«Мĕнле пыраççĕ-ши хирурги кафедринче экзамен-зачетсем, кĕрсе калаçас-ха сотрудникĕсемпе, чылай пулать кунта пулманни», — тесе медицина институтĕнчи сиплев факультечĕн деканĕ Кротов профессор, тин çеç урам илемĕпе киленсе пыраканскер, сылтăмалла пăрăнчĕ те республика пульницин картишне кĕрсе кайрĕ.
«Пăх-ха, епле ырă кунта! Йĕри-тавра тикĕс ӳсекен ешĕл курăк, симĕс кавир тейĕн, тупата. Фонтан пĕрĕхет. Ку илемпе чирлисене сиплеме аван. Кун пек илеме эп Лондонра кăна курнă пуль. Аллея пĕлтĕр кунта иртсе çӳремелле марччĕ. Асса кайнă шăлан тĕмĕсем, пĕлĕтелле кармашакан хурăнсен аялти турачĕсем утма памастчĕç вĕт. Халь, пăх-ха, епле çутă кунта, мĕнле ирĕклĕ — пĕр-пĕр проспектпа утса пынăнах туятăн хăвна. Ура айĕнче ĕлĕкхи путăк-шăтăклă, лăкăм-лакăм тротуар вырăнне тĕрлĕ тĕслĕ илемлĕ плиткăсенчен сарнă çул. Нимĕн те калаймăн, пултарать пульницăн тĕп тухтăрĕ. Маттур».
Çапла пульница территорийĕн илемĕпе киленсе, хăйпе хăй калаçса пынă чух аллея вĕçĕнче Кротов сывлăх министерствин тĕп хирургĕпе тĕл пулчĕ.
— Мĕнле пурăнатăр, Александр Васильевич? Мĕн çенни ĕçĕрте? Эп ак пульница таврашĕнчи илемпе киленсе, хавасланса пыратăп-ха. Хӳхĕм кунта, чаплă! Тӳррипе каласан, кун пек илем эп Раççейре нихăш пульницара та курман!
— Куна эсир, Виталий Леопольдович, тĕрĕсех калатăр. Кун пеккине эп те курман. Калас пулать, ку илем сиплевре те самаях пулăшать. Халь ĕçе çӳреме те кăмăллă: шалта та, тулта та капăр. Шалта евроюсав турăмăр. Тен, çавна пулах, Виталий Леопольдович, операци хыççăн вĕрĕлӳ тавраш, суран пӳрленесси те пит сайра хутра çеç тĕл пулкалать. Илем тухтăрсенне çеç мар, чирлисен кăмăл-туйăмне те хăпартатех пуль çав. Çавăнпах та операци кăтартăвесем те самаях лайăхланчĕç-тĕр. Çĕнни çинчен те калама пултаратăп. Çак кунсенче Травматологипе ортопедин федераци центрĕн никĕсне хума пуçларăмăр.
— Илтнĕ, илтнĕ, Александр Васильевич. Ку центра раштаврах хута ярасшăн тет-и? Илем çинчен эсир пит те тĕрĕс шутлатăр. Тулти илем те, шалти те сиплевре витĕм кӳреççех. Кун пирки нимĕнле иккĕленӳ те çук. Тата унта сирĕн урайсене те мрамор плиткăсемпе витнĕ темеççĕ-и-ха? Хăвăр та лайăх пĕлетĕр, мрамор урайсем тасипе, илемĕпе кăна мар палăраççĕ. Мрамор самай вăйлă антисептик, çавна пула палатăра та, операци залĕнче те микробсен йышне ӳсме витĕмлех чарать. Тĕрĕс калатăр, сурансем пӳрленесси чакнине куипа йăлтах ăнлантарма пулать.
— Кунпа, эсир каланипе, килĕшмеллех. Эсир — паллă гигиенист, çавăнпа та эсир куна пиртен те лайăхрах пĕлетĕр. Виталий Леопольдович, эп сирĕнпе урăххи пирки калаçасшăнччĕ. Эсир мана, тархасшăн, каçарăр. Эп лайăх ăнланатăп, халь калас тени урамра калаçмалли сăмах мар. Кун пирки сирĕн пӳлĕмре пырсах канашласшăнччĕ. Кăçал, кĕркунне, Николай Андреевичăн юбилей. Ăна Раççей шайĕнчи пĕр-пĕр хисеплĕ ят парса чыс тумаллах. Куна вăл тахçанах тивĕçлĕ. Нумай ăслăлăх кандидачĕ, докторĕ хатĕрлерĕ. Çулне пăхмасăр хирургире те, ăслăлăхра та тухăçлă ĕçлет. Медицина практикине тăтăшах çĕнĕ технологисем кĕртет. Хирурги обществине чĕрĕк ĕмĕре яхăн ĕнтĕ ăнăçлă ертсе пырать.
