Çурхи уяв çывхарать. Мĕн парнелес-ши аннене? Шутларăм-шутларăм та асамлă чечек парнелес терĕм. Анчах та эпĕ мансах кайнă, хальхи вăхăтра чечексем çук. Çапах эпĕ вăрмана кайса килме шутларăм. Вăрманта шап-шурă юр выртать, анчах та пĕр вырăнта сип-симĕс курăк ешерет, кунтах шурă, хĕрлĕ, кăвак чечексем ӳсеççĕ. Хăшне татас-ши? Шутларăм-шутларăм та шуррине татрăм. Пăх та кур, эпĕ çурçĕрте тăратăп иккен. Питĕ сивĕ, шурă упана курах кайрăм. Хăрасса хăрарăм та, çапах та, «Тархасшăн калăр-ха мана, ăçта асамлă чечек çитĕнет?» Шурă упа ман çине тĕлĕнсе пăхрĕ те, «Асамлă чечексем çурçĕрте ӳсмеççĕ, — терĕ. — Вĕсем кăнтăр енче çитĕнеççĕ». «Унта епле çитмелле?» «Эсĕ тӳсме хатĕр-и?» «Хатĕр». Упа мана урипе çапрĕ те эпĕ вĕçсе кайрăм, кăнтăра çитсе ӳкрĕм. Тем тĕрлĕ чечек те ӳсет, хури те пур. Хура чечекне татса пăхас-ха терĕм. Татрăм. Чечек ăшĕнчен шуйттан сиксе тухрĕ, «Эпĕ сана çисе яратăп», — хĕп-хĕпĕрчĕк вăл. «Тăхта-ха, ан васка, эп сана тупмалли юмах калатăп, тупсăмне пĕлеймесен эсĕ мана асамлă чечек тупса паратăн, унăн пĕр чечекĕ хĕвел тухăç тĕслĕ, тепри — тӳпе тĕслĕ, виççĕмĕшĕ — хĕвел тĕслĕ. Чи юратнă, хĕвел сăнлă, вăл сана çуратнă, юратнă, мĕн вăл?» Шуйттан шутларĕ-шутларĕ, тупсăмне пĕлеймерĕ, таçта тарса çухалчĕ. Ман пата пĕр кайăк вĕçсе пычĕ те, «Вăл асамлă чечек ăçтине пĕлмест, эпĕ вара пĕлетĕп», — тесе хĕпĕртеттерчĕ. Кайăк мана пĕр çулпа илсе кайрĕ, чечек уçланкине илсе тухрĕ, çавсен хушшинче асамли те тупăнчĕ. Кĕçех киле çитрĕм, аннене саламларăм. Вăл хĕпĕртерĕ, «Сана питĕ юрататăп!» — терĕ.