Пире хирĕç юпасем
Ăмăртсах чупаççĕ.
Уй-хир тумшĕн куçăмсем
Ман каçсах каяççĕ.
Эх, илемлĕ-çке уй-хир
Çимĕçпе ларсассăн.
Ясмăк,
Клевер,
Сĕлĕ,
Вир,
Ав, иртеççĕ кассăн...
Вут-пăс туртнă хурçă лав
Малаллах васкасшăн,
Хресченсем те, курăр, ав,
Çĕнĕ хир тăваççĕ.
Сакăр пусăллă уй-хир...
Паллă, ял çĕнелнĕ.
Çĕнĕ пурнăç тилхепи
Кунта, чăн, чĕнленнĕ.
Хурçă лав пек вут-вăйсем
Халь уй-хир те кӳрнĕ.
Ав лерех колхозниксем
Хурçă трактор кулнĕ...
Кантăк тĕлпе юпасем
Вĕлт! те вĕлт! иртеççĕ.
Пуçăмра ман шухăшсем —
Ял,
Хула тивлечĕ.
Хапрăк-савăт труписем
Халь таçта та хĕмлĕ.
Вăй-халтан ĕçлекенсем
Çĕнĕ ĕçшĕн тимлĕ.
Эп вĕт хам та ĕçлекен,
Ĕçпелех вĕретĕп.
Пичет ĕçшĕн кунсерен
Хута тĕрĕлетĕп...
Хурçă савăт,
Çеçен хир,
Сирте çук асаплăх.
Пичетле,
Хăть тырă выр -
Маншăн ĕç сăваплă.
Эх, илемлĕ хир чĕрçи
Çимĕçпе ӳссессĕн -
Ясмăк,
Вика,
Вир,
Пăрçи
Куç умне ӳксессĕн.
Ешĕл улăх,
Уй-хир,
Ял,
Маншăн эсĕр —
Ылтăн.
Хурапа ял, алран ал
Пер çул тытăр хыттăн.
Урăх юхмĕ хир, сăрт-вырăн
Юнлă тар-куççулĕ.
Кĕç хирех килсе çывхарĕ
Хурçăланнă кӳлĕм...