— Александр Васильевич, эп сирĕнпе йăлтах килĕшетĕп. Çынни асăннă хисеплĕ ята, чăннипех те, тивĕçлĕ. Тахçанах. Эп халь кафедрăна кĕретĕп. Ертӳçипе кун çинчен калаçатăпах.
— Виталий Леопольдович, эп сире çакна та пĕлтерем, сире кĕтменлĕх ан пултăр: кафедра ертӳçи çакна хирĕçлеме те пултарĕ. Профессора чăтма çук кĕвĕçет. Ара, тепĕр тесен, кĕвĕçме сăлтавĕ пур та-ха. Николай Андреевич хĕрĕхрех доктор диссертацине хӳтĕлесе профессор ятне тивĕçрĕ. Ку вара диссертацисĕр, хăйĕн çыхăнăвĕсене, çывăх юлташĕсене пула çеç илчĕ. Çитмĕл пиллĕкре. Шел пулин те, темле мекĕрленсен те, шакла пуçне каçăртсан та ку ят ун авторитетне курăмлă çĕклеймерĕ. Çакă ăна тулаштарать те. Халăх пурне те курать вĕт. Ăна, тĕрĕссипе, доцент ячĕ те çителĕклехчĕ те. Ну, мĕн тăвăн, хăш-пĕрне пурри çитмест вĕт.
Тата, пĕлетĕр-и, кафедрăн хальхи ертӳçине мĕн килĕшмест? Николай Андреевич улттăмĕш çул ертӳçĕ мар пулсан та, тухтăрсем (кафедра сотрудникĕсем те!) ун патнех туртăнаççĕ. Çакă пĕрмаях лешĕн чунне вĕчĕрхентерсе, çунтарса тăрать.
— Хирĕçлеймĕ тетĕп эп, Александр Васильевич. Мĕншĕн тесен хирĕçлеме май та, сăлтав та çук. Тавтапуç сире, Александр Васильевич, юбиляр цирки астутарнăшăн. Эппин, сыв пулăр. Чипер çӳрĕр.
«Анемподист Тихонович тĕлĕнмелле çыннине ĕлĕкех пĕлнĕ-ха. Тĕрĕссипе, вăл йĕркеллĕ этем пулсан, мана тахçанах юбиляр пирки пĕлтермелле пулнă. Эп пĕлетĕп вĕт-ха: Николай Андреевич пулăшман пулсан, вăл нихăçан та кафедрăна та, института та лекейместчĕ. Эрудицийĕ те, культура тени те институтра ĕçлемелĕх çук, ун — ку куç кĕрет. Ăслăлăх ĕçĕсене Николай Андреевича пула çеç пичетлекелерĕ. Доцент ятне те вăл çине тăрса тăрăшнипе кăна илейчĕ вĕт. Чăн-чăн çынах пулсан Николай Андреевич вырăнне вăшăл-вашăл кĕрсе ларма та килĕшместчĕ. Николай Андреевич ăна мĕн чухлĕ ырă тумарĕ-ши? Ку этемкке вара ниме те пăхмарĕ. Пĕр самантрах танк евĕр çĕмĕрттерсе кĕрсе кайрĕ. Кафедра ертӳçи чирлесен, тен, савăнчĕ те пуль. Ун чух ăна халăх ертӳçĕ офисĕнче час-часах куркаланă. Вăл шутларĕ ĕнтĕ: халь ăна кăларса çапма шанчăклă май пур. Чирлĕ çьшнăн нимĕнле хӳтĕлев çуккине те туйрĕ пуль çак йĕркесĕр этем. Унăн тахçанах пĕр тĕллев çеç пулнă: мĕнле те пулсан кафедра ертӳçи пулса профессор ятне илесси. Мĕн тăвăн, шел пулин те, пур-ха çĕр çинче çакăн пек çынсем». Çапла хăйĕнпе хăй калаçса Кротов хирурги корпусне кĕрсе кайрĕ.
Алăка шаккаса кафедра ертӳçин пӳлĕмне кĕчĕ.
— Ман килес, Анемподист Тихонович. Мĕн çĕмĕрттеретĕр?
— Аптрамаллах мар темелле пуль, Виталий Леопольдович. Тĕрлĕрен пулать. Лайăххи те, начарри те. Клиника тенинче тем те курăн. Чылай чух çăмăл мар пире.
— Пульница умĕн иртсе пыраттăм та сирĕн пата кĕрсе тухас-ха терĕм. Аван та мар ĕнтĕ — пĕлтĕртенпе кафедрăра пулман эпĕ. Деканăн сайра хутра та пулин кафедрăсенче пулмаллах. Темле йывăр килсен те вăхăт тупмаллах. Мĕнле кунта сирĕн экзамен-зачетсем?
