Çĕр те çич çăрапа кăмăла питĕрместĕп,
Ютшăнмастăп çынран та хамран.
Çут хĕвел вăййипе,
Çутă кун юррипе
Пурăнса —
юлас çук халăхран.
Çĕр те çич çăрапа кăмăла питĕрместĕп.
Тĕссĕр тунсăх сăнне
чунăма ирттерместĕп,
Ӳкĕнместĕп паян та ыран.
Аслă çул варрипе,
Шурă юр юррипе
Антăлса —
хăрас çук ют куçран.
Тĕссĕр тунсăх сăнне
чунăма ирттерместĕп.
Суя кун ытамне йăнăшса вирхĕнместĕп,
Култармастăп тусран, тăванран.
Савнă кил çутипе,
Асатте пилĕпе
Пурăнса —
тухас çук çынлăхран.
Суя кун ытамне йăнăшса вирхĕнместĕп.