Стадионран эпĕ, — лайăххăн астумастăп та, — утса марччĕ пулас, вĕçсе тухса кайрăм пулмалла.
Чимĕр-ха, мĕн терĕм çак эпĕ, пулас, терĕм-и? «Пулас» мар, чăн-чăнах. Ахальтен-им, пĕлĕтсем пуçа халĕ те лăпкасах тăраççĕ акă. Ыррăн-ыррăн çупăрлаççĕ, ачашшăн-ачашшăн... Апла пулсан, ним иккĕленесси те çук, эпĕ вĕçнех.
Ытти-хăтти, тепĕр тесен, çăкăр хытти. Вĕçнĕ-и, вĕçмен те-и — çăва тĕпне. Анчах пĕрне вара лайăх, питĕ лайăх астăватăп. Çав самантра эпĕ — ку ĕнтĕ никам хирĕçлейми факт — нумай-нумай, шутсăр, чамасăр нумай юрлама-ташлама, сикме-чикеленме пултарнă. Унтан тата — кăшкăрма. Тĕнче кисренсе тăрасла кăшкăрма. Юлашкинчен, килсе çитрĕ иккен çапах та юлашкинчен!..
Ĕненме эсир, туятăп-ха, тăруках ĕненсе те пăрахмăр. Анчах ман чăн сăмаха чăннипе калас. Паян, ара çав, паян, пирĕн команда, пĕлетĕр-и, мĕн туса хучĕ? Вăл... Чăннипех тĕлĕнсе хытмалли япала ĕнтĕ, хула халиччен курман-илтмен тĕлĕнтермĕш... Вăл тытрĕ те вăййа хăнасенчен выляса илчĕ. Ак еплерех!.. Шучĕ пысак теместĕп, пысăк мар. Ун умне, тепре каласан, лешсене таптаса лапчăтас тĕллев те лартман-ха Чи кирли, чи хакли кунта — çĕнтерӳ. Вăл пур, вăл акă — кĕсъерех. Ну, калăр ĕнтĕ, уяв мар-и çакă? Уяв, чăн-чăн уяв! Мĕнле йышши-ха! Кун пек чух ĕлĕкхи çынсем чаплашка сăрине кăна мар, путеклĕ сурăхне те шеллесе тăман-тăр. Паллах, тăман, — вырттарнă та сĕрнĕ.
Çĕнтерĕвĕ чăннипех те чапли пулчĕ вара. Çĕнтерӳрен çĕнтерӳ. Ну пачĕç те, ну çапрĕç... Кунашкал шерпет сыпасса, пытармастăп, кăçал сунманччĕ. Шутламан та. Ялан эрĕм шывĕпе хăналаса тăнă çĕрте кам-ха, ара, эскимо хыптарасса ĕмĕтленме хăюлăх çитерĕ? Пулчĕ, хыптарчĕç. Кăштпа кăна та мар, çăвар туллиех. Сим-пылĕ халĕ те чĕлхе çинчех тăмасть-и акă. Ай, çĕнтерӳ, ай, чĕремçĕм-чĕрем...
Çук, ачсемĕр, пирĕн телей те тимĕр арчара мар-мĕн. Кăваккуппи, тем тесен те, уçăлчĕ-уçăлчех! Малашне ĕнтĕ...
Атту тек мăкăр та мăкăрччĕ-ха: «Сирĕн «Хĕлхемĕрпе»... Футбол мĕн иккенне чăнтан пĕлмест те, команда пулать-и çав. Фу...» Ахаль кăна калаçни юрамаллаччĕ те, хăшĕ-пĕрисем куçĕ-пуçĕсене йӳçĕ кăшман çинĕ чухнехи пек йĕрĕнчĕклĕн чалăштарсах тавлашма пăхатчĕç-ха. Курăр акă, пĕлĕр халĕ пирĕн «Хĕлхем» мĕнлине!
Ăс вĕрентет тесе ан калăр та, футбол вăл, йĕкĕтсем... Ха ĕнтĕ, пăх ĕнтĕ, тути-çăварĕсене каллех тем ирсĕрлетсе пăрахрĕç. Эсир, мĕн, мана спорт йĕркине ăнланман çын тесшĕн-и, элле? Хĕпĕртесе ӳкме васкамасса пултаратăр, ăнланатпăр. Сиртен каях та мар. Пĕлессĕр килет пулсан, эпĕ хам та... Ара çав, мĕн лĕкĕртететĕр вара, спортсмен. Начар йышшиех те мар. Кунта формăсăр килнине ан пăхăр эсир. Эпĕ ăна общежитире пĕрре те пăрахмастăп. Çакнашкал саплашăнать вăл хăех. Ну, хăвăр кампа юмахланине чухлатăр-и ĕнтĕ пăртак?
Япалана ăна, тăвансем, тăвăррăн мар, анлăн ăнланас пулать. Сарлакан, ытамлăн. Ун пек тесен-тĕк, чи малтанах сан хăвăн универсаллă пулмалла. Унсарăн, хай, мĕнле калаççĕ-ха, пылчăк çине питпе лĕплетесси те аякках тармĕ.
Эпĕ хам, чăнне калас-тăк, сăмахпа та парăнмастăп та, ĕçпе те никамран юлмастăп. Спорт енĕпе вара — пушшех те. Пуринчен ытла доминопа бильярда кăмăллатăп эпĕ. Пластмасса шакмаксем çат! та çат! çатлатнипе шăмă çаврашкасем пĕр-пĕрин çумне шарт! та шарт! çапăннинчен пысăк ырлăх маншăн çут тĕнчере урăх çук та пулĕ. Çуках, татса калатăп, çук.
Шашка-шахматран та тармастăп эпĕ. «Лашасемпе» «слонсене» хăвалатăп çеç. Сывлăш çавăрса илме памасăр тустаратăп. Атака хыççăн атака, унтан татах атака! Паллах, пур чухне те... Çук çав-ха, пур чухне те йĕркеллех пулса тухаймасть-ха ку тĕлĕшпе халлĕхе. Ахаль хам фигурăсен ячĕсене йăлтах пĕлетĕп ĕнте. Малашне ман вĕсемпе усă курас ăсталăха çех ӳстермелле. Сыхланăр вара ун чух сергиевскисемпе нежметдиновсем, петросянсемпе тальсем, асăрханса, йĕри-тавралла пăхса сыхланăр!