— Пĕтернĕ тесен те юрать. Пĕр вунă çын çеç юлчĕ.
— Эп тата акă мĕншĕн кĕрес терĕм сирĕн пата, Анемподист Тихонович. Тĕрĕссинех калас: çăхав нумай. Сирĕнпе кăмăлсăррисем те чылай. Зачета экзамена çавăрни те тĕрĕсех мар ĕнтĕ. Зачет зачетах пултăр, экзамена ан куçарăр. Студентсемпе кăшкăрашни, ку каламасăрах паллă, вырăнсăр. Ку пирĕн ĕçре пулмалла мар. Яланах асра тытăр, Анемподист Тихонович: вĕсем те пирĕн пекех çынсем. Хамăра хисеплеттерес тесен вĕсене те хисеплемелле. Вĕсемпе кăшкăрашнине нимĕнпе те ăнлантарма çук.
— Кун пирки, Виталий Леопольдович, мĕн калас? Студентсенчен çирĕпрех ыйтмалла. Шаляй-валяй вĕреннипе тухтăр пулаймăн. Эпир нихăçан та студентсенчен виçеренех тухса ыйтмастпăр. Ыйтмаллине, тĕрĕс, ыйтатпăрах.
— Ну, юрĕ, Анемподист Тихонович, çитĕ пире кун çинчен пуплесе. Эсир мана ăнлантăр пуль тетĕп. Студентсемпе ан кăшкăрашăр. Ӳлĕмрен çăхав тавраш ан пултăр. Иртнĕ çулсенче, Николай Андреевич ертӳçĕ чухне, студентсенчен пĕр шалăп та пулман. Куна ан манăр, асрах тытăр. Вĕсенчен кафедра пирки мухтав сăмахĕсем кăна илтеттĕмĕр. Вĕсем яланах кăмăллăччĕ кафедрăри ун чухнехи лару-тăрупа. Анемподист Тихонович, сирĕн кафедрăра кăçал юбиляр пур тет иккен. Çак эрнерех кирлĕ документсем тăратăр. Эсир эп кам çинчен каланине ăнлантăр пуль тетĕп. Сăмахăм Николай Андреевич çинчен. Ăна хисеплĕ ят памаллах. Вăл тахçанах ăна тивĕçлĕ.
— Эп пĕлмен те вĕт, Виталий Леопольдович, камăн докуменчĕсене тăратмаллине. Тен, хисеплĕ ята кафедрăра урăххисем те, так сказать, тивĕçлĕ.
«Пăх-ха, хăямат çынни, пĕлмен имĕш хисеплĕ ят илме кама тăратмаллине. Эп пĕлнĕ тăрăх, кафедрăра юбиляр пĕр çын çеç. Эп ку этеме лайăх ăнланатăп: хисеплĕ ят илме хăйне тăратасшăн ĕнтĕ. Вăт путсĕрскер. Этем тенин ни намăсĕ, ни симĕсĕ çук. Пĕр вăтанмасăр, питне хĕретмесĕр паянах хатĕр хăйĕн кандидатурине çак хисеплĕ ята илме тăратма. Ну-и, этем!»
— Эп сире, Анемподист Тихонович, питĕ те лайăх ăнлантăм. Эсир хăвăр çинчен каласшăн. Сирĕн, мĕн, хăть пĕр диссертант пур-и? Эсир халь профессор. Тĕрĕссипе, сире те пĕр-пĕр хисеплĕ ят пама пулать те пуль. Ну халь Николай Андреевича тăратар. Эсир пăртак тăхтăр.
— Манăн виçĕ кандидат. Икĕ монографи, — ку сăмахсене хытă кăшкăрса, васкамасăртарах каларĕ.
«Эх, мăнтарăн çынни. Пĕлетĕп вĕт сан пĕр кандидат та çуккине. Астăватăп ăслăлăх канашĕнчи пĕр вырăнсăр та илемсĕр тавлашăва. Ун чух вăл тин кафедра ертӳçин тилхепине алла илнĕччĕ. Çавăнпа усă курса хăйне пĕр çамрăк преподавателĕн диссертацин ертӳçине çирĕплеттерчĕ. Диссертанчĕ те ун манерлех çынах пулчĕ пуль çав. Тавлашăва ун сăмахĕ татрĕ: «Анемподист Тихоновичсăр диссертаци çырăнса пĕтейместчĕ». Пурте пĕлеççĕ вĕт-ха, ку — чăтмалла мар тĕрĕсмарлăх. Диссертаци темине Николай Андреевич панă. Вăлах ертсе пынă. Анчах та вăл халь кафедра ертӳçи мар. Ку этемкке шутларĕ ĕнтĕ, хальхи ситуацире чăн-чăн ертӳçе шута илмесен те юрать. Хальхи пуçлăха диссертаци ертӳçи тумасан кафедра ассистенчĕ пулаймăн та. Ăслăлăх канашĕн членĕсем диссертант сăмахне шута илсе, вăл тĕрĕс маррине пĕлетăркач, ертӳçĕ пулма Анемподиста çирĕплетрĕç. Урăхла тума ниепле те май пулмарĕ. Пăх-ха ку этеме: манăн виçĕ диссертант тесе пакăлтатса ларать. Эп хам та ни ăс, ни мел çитереймерем ун чух тĕрĕслĕхе çиеле кăларма. Институтри лару-тăру та шухăшлаттарччĕ пуль çав мана. Хăравçăрах та пултăм-тăр».
