Эп ĕнереп кĕсле-купăс,
Сирĕп хуйхă-суйхăма;
Савнă тусăм йăл кулсассăн,
Кĕсле-купăс эп хамах.
Хĕрĕх хĕлĕх, çитмĕл чĕлĕх
Вăранаççĕ чĕремре,
Чĕтренсе каяççĕ меллĕн —
Хӳхĕмрен те хӳхĕмрех.
Парнеле мана, тăванăм,
Пĕрчĕн-пĕрчĕн куллуна,
Хĕрĕх хĕлĕх, çитмĕл чĕлĕх
Янăраччăр яланах.