Волейбол площадки çине, суйса çылăха кĕместĕп, тăман. Чĕнме общежитире пĕрле пурăнакан ачасем кулленех чĕнеççĕ-ха: атя та атя. Анчах — кайман. Мечĕкĕ итлемест-ха та унта... Эсĕ ăна, путсĕрскере, пĕр еннелле тĕксе ярасшăн тертленетĕн, вăл пур, эсрелĕ, пачах урăх çĕрелле сиксе ӳкет. Çинчен-ха, — мăшкăл мар-и, ара, пӳрнесене хуçса пăрахас пекех ыраттарса хăварать. Усал вăкăр ĕнтĕ, мур тĕплесе каясшĕ, чăн-чăн усал вăкăр...
Э, тепĕр тесен, ку тарама. Хам çинчен пуплесе çитĕ. Унсăрăн мухтанать теме те пултарĕç. Сахал-и-мĕн пирĕн йĕплĕ чĕлхесем? Сыххăн ашшĕ-амăшĕ вилмен, тет, çавăнпа луччĕ пуçарнă сăмахах тăсар-ха малалла.
Çапла, ачсемĕр, çапла, футбол вăл, спортăн пур вăййисем пекех, ăсталăх. Унтан тата — тактика. Футбола ăна, юлташсем, выляма пĕлес пулать. Унсăрăн турнир таблицинче мĕн ӳссе ларасси паллă — «çĕрулми». Ку вăл спортсменсен чĕлхипе каласан. Халăхра ăна ансатрах: «çаврашка» е «нуль» теççĕ.
Пирĕн «Хĕлхем», сирĕн умăрта пытарса тăмăпăр ĕнтĕ, халиччен чăн та савнăçне кӳрсех çитереймерĕ-ха. Малтан хамăр стадионрах, ырă кăмăллă хуçа пулас тесе-и, тем, килнĕ хăнасене очкосем тыттара-тыттара ячĕ. Каярах, турнене тухса кайрĕ те хăй телейне унта валеçсе çӳрерĕ. Пулчĕç-ха унашкаллисем, пулчĕç. Анчах эсир, тăванăмсем, пулăм тенин сăлтавĕ пурри çинчен ан манăр. Ку пулăмăн та çук мар вăл. Пĕчĕк тесе те калаймăн ăна. Хăвăрах шутлăр, команда йĕркеленнĕ çеç-ха, çамрăк. Çинчен, футболисчĕсем те хамăрăн мар, ăçтан çитнĕ унтан тупăннăскерсем çех. Кун пек чух, паллах, кăлтăк-сăлтăксăр пулмасть ĕнтĕ. Çапах та эсир, йăлăнсах калатăп, ун пирки шăв-шав ан çĕклĕр, тархасшăн, ан çĕклĕр. Атту, футболистсем каялла пăрахса кайĕç те, командăсăр тăрса юлма пултарăпăр. Ку хăрушă япала вара, çав тери хăрушă.
Ну, паян... Паян «Хĕлхем» нихçанхинчен те çӳллĕ пусăмра пулчĕ. Халиччен пулман пусăмра. Савăнтарчĕ вăл мана, тĕлĕнмелле хытă савăнтарчĕ.
Асăрхăр, мечек центрта акă. Шурă çăмха евĕрскер, симĕспе ятарласа сăрланă пек курăнакан стадионăн шăп та шай вăта çĕрĕнче вăл. Выртать, хăйне кам та пулин пырса ура пуçĕпе лайăххăн кăна ачашласа илессе кĕтсе выртать. Чăтаймасăр кĕтет.
Лĕпĕр-р! çурăк хăма пек çарăлтатса каять сасартăк шăхличĕ. Тĕлĕрме пуçланă стадион, çакна илтет те, самантрах вăранса тăрать: «Э?.. ĕ?.. ă?..» Хăлхи мулкачăннилле чанк тăратăннă, куç-пуçĕ шакмакран та пысăкрах чарăлнă. У-у-у! улать тепĕртакран, у-у-у-у! Калăн, ăна темĕнле хăватлă, çĕнĕ йышши хăватлă чун пырса кĕнĕ.
Тăрăхла чашăк тĕпĕ евĕр тăсмак площадка темиçе минут каярах кăна-ха пуш-пушах тăратчĕ пулсан, халĕ вăл йăлтах аташнă электронсен кĕтĕвĕпе тулса ларнă. Тĕрлĕ тумлă электронсен кĕтĕвĕпе. Хĕрли те, сарри те, шурри те пур кунта. Кĕскен каласан, темĕнли те. Пурте тата хăйсем, чаракне çухатнă тейĕн, пĕрре те вырăнта мар: вĕçĕмсĕр ыткăнаççĕ, вĕçĕмсĕр кускалаççĕ — е лерелле вĕтĕртетсе каяççĕ, е кунталла йăкăртатса килеççĕ. Хыпаланса чупнă май пĕр-пĕрне пыра-пыра çапăнаççĕ, явăçа-явăçа ӳкеççĕ, унтан йытăпа кушакла паллашса илеççĕ те каллех анăш-тăвăш варкăшма пуçлаççĕ. Кĕтӳ ĕнтĕ, чăн-чăн кĕтӳ. Кашкăр шăршине сиснĕ сурăх кĕтĕвĕ.
Бутса ырлăхне туйма ĕлкĕрнĕ мечĕкĕ вара хаваслă. Çĕнĕ инке пекех хаваслă. Савнăçне ниçта хураймасăр, сывлăшра та хура чĕкеçле ярăнать, çĕр тăрăх та акатуй лашилле ерĕхет. Хăйне хĕнеççĕ, хăйне тӳнккеççĕ — вăл пур хăнк та тумасть. Пачах-ха, аяк пĕрчисене тата ытларах хыçтарасшăн енчен еннелле çаврăнкаласа çех тăрать.
