Кĕçех Татьяна кунĕ çитет. Манăн Таня ятлă тусăм пур. Ун валли уяв ячĕпе парне шырама пуçларăм. Мĕн парнелес? Вăрманта парне тупма пултарăп-ши?
Вăрманĕ çывăхах мар çав, эпĕ унта çитнĕ çĕре каç та пулса ларчĕ. Кашкăр ӳлени илтĕнчĕ. Хăрасах кайрăм, пĕр йывăç çумне таянтăм. Темĕнле сасăсем илтĕнеççĕ — йывăç айĕнчи йăвара мулкач çурисем макăраççĕ иккен.
— Мĕн пулчĕ? — ыйтатăп вĕсенчен.
— Пирĕн аннене кашкăр çисе ячĕ.
— Ан хăрăр, эпĕ сире пулăшатăп, — хавхалантартăм пĕчĕк тусăмсене.
Ирхине кашкăр йăви патнелле утрăм. Çул çинче мулкач куртăм. Вăл кашкăр йăвинче иккен. Эпĕ ăна хăтарасшăн пултăм. Анчах мана хирĕç кашкăр тухрĕ.
— Эсĕ мана çиме ĕлкĕрĕн-ха, унччен çак тупмалли юмахсен тупсăмĕсене пĕл, — терĕм ăна.
— Юрĕ эппин, — килĕшрĕ кашкăр, анчах та пĕр тупмалли юмахăн тупсăмне те пĕлеймерĕ. Унăн мана та, мулкача та ирĕке яма тиврĕ. Кĕске хӳре мана тав туса кавир-самолет парнелерĕ. Эпĕ ун çине лартăм та çăлтăрсем патне вĕçсе кайрăм.
— Таньăна мĕн парнелем-ши? Эсир мана пулăшаймăр-ши? — ыйтатăп çăлтăрсенчен.
— Таньăн пиллĕкмĕш хутри пĕлĕт çинче хăйĕн вырăнĕ пур, çавăнталла вĕç, — сĕнчĕç вĕсем. Çапла турăм та. Çул çинче пĕчĕк çăлтăра пулăшрăм. Ăна Вупăр карчăк вăрласшăн пулнă иккен — хăйĕн миххине чиксе хунă. Шăтăк михĕрен çăлтăр тухса тарнă. Вупăр карчăк çакна сисмен те.
— Çапах вăл каялла таврăнса мана тытса кайма пултарать, — чĕтреме пăрахмасть пĕчĕк çăлтăр. Эпĕ ăна хамăн кавир çине лартрăм.
Часах Таньăн пĕлĕчĕ çине улăхрăмăр. Унта ăшă, çап-çутă. Таня патша пĕлĕтсенчен тунă пукан çинче ларать.
— Çак ыйтусем çине тĕрĕс хуравласан çеç эпĕ сана парнеллĕ тăвăп, — терĕ вăл мана.
— Кăшарни хыççăн мĕнле уяв килет?
— Татьяна кунĕ.
— Пĕр вучах мĕн пур тĕнчене ăшăтать. Пĕлетĕн-и?
— Хĕвел.
— Аппăшĕ пиччĕшĕ патне хăнана килет, лешĕ унран тарса пытанать. Мĕн вăл?
— Кунпа çĕр.
Патша мана хитре çăлтăр пачĕ. Эпĕ ăна тусăма парнелерĕм. Таня питĕ хĕпĕртерĕ. Çак çăлтăр ăна яланах пулăшса пытăр. Таньăсене уяв ячĕпе саламлатăп.