăртан такăнса ӳкнĕ те çухалнă. Çăлтăр тӳпене хăпарса уйăхран хăйне каялла чечек тума ыйтнă. Уйăх ăна пулăшайман.
Çăлтăр асамлă карчăкран пулăшу ыйтнă.
— 215-мĕш ту хыçĕнче сад пур, çав сада кĕме пултарсан çеç эсĕ чечек пулăн, – хуравланă асамçă.
Чечек-çăлтăр тусем çийĕн вĕçнĕ, 214-мĕш ту çине канма ларнă. Ăна çĕленсем хупăрланă, анчах чечек-çăлтăр çине пăхсан вĕсем те суккăрланнă. Çăлтăр вĕсене пĕр-пĕринпе çыхса лартнă та тусем хушшине пăрахнă. Çĕленсем икĕ ту хушшинче çыхланса кĕпер йĕркеленĕ. Çăлтăр çав кĕпер тăрăх утса 215-мĕш ту хыçĕнчи сада кĕнĕ те çĕнĕрен чечек пулса тăнă, çав самантрах килне çитнĕ.
— Анне, эпĕ халĕ мĕншĕн мана мать-и-мачеха ят панине пĕлетĕп, — тенĕ вăл амăшне курсан.