Пуçарулăх малтан пĕтĕмпех пирĕннисенче. Площадка тăрăх каллĕ-маллĕ кумакан шур çăмхана вĕсем хăнасене (хуçисем камне вăл та чухлать-и, элле, апăрша?!) пачах памаççĕ темелле. Парсан та — вăхăтлăха çеç. Унтан илеççĕ те каллех лешсен хапхи патнелле хӳтерсе каяççĕ.
Пăртакран «Хĕлхемĕн» хевти хавшалчĕ пулмалла — вăйă майĕпен кунталла куçа пуçларĕ. Пирĕн хапха еннелле шăвать. Хура çĕленле йăпшăнса шăвать. Ха, пăх-ха, чăннипех килет вĕт! Асту, ĕнтĕ, епле сĕмсĕррĕн çывхарать. Кун пек пулсан... Э-э, çук иккен, çук, кăлăхах пăшăрханнă. Текех куçма памаççĕ, чарчĕç. Пирĕннисене те тăмран йăваласа хытарман-мĕн, ăнкараççĕ, мĕнрен мĕн сиксе тухма пултарасса аванах чухлаççĕ. Инкек-синкеке сахал мар тӳссе курнă çав ĕнтĕ эпир, сахал мар.
Сарăпсăр мечĕк çаплах ĕрĕхет, çаплах канăçсăр. Е пĕр-пĕр кукша пуç çине çатлатса çиçĕм çиçтерет вăл, е, ура çумне çапăнса, тем каварлашать, — те ĕнтĕ пачах тĕпретсе ывăтасшăн, те пĕрререн иккĕ туса туптасшăн. Тăхтасси пирки шутламасть те. Тепĕр тесен, мĕн ĕç ун: тек ярăн та ярăн, читлĕхе хупнă тигрсем пекех тулхăракан çирĕм икĕ «электрона» хăвалаттар та хăявалаттар, чĕмрен кайса, тăсăлса выртичченех чуптар-хăшкăлтар...
Пĕр ура патĕнчен теприн патне ыткăнчĕ хайхискер, пĕр пуç çинчен теприн çине сике-сике ӳкрĕ. Вăрах йăккăлтатрĕ çаплалла. Унтан, э, сирĕнпе аппаланса, тенĕн, çӳлелле çĕмĕрен пек çĕмерттерсе хăпарса кайрĕ те, çулне асамат кĕперĕ евĕр илемлĕн автарса, чи хыçала, никам çук çĕре анса выртрĕ. Пирĕн штрафнойĕнчен темиçе утăма çеç. Вратарь, ăна тухса тытас тесе, чупма та хăтланса пăхрĕ, анчах, хапхине пăрахса хăварма иккĕленчĕ пулмалла, каймарĕ, путек ташши тукаласа илчĕ те каялла таврăнчĕ.
Мечĕк анса выртнă та выртать. Хе, хăй куçĕнчен пăхтарма хăнăхман-и вăл, епле ним сиккелеми выртать?! Йĕкĕлтешет ĕнтĕ, шельма, лайăх туятăп, йĕкĕлтешет. Йĕкĕлтесе илĕртет. Хыçĕнчен лакăштатакан çирĕм икĕ тигр-электрона хыпăнтарса ӳкересех тет пулас. Лешсем, мĕн тăвăн, чупаççĕ. Ирĕксĕрех чупмалла, ара. Унсăрăн... Çавăнпа мар-и ури айне вут хунă пекех пăсăрлантараççĕ, сикки сиктерсе вирхĕнеççĕ.
Тавлашу пуринчен ытла икĕ футболист хушшинче вирлĕ хускалнă. Пирĕн защитникпе хăнасен нападающийĕ хушшинче. Иккĕшĕ те тармакланнă, иккĕшĕ те пĕтĕм вăйран талпăнса хăлаçлаççĕ — хăшĕ маларах ĕлкĕрет те хăшĕ маларах çитсе тапать. Ăçталла тапасси вăл паллă: пирĕннин — ăçта çакланнă çавăнталла (аута-и унта е площадках-и, хăрушлăх çеç сирĕлтĕр), теприн задачи кăткăсрах, чылай кăткăс — унăн, епле пулсан та, хапхана лектермелле.
Чупрĕ çак икĕ ăмăртуçă, чупрĕ, самай хашăлтатрĕ. Тепĕртакран, пăталлă пушмаксемпе çĕре тӳсен-тӳсен, хăшĕ мĕнле халпа сывлани аванах палăрчĕ. Хăнасен футболисчĕ вăйлăрах-мĕн. Вăл пирĕн защитнике хуса çитрĕ çеç мар, унран иртсех кайрĕ.
— Давай-давай! Ан юл, ан парăн! Унсăрăн мĕнпур ĕçе пăсатăн, пĕтеретĕн! — хистетпĕр хамăрăнне пĕтĕм стадионĕпех.
Ку тĕлĕшпе эпĕ, хавхалантарас енĕпе эппин, хама никамран та кая тесе шутламастăп вара. Мухтанмастăп та, анчах кун пек чух карланка нихăçан шеллесе тăман. Сăмахĕсем пирки каламастăп та, вĕсем яланах хатĕр: «пăскăç», «ашак», «çăпата» тата ытти те. Стадиона пĕр сиктерми çӳретпĕр пулсан, кӳрше кивçене каятпăр-и ĕнтĕ, ара, хе-хе-хе...
Чухлама парăнма юраманнине пирĕн защитник хăй те лайăхах чухлать-мĕн. Чупать вăл, чунне парсах чупать, анчах, шел, хăвачĕ çитсех мар иккен. Çавăнпа ури пĕтнĕ лашанни пек тĕкĕртетĕнет кăна. Çакна пула ĕнтĕ «давай-давайне» ниçтан та илсе параймасть. Вăтăр текен çулсем касаççĕ пулмалла çав мăнтарăнне, вăтăр текен çулсем...
Тăрăшмарĕ мар, тăрăшрĕ, пĕтĕм вăйне хурсах тăрăшрĕ мĕскĕн защитникĕмĕр, анчах лешне пур-пĕрех хуса çитеймерĕ. Вара... Çук, эсир ун çинчен пĕлместĕр, вара мĕн пулса иртни çинчен эсир нимĕн те пĕлместĕр.