— Ну, юрĕ, Анемподист Тихонович, калаçса татăлтăмăр тейĕпĕр. Эп каям. Пĕр килнĕ-килнĕ терапи кафедрине те кĕрсе тухам-ха. Документсене паян-ыранах хатĕрлĕр. Чипер юлăр.
«Тамаша тăк тамаша. Нивушлĕ çак пур енчен те лӳппер çын институт кафедрине ертсе пымалли этем? Кун пек заведующисемпе эпир ăçта çитĕпĕр? Малалла, паллах, каяймăпăр. Каялла анчах. Пăх-ха ăна, ăслăлăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ятне илесшĕн. Документсем тăратассипе аптраса ӳкнĕ иккен: ăна е Николай Андреевича памалла ку хисеплĕ ята? Паллах, ăна. Александр Васильсвич ун пирки тĕрĕсех каларĕ иккен. Хам та халь ăнлантăм: вăл чăрмантарма тапаçланатех. Документсем тăратсан та пурпĕрех хирĕçле утăмсем тăватех. Кунта ман нимĕнле иккĕленӳ те çук».
Николай Андреевич пӳлĕмĕ заведующиннинчен икĕ утăмра кăна, коридор урлă çеç. Анчах та хальхи кафедра ертӳçи ĕçпе-мĕнпе нихăçан та ун патне кĕмест: е лаборанткăна чуптарать, е телефонпа шăнкăравласа хăйĕн патне чĕнет. Халь те ак Зоя (лаборантка) хашкаса чупса кĕчĕ ун пӳлĕмне:
— Николай Андреевич, Анемподист Тихонович сире халех хăйĕн патне пыма хушрĕ. Хăвăртрах! — терĕ.
— Халех пымалла пулсан пырăп. Халех. Мĕнех вара. Проблема çук. «Тулĕк яланах «хушать», «приказ парать». Ертӳçĕ-çке-ха. Ман умра куна пушшех те кăтартма тăрăшать. Вăтăр çул эп кафедра ертӳçи пултăм. Анчах та ăна нихăçан та ни телефонпа, ни лаборантка чуптарса хам пата чĕнтермен. Яланах коридор урлă каçса хам ун патне утнă. Мĕн тăвăн, вăл хăй хуçа пулнине яланах кăтартасшăн. Пӳлĕмĕнче сĕтел хушшинче ларнă чух та хăйне пысăк хуçа пек туять пуль çав.
Николай Андреевич ертӳçĕ пӳлĕмне кĕрсен леш хускалмарĕ те, çĕкленмерĕ те, ун çине пăхмарĕ те, сĕтел çинчи хутсене кăнă енчен-енне çавăркаларĕ, шутаркаларĕ, ӳсĕркелесе илчĕ те кăмăлсăррăн, хытăрах кăшкăрса:
— Декан кунтан тин çеç тухса кайрĕ. Сана ăслăлăхăн тава тивĕçлĕ деятелĕ ятне парасшăн пулас. Пĕлеймерĕм, кам кунта инициатор. Вăл-и? Хăвах та-и? Çак эрнере, çак кунсенчех кирлĕ документсене хатĕрлеме хушрĕ. Çитес ăслăлăх канашĕнче пăхса тухĕç.
— Ку ĕçе эп пуçарман. Деканах хускатнă ĕнтĕ ку ыйтăва. Кунта закона хирĕçли нимĕн те çук. Кун пирки кăмăлсăр калаçма сăлтавĕ те курăнмасть.
— Чĕрре ан кĕр-ха, Николай Андреевич. Эп кун пирки темĕнле айăпласа калаçасшăн мар вĕт. Йăлтах тĕрĕс. Эс ку ята тивĕçлĕ. Кун пирки нимĕнле иккĕленӳ те пулма пултараймасть. Паянах характеристика çырăп. Эс мана хăш-пĕр даннăйсем пар-ха: миçе ĕç, диссертант.
— Юрĕ, Анемподист Тихонович. Эс каланине паянах тăвăп