Юратнă аннен çуралнă кунĕ çывхарса килет. Ăна ырлăх-сывлăх сунса мĕн парнелес-ши? Тен, çăлтăр? Вăл яланах çутатать, малашлăха ĕмĕтлентерет. Каçхи тӳпере çăлтăр питĕ нумай, пуçтарма çеç ан ӳркен. Анчах унта епле çитес-ха? Акă уйăх çутатать, майĕпен çӳлелле хăпарать. Эпĕ те уйăх хыççăн утрăм.
— Эсĕ ăçта каятăн? — ыйтать манран çутă уйăх.
— Мана илемлĕ пĕр çăлтăр кирлĕ, — тетĕп ăна.
— Сана кирлĕ çăлтăр кунта çук. Ăна çичĕ тинĕс леш енче çеç тупма пулать.
— Халĕ манăн мĕн тăвас-ха?
— Эпĕ сана çăмха паратăп, эсĕ ун хыççăн чуп, — хушрĕ уйăх.
Эпĕ вăл панă çăмха хыççăн чупма пуçларăм. Нумай-и, сахал-и — пăх та кур, çул çинче кăмпа макăрса ларать.
— Мĕн пулчĕ, мĕншĕн макăратăн? — ыйтрăм унран.
— Мана никам та татмасть. Эпĕ япăхланса кайма пултаратăп вĕт, — нăйкăшать вăл.
Эсĕ мĕн ятлă?
— Уплюнкка.
— Апла пулсан тататăп.
Эпĕ çав кăмпана татрăм çеç — тепри сиксе тухрĕ. Самантрах витре те тулчĕ. Тав туса çип хыççăн малалла вĕçтертĕм. Тинĕс хĕрне çитрĕм. «Халĕ мĕн тăвас-ши?» — тесе пуçа ватса тăраттăмччĕ çеç, — ман ума дельфин ишсе пычĕ.
— Лар ман çине, эпĕ сана кирлĕ çĕре илсе çитерĕп, — терĕ вăл.
Акă çăлтăрсен асамлă тĕнчине те çитрĕмĕр. Мĕн чухлĕ вĕсем кунта! Хăшĕ-пĕри мана куç хĕссе саламлаççĕ, ылтăн евĕр йăлтăртатаççĕ. Хăшне суйласа илем-ши?
Çапла шухăшларăм çеç — пĕр çăлтăрĕ манăн алла анса ӳкрĕ. Питĕ хĕпĕртенĕрен хам киле çитнине те сисмерĕм. Аннене çуралнă кунĕпе ăшшăн саламласа пĕр витре кăмпа тата йăлтăр çăлтăр парнелерĕм. Вăл питĕ савăнчĕ.