Тĕкĕртетсен-тĕкĕртетсен, те чăннипех çапла пулса тухрĕ ун, те юри турĕ — калама йывăр, аван пынă çĕртенех тăрăнчĕ анчĕ çак пирĕн защитник. Ӳкессе вара, никам тăваймĕ унашкал, питĕ ăста çатлатрĕ хăй. Çав тери ăста. Кунашкал шеп шаплатма пули-пулмисем кăна мар, хăшпĕр артистсем те пултараяс çук-тăр. Çав шутрах — цирк артисчĕсем те. Мĕн калама ĕнтĕ, классика, чăн-чăн классика!
Тăрăнса анчĕ те, хайхискер, кустара пачĕ. Мечĕк пекех, ну, каснă-лартнă мечĕк. Палтăртатрĕ çапла, палтăртатрĕ, чылай палтăртатрĕ. Унтан — çакна тума ăçтан ăс çитерчĕ-тĕр, ăнланмастăп — умĕнче çунатланса-хăлаçланса пыракан хăнасен нападающине çитсе те çапрĕ. Тĕрĕсрех — çапăнчĕ. Вирлĕн çапăнчĕ. Лешĕ, паллах, тӳссе тăраймарĕ, урине çавапа касса татнă пек тирĕнсе анчĕ.
Хытах ӳкнĕччĕ пулин те, вăрах выртма шутламарĕç, харăсах сиксе тăчĕç. Каллех ăмăртăва пуçăннăччĕ — çурăк саслă шăхлич çарăлтатни чарчĕ. Тăраççĕ акă хире-хирĕç пăхса. Пĕр-пĕрне хăйсем халь-халь хыпса çăтма хатĕр.
Вĕсем патне кĕçех, хĕскĕч урисене явтарса, ӳсме ӳркенерех панă судья хашкаса çитрĕ. Ахаль вăл хăй, пур арбитрсем евĕрех, хура тумпа. Аллинче секундомерĕ те пур. Анчах труссийĕ ун темшĕн пĕрре те ыттисенни пек мар — вăрăм та лăпăш-лапăш, ури пакăлчакне кăшт çеç перĕнсе тăраймасть. Çук-тăр, хăйĕнне тăхăнман-тăр, ахăртнех, пиччĕшĕнне çаклатса килнĕ.
Судья — судьях. Чупса çитрĕ те чи малтанах ятлаçăва пуçăнчĕ. Лайахах ятлаçать. Ыттисем пекех, аллисене сулкаласа, пĕсехине каçăртса. Харкашрĕ-харкашрĕ те пирĕн защитнике ачанни евĕр имшертерех чышкипе юлашки хут çилĕллĕн хăмсарса илчĕ, унтан, çаврăнса, хапха еннелле таплатрĕ. Нивушлĕ пенальти парасшăн? Чăн та...
— Тĕрĕс мар! Тĕрĕс мар тăватăн! На мыло сана! — темиçе пин саспа хирĕçлет стаднон.
Ыттисемпе пĕрле — эпĕ те. Паллах, пĕтĕм вăйран. Вăл, ара, пирĕн хапханалла штраф парать те, çăвара шыв сыпса лармалла-и-мĕн манăн? Çук, кун пек тăкăс самантра эпĕ хутшăнмасăр тăма пултараймастăп. Сасси те, пырĕ те, кĕскен каласан, нимĕн те шел мар:
— На мыло!!!
Анчах судья никама пăхмасть, никама илтмест. Халăх хумханни, халăх çуйхашни ним те мар уншăн. Кĕске урисемпех вăрăммăн хăлаçласа вунпĕр утăм виçсе илет те, тап, тет пулас, пат тĕллет сăнă пек шĕп-шĕвĕр пӳрнипе мечĕк çине. Инкек тӳснĕ хăнасен нападающийĕ, çакна çеç кĕтнĕ, ахăр, нумай шутласа тăмасть, тытать те патлаттарать. Вратарь вырăнĕнчен хускалма мар, куçне уçса хупма та ĕлкĕреймест — мечĕк сеткăна кĕрсе те выртать: 1:0.
Тапма вара лешĕ чăннипех те вирлĕн тапрĕ. Стрельцовран та вăйлăрах пулас. Пеле евĕр, Эйсебио пек. Кунашкаллине хăй вăхăтĕнче Хомич та илеймен-тĕр, халĕ Яшин та илейместчĕ пулмалла. Илейместчех.
Пирĕннисем тавăрасшăн тăрăшмарĕç мар, тăрăшрĕç, анчах пĕрремĕш таймра нимех те тăваймарĕç. Иккĕмĕшĕнче вара... Иккĕмĕшĕнче вылямаллипех вылярĕç.
Халĕ те, акă, вĕсем лешсене хăйсен хапхи патнех хĕссе лартнă. Тапаççĕ, çине-çине тапаççĕ. Тĕрĕс-и, тĕрĕс мар-и, кирлĕ-и е кирлех те мар-и — пурĕпĕрех тапаççĕ. Анчах эпир кĕтни, эпир ыйтни çук-ха. Стадион ĕнтĕ, нерва хĕлĕхесене лĕнчĕр янă стадион, кĕр! кĕрлет. Ăна гол кирлĕ. Хуть те кирек ăçтан туп, анчах пар.
Самай аппаланчĕç çакнашкал, самай перкелешрĕç. Голĕ çаплах çук та çук. Унтан пăхатпăр та... хамăртан хамăр тĕлĕнетпĕр: лешсен хапхинче мечĕк вырта парать! Ăçтан, мĕнле майпа, хăш вăхăтра — ăнланмастпăр. Никам пĕлмест вăл унта епле лекнине, никам чăнтан курса юлайман... Ахăрма вара ахăртăмăр. Ну ахăртăмар та! Питĕ вăйлă, çав тери вăйлă. Пĕр ӳстерми калатăп, Николай Озеровран ним чухлĕ те кая мар.
— Тепре кирлĕ, тепре! — хистетпĕр хамăрăннисене хавхаланнăскерсем. — Пар, тата пар!.. Эй, эсĕ, полузащитник, мĕн çывăрса тăратăн унта, мала кай! Сан вырăну кунта мар, лере, нападающисем патĕнче! — вĕрентсе илетпĕр çавăнтах. — Шайба, шайба, тепĕр шайба!..
Анчах кĕрешӳ тенин хăйĕн йĕрки, хăйĕн саккунĕ пур, ахăр, çав. Вăхăт-вăхăт вăл çунакан кăмакана çу сапнă пекех хыпса ялкăшать, вăхăт-вăхăт, çил çинчи хунар евĕр, лăпах сӳнсе ларать. Кун пек чух вĕрсе те амалантараймастăн ăна, «шайба, шайбăпа» та хăпартлантараймастăн. Вăйă вĕçнелле — пушшех те. Вăл авă вĕçленсе килет. Вылясси тата ик-виç минутран та ытла юлман. Çавна пула футболистсем ячĕшĕн çеç куçкалаççĕ. Тĕрĕсрех, куçкаланçи тăваççĕ. Çук, электронсем мар вĕсем текех, — мунчала, çемçелнĕ, лĕнчĕртетнĕ мунчала.
Вăййăн техĕмĕ пĕтрĕ пулин те, ĕçчен мечĕк çав-çавах хаваслă, çав-çавах ĕрĕхесшĕн. Такам ури çумне хыттăн пырса çапăнчĕ те çӳлелле пуля пекех шăхăрттарса хăпарса кайрĕ.
Кăмăлне нихăçан тĕксĕмлетмен мечĕк улăхрĕ-улăхрĕ те чарăнчĕ, каялла анма пуçларĕ. Шăп та шай хăнасен хапхи умне анать. Кунта пирĕннисем çукпа пĕрех, иккĕн-виççĕн çех. Вĕсем те йăлăхтарса çитернĕ сарăпсăр çаврашка çине ӳркенсе кăна пахкалаççĕ. Тăраннă, ара, чупса тăраннă.
Мечĕк анса çитнĕпе пĕрех ĕнтĕ. Кĕçех вăл çĕр çумне çапăнмалла. Сехĕрленнĕ вратарь, ăна тытса илес тесе, хапхинчен вăркăнса тухать, унтан сикет, кушак пекех вирлĕн сикет, анчах тытаймасть, хăйсен футболисчĕпе çапăнать те тăлланса ӳкет.
Вратарь выртать, хапха пушах. Çакна курнă пирĕн тăххăрмĕш номер, ирĕксĕррĕн пулин те, мечĕк енне сулăнать. Тапас тесе те мар пулас ĕнтĕ, ахаль тăрасран çеç. Апла пулин те, хăнасен защитникĕсем хăранă. Вĕсем хыпалансах лешĕн çулне пӳлме васкаççĕ. Пурте пĕр харăс.
Пуринчен ытла тĕп защитникĕ хастар вĕсен. Вăл мечĕке илет те тарма пикенет. Енчен еннелле пăркалана-пăркалана, ултавлă хăтланусем тăва-тăва. Пирĕн нападающи юлмасть-ха, хыçĕнченех лĕпсĕртетет. Аптăранă защитник, кунашкал тарса хăтăлаяс çуккине туйса, хăй урлă тапма шут тытать. Шутланипе кăна мар, тапать. Тапать те... Ĕненетĕрни, çук-и те — пĕлместĕп, анчах мечĕк площадка варринелле каяс выранне, ураран касăлса, хапхана кĕрсе те выртать. Хăйсен хапхине. Гол!.. Ак мĕнле пăтăрмах сиксе тухма пултарать иккен футболра тепĕр чух. Çакă вăл, асăрхăр, вăйă пĕтесси çур минут юлсан пулса иртрĕ, пĕтĕмпе те çур минут çеç...
Эх, пĕлесчĕ сирĕн, мĕн тумарĕ-ши те мĕн хăтланмарĕ-ши çав самантра стадион?! Сикет, ташлать, юрлать... Ши! те ши! сасăсен вара вĕçĕ çук. Пурте шăхăраççĕ. Хăшĕ ик пӳрнине кăна хыпнă, теприсем — тăваттăшпех. Çăварĕсене чышкисемпе пăкăласа лартнисем те пурччĕ пулас. Çĕнтерӳ-çке-ха! Хамăр команда çĕнтерĕвĕ!
Кун пек чух пĕр чышкуна çеç мар, иккĕшпех тултарса лартсан та ытла пулмĕ. Маттур, «Хĕлхем», маттур! Пултаратăн!
Ну, эпĕ паян мĕншĕн çак териех савăнăçлине чухларăр-и ĕнтĕ? Чухларăр пулсан — лайăх. Малашне вара манпа пĕли-пĕлми пуçăрпа тек тавлашнă ан пулăр. Ăнлантăр-и?
Стадионран... Чим-ха, мĕнле тухса кайрăм-ха эпĕ унтан? Те утсахчĕ ĕнтĕ, те... Вăт вĕт, шеремет, астумастăп. Çапса пăрах, ара, тавçăрса илейместĕп. Çынсем пуррине пурччĕ-ха, нумаййăнахчĕ. Хĕсе-хĕсе лартаççĕ, пăчăрта-пăчăрта хураççĕ... Пуринчен ытла, ак шӳт, ак кăсăк, урасем çĕре перĕннипе перĕнменни асра юлман... Çук çав, çуках пулĕ, сывлăшпах ярăнса тухса кайрăм пулмалла эпĕ унтан.
Каярах мана тăн пырса кĕнĕ. Кĕчĕ-ха, ара, кĕчĕ, лайăхах астăватăп кăна. Урамра тăратăп иккен эпĕ. Стадион патĕнчи тăхăр хутлă çурт таврашĕнче. Хам ăçтине тавçăрса илтĕм те вĕçтере патăм. Ниçталла пăхми ыткăнатăп. Манăн часрах общежитие çитмелле, çак савăнăçлă хыпара хăвăртрах юлташсене каласа памалла. Пур-ха унта пирĕн хăш та пĕр... Интересленмеççĕ, ара, нимĕнле спортпа та интересленмеççĕ. Эпĕ çавсем хушшинче агитациллĕ-массăллă ĕç илсе пыратăп. Пĕр кун сиктерми. Паян та калаçу пулмалла манăн, пысăк калаçу. Вĕçетĕп, вĕçетĕп, çунатсăрах ярăнатăп!..
— Кирюха! Эй, кирюха!.. Мĕн çил пек ыткăнатăн, тăхта ĕнтĕ пăртак.
Чарăннăскер, ним ăнланаймасăр йĕри-тавралла пăхса илетĕп. Электроаппаратура завочĕ тĕлне çитнĕ-мĕн эпĕ. Тĕрĕсрех, ăна хирĕçри гастроном умне. Унта иккĕн тăраççĕ. Иккĕшĕ те хĕп-хĕрлĕ хĕрнĕ.
— Стадионран пулас? Хамăр та çавăнтанах. Ну, мĕнле, çĕнтерĕве паллă тăватпăр-и пăртак? Эпир кăштшар хыврамăр та-ха, çитеймерĕ пек...
Кĕтмен çĕртен пулче ку сĕнӳ. Çавăнпа эпĕ хам сисмесĕрех пăлханса, арпашăнса кайрăм:
— Мĕн-ха вăл... çĕнтерӳ-ха... тĕрĕс-ха...
— Ан хăра эс, пирĕн хамăрлăх пур. Санăн тата пĕтĕмпе те тенкĕ çурă çех хушмалла.
Хăрама эпĕ хăрамастăп-ха. Тенкĕ çурри те шел мар маншăн. Анчах ĕçсех кайман эп халиччен.
— Мĕнле савăнăçлă кун та паян! Е эсĕ «Хĕлхем» çĕнтерĕвĕпе кăмăлсăр-и?
Ха ĕнтĕ, пăх ĕнтĕ, мĕн сӳпĕлтетеççĕ çаксем? «Хĕлхем» çĕнтерĕвĕпе кăмăлсăр...» Кулаççĕ, куçкĕретĕнех кулаççĕ. Пĕлессĕр килет-тĕк, эпĕ уншăн тенкĕ çурă кăна мар, виççĕшпех кăларса хума та хатĕр!.. Чăнах та, ара, пурте палăртаççĕ пулсан, манăн мĕншĕн юлас-ха? Çынран кая-и-мĕн эпĕ? Мĕншĕн палăртас мар? Халăх савăнăçĕ — ман савăнăç, ман савăнăç — халăх савăнăçĕ.
Çур литра илтĕмĕр хайхисем. Виçсĕмĕр те пĕрле, пĕр черете тăрсах. Магазин хыçне йăпшăнтăмар та ăна лайăх кăна майларăмăр. Çыртмаллисĕр-мĕнсĕрех. Эпĕ нумаях ĕçмерĕм. Спортсмен тетĕп-çке-ха. Ăна унашкалпа ытла ашкăнма юрамасть. Хушмаççĕ. Правилăра, рамкăра пулмалла ун яланах. Лешсем ăна-кăна пăхмарĕç, чăп-тулли стакана ӳпĕнтерчĕç те ним çӳçенмиех хыпса çăтрĕç. Стаканĕ те хăйсенех. Пĕлеççĕ йĕркине, шельмăсем, унсăр çӳремеççĕ...
Савăнăçĕ хамăн капла та тулса тăкăнатчĕ те, çĕр грамм хыççăн вăл пушшех те ӳссе кайрĕ. Тата хăпарать-ха. Ăнса пулнă тулă чусти пекех. Пăчăр-пăчăр туса çĕкленет. Шĕвекĕ пĕçертет шалта, ну пĕçертет те! Ыррăн-ыррăн, кассăн-кассăн... Шăнса таврăннă хыççăн мунча лавки çине хăпарса ларнă чухнехи евĕрех.
Калаçас килет хамăн, вилес пекех калаçас килет. Анчах никампа пуплеме çук. Çӳреме çыннисем çӳреççĕ-ха, урам тулли утаççĕ. Май та каяççĕ, хирĕç те килеççĕ. Хăйсем вара «Хĕлхемĕн» паянхи çитĕнĕвĕ пирки пĕр сăмах та шарламаççĕ. Сайра хутра ятне асăнĕçин хуть! Çук, вăл та çук. Пулаççĕ вĕт çут тĕнчере çавнашкал çынсем. Эх!..
Э, тепĕр тесен, вĕсемпе. Калаçĕçин, калаçмĕçин... Общежитире мана çапах та агитатор, теççĕ-çке-ха. Анчах кама каласа памалла та чи малтан камран пуçламалла?..
Пулчĕ, пулчĕ, пăрăнăр, çул парăр, хăй килет! Нэля, манăн Нэлечка, Нэльăм... Курăр, епле йăрăс вăл! Хурăн пекех мар-и, çамрăк хурăн. Урисем тата, тулли те чăп-чăмăр урисем?! Пăртак авăнчăкрах вĕсем. Илемлĕ авăнчак. Ну, шăп та шай хальхи модăпа çĕлекен шĕвĕр пуçлă шур туфли тăхăнмалли урасем. Вĕсене, калăн, çавăншăн, ятарласа çав туфлие тăхăнма шăратса хывнă. Пĕр çавăншăн çеç!
Чим-ха, халь мĕнпе-ши вăл? Çавсемпех-иç, çӳллĕ кĕлеллĕ çав шурă туфлийĕсемпех! Ак телей!.. Ну, эпĕ сана, Нэля, кун пек кăна мар-ха, хамăн чи савнă, чи юратнă Нэлечка, çакăншан çитнĕ-çитменех ыталаса илетĕп акă. Никамра вăтанмасăр. Хыттăн мар, паллах — çемçен. Ачашшăн-ачашшăн...
Килет, ан чăрмантарăр, ан кансĕрлĕр, ман Нэльăмçăм килет! Тӳрех, шăп та шай хама тĕллесе. Шур туфлийĕсен шĕп-шĕвĕр пăтисемпе чаклаттарса çывхарать вăл. Васкаса çывхарать. Илтме эпĕ вĕсен сассине халлĕхе илтместĕп-ха, туйма вара пит лайăх туятăп.
Пирĕн хушă инçе мар ĕнтĕ, эпир пĕр-пĕрин патне çитсе пыратпăр. Нэлечка, манăн Нэля, «Хĕлхем» çĕнтерессе пĕлсех, ахăр, паян нихçанхинчен те капăртарах тумланнă. Капăшка çырă çӳçне сенкер лентăпа пухса çыхнă, çине пурçăн платье тăхăннă. Илемлĕн çатăрланă. Кĕлетки те вĕт еплерех! Ун пеккине, хулипе шырăр, тӳрех калатăп, тупаймастăр. Çук, тупаймастăр.
Нэлечка çывăхрах ĕнтĕ, умрах. Хăй малтан чĕнтĕр-ши е хамăн чĕнес-ши?.. Хамăннах чĕнес. Малтан сăмах пуçарттарса, мĕншĕн асап кăтартас-ха ăна? Хĕрпе унашкал чĕресĕр пулма юрамасть. Çинчен, вăл вăтанать те пулĕ-ха...
Нэлечка, мана асăрхарĕ пулмалла та, кулать. Хĕвел пекех ялкăшать. Кулли вара хăйĕн — кулă та!
Эпĕ те кулатăп. Хам савние, хам хĕвелĕме хирĕç пăхса кулатăп эпĕ. Юратса пăхса. Ун умĕнче, çак чи капăр та чи хитре чечек умĕнче, епле чăтăн-ха, ара, ирĕлмесĕр? Чăтаймастăп, ирĕлетĕп. Пыл пек, сар çу пек ирĕлетĕп...
Эпир пĕр-пĕрне халь-халь перĕнмелле. Çук, çапăнмалла мар, — унашкал айванла юрамасть, — сĕртĕнмелле çех. Ыррăн сĕртĕнмелле, ачашшăн. Ак ыталанса илетпĕр, ак... Юратакан чĕресем-çке-ха, юратакан чĕресем. Вĕсем, хăвăрах пĕлетĕр ĕнтĕ, пĕр-пĕрне таçтанах асăрхаççĕ, сăмахсăрах ăнланаççĕ. Ну, кил, чунăм-хĕвелĕм, кил, чĕкеçĕм, хавăртрах çакăн мăйран. Ан вăтан, ан туртăн, тӳрех чик. Ну!..
Э, мур пуçĕ, эпĕ чухлайман та, эсĕ урăхла выляма шут тытнă иккен. Тĕрĕс те, ара! Питĕ тĕрĕс. Курмăш пуланçи ту та, çапла, иртсе кай... Ак çакнашкал... Çав тери лайăх, çав тери шеп пулса тухрĕ! Калама çук чаплă! Халĕ ĕнтĕ çаврăн. Кулса кăтартма ан ман, юрать-и?
Анчах, чим-ха, мĕн тамаши ку? Вăл мана асăрхайман-иç! Каять ав, çаврăнса пăхмасăр каять. Хăлаçлать кăна. Кĕçех çынсем хушшине кĕрсе çухалмалла, кĕçех куçран çĕтмелле. Темиçе утăмранах. Çук, аякка яма юрамасть. Шыраса çӳресе супĕ, çаплах тупаймĕ.
— Нэля...
Хăй ятне илтсе, манăн шур туфлиллĕ хурăнăм унăн-кунăн пăхкаласа илет. Утма чарăнмасть-ха, çаплах васкаса утать. Малта чĕнеççĕ, тет, пулас.
— Нэля!
Хальхинче тăпах чарăнать. Ку кăна та мар, çаврăнсах тăрать. Йăрăсскер, каçăрскер, савнийĕ хай патне пырасса кĕтет вăл. Çитессе сунмасăр, чăтаймасăр кĕтет. Ну, камăн кăмăл пур, пăхăр ĕнтĕ, курăр, савăнăр ман юратупа!
— Стадион патне марччĕ пулĕ те, Нэлечка?..
— Стадион?.. Э, ара çав, çавăнталлаччĕ. Эсĕ унтан пулас ĕнтĕ? Туятăп, туятăп, футбола пĕтĕм чунупа парăннине лайăх чухлатăп. — Кулса илет. Кулли вара хăйĕн çупăрлать-ачашлать те, лăпкать-вĕтелет те. Чĕпĕтсе çунтаракан кулă.
— Ну «Хĕлхем» вылярĕ те паян!.. Çав тери вăйлă вылярĕ, нихçанхинчен те вăйлăрах!
— Вылярĕ пулсан, лайăх вара, Çакна пĕлтересшĕнччĕ-и эсĕ мана?— ыйтать ăшшăн пăхса. — Хыпарланашăн тавтапуç. — Пуçне тайсах илет. — Каласа пĕтрĕ пулсан, кайтарам-ха. Васкамалла-ха ман.
«Каласа пĕтрĕ пулсан», тет-ха. Шӳтлетĕн эсĕ, Нэля. Пуплемесĕрех епле каланса пĕттĕр ĕнтĕ вăл? Пĕлессӳ килет-тĕк, талăкĕ-талăкĕпе чарăнмасăр юмахласа ларсан та калаçса пĕтес çук манăн. Пĕлетĕн-и, пĕтмест...
— Сывă пулсам эппин, футболист.
Э? Мĕн? «Сывă пулсам»?.. Çук, çук, ун пек мар, ун пек мар! Чим-ха, чим!..
— Нэля... Нэлечка... Эпĕ мĕн-ха... калаймарăм-ха... Ху пĕлен ĕнтĕ, ара, çапла вĕт?.. Çавăнпа та эпир... мĕнле калас... мĕнсем мар... ютсем мар... Тĕрĕс вĕт?.. Апла пулсан, пирĕн ăна ним вăраха ямасăр, тĕплĕн виçсе, шутласа, çиме... çиле... тьфу, чĕлхӳне-масарна... çине... çине тăрса сӳтсе явмалла...
— Йĕкĕт! Каласан, хавăртрах каласам сăмахна, вăрах ан тыт пире. Эпир чăннипех те васкатпăр.
«Пире»?.. «Эпир»?.. Кама вăл — «пире»? Камсем вĕсем — «эпир»? Пир-р-ре...
— Часрах, часрах вĕçлекеле. Сеанс пуçланма тата пурĕ те çур сехет çеç юлнă. Унччен-ха пирĕн билетсем илмелле.
Эпĕ куçа уçарах пăхатăп та ăнтан каятăп: ман умра хĕр мар, каччă тăра парать! Чан-чăн каччă. Кĕреш хапаллăскер, куçлăхпа. Куçлăхĕ вара хăйĕн йăлтăр-ялтăр çуталать. Ман ума вăл çĕр айĕнчен шăтса тухнă пекех ӳссе тăчĕ.
— Васкарах, васкарах эс. Эпир хыпаланнине хăвах куратăн-çке...
Эпĕ тăнă та хытнă. Юпа пекех хытнă. Сăмах калас теп — каланмасть, чĕлхене шыратăп — тупаймастăп. Е çăвартан пачах тухса ӳкне вăл, е таçта шала анса кайнă...
— Мĕн çухрăма тăнă эсĕ, кил кунтарах. Вăрттăн япалана çывăхран каласан лайăх. Çинчен-ха, унта хитре чечексенех таптатăн, авă.
Эпĕ тин хам ăçта тăнине туйса илетĕп. Илемлĕ газонах çăрса тăратăп-мĕн. Ним шелсĕр çăратăп. Ура айĕнчи чечексем хăшĕ ваннă, хăшĕ аманнă. Ку мана пушшех те çиллентерсе ячĕ.
— Эх!.. — çат! çатлатаьь çĕр çине пирус. Ăна мана çĕнтерĕве пĕрле çунă «болельщиксем» панăччĕ. Туртма эпĕ туртмастăп, анчах хистесе сĕннĕ япалана илмесĕр тăма пултараймарăм. Хытă çапнипе пирус пĕр çĕре çатлатать те тепĕр çĕре сиксе ӳкет. Унта та ик-виç хутчен çатăлтатса илет.
— О, ку тата та киревсĕртерех вара. Чечеке таптанипе кăна мар, урама та çӳпелеме пуçларăн эсĕ. Эпĕ кунашкалпа килĕшме пултараймастăп. Пирусу тĕпне ил те ав çав урнăна кайса хур. Ав çав урнăна, куратăн-и? Чăннипе каласан, йĕкĕт, çитĕннĕ çынна кун пек ачалла хăтланни вырăнсăр.
Каччă сăмахĕсене, туйрăм-ха, лăпкăнах каларĕ. Сассине ним хăпартмасăр, ӳстермесĕр. Апла пулин те, маншăн вĕсем вут çине бензин сапна пекех пулчĕç.
— Таса хулара пурăнассу килет-тĕк, тыт та ав Ленинграда кай. Унта культурăллă, теççĕ. Кунта Ленинград мар, Шупашкар.
— Ленинград мĕнле хула иккенне эпĕ такамсăрах лайăх пĕлетĕп, хам çавăнта çуралса ӳснĕ. Вăл чăн та таса. Анчах Шупашкар мĕншĕн унран кая пулмалла? Е вăл ун пек таса пулма пултараймасть-и? Тирпейлĕхе ăна çӳлтен антарса памаççĕ пулас, çынсем хăйсем тăваççĕ пулмалла. Сан шутупа мĕнле пек?
— «Сан шутупа...» — парăнмастăп-ха çаплах. Ара, вăл сана, интеллигентлă çыннах, тытăнса ăс вĕрентет те, епле кӳренмĕн-ха?! —Эсĕ кăна ăслă ĕнтĕ, — тротуар варринелле тухнă май пăхатăп лешĕн çине çилĕпе.
— Тахçанах çапла кирлĕ те. Йĕркеллĕ çынсем нихăçан та газон тăрăх çӳремеççĕ, вĕсемшĕн ятарласа туса панă çул та çителĕклĕ... Хăвпа пĕрле пирусу тĕпне илсе тухма та ан ман.
— Тасалăх сана ытларах кирлĕ пулсан, тыт та ху ил, — кăшкăрнă пекех тавăратăп хыттăн.
— Çук, тăванăм. Тарçăсем тахçанах пĕтнĕ. Хăв çӳппӳ-çаппуна хăвах пухатăн.
— Пухмастăп!
— Пухатăн. Унсăрăн намăс пулать.
— Пулин...
— Эсĕ нумайччен кĕрĕштерсе тăрасшăн-и-ха çапла? А ну, халех çаврăнса илнĕ пул! — Куна куçлăхĕ мар, Нэли калать. Вăл, чышкисене чăмăртанăскер, хам умах пырса тăнă. Çилĕллĕн таплатса çитсе тăчĕ. Сăнĕ хăйĕн шурса кăвакарнă, куçхаршисем пĕреннĕ. — Халех илнĕ пултăр! — Унтан куçран пăхрĕ те: — А-ă, путсĕр, эрех кӳпсе тултарнă тата хăй, — терĕ, тĕлĕннĕн, тăстарарах. — Кайăп та, ак, милицие пĕлтерĕп, вара тăн кĕрĕ... Хăвăртрах илкеле! Çула май çав хут таткине те тытса тух. Ăна та сан йышшиех пăрахнă.
Итлемех тиврĕ. Унсăрăн çиет, чĕрĕллех çиет.
— Эх, спортсмен. Эпĕ сана урăхларах çын пулĕ тесеччĕ те, эсĕ иккен... Пирус тĕпĕ çех иккен эсĕ. — Мăнаçлăн каçăрăлса çаврăнчĕ те:— Кайрăмăр, — çавăтрĕ каччине хулĕнчен. — Çавăнпа аппаланса вăхăта капла та нумай сая ятăмăр. — Унтан лешĕн ыйтуне хирĕç пулас: — Пĕр стройкăра ĕçлетпĕр эпир унпа, ахаль пулсан пĕлес те çукчĕ, — терĕ хыттăнах. Çакна хам çеç мар, ытти иртен-çӳренсем те илтрĕç пулмалла.
Эпĕ вĕсем кайнине çăвара карса пăхса юлтăм. Ирĕксĕрех карăлчĕ вăл. Мĕн тăвăн ĕнтĕ, ара, урăхла май çук-çке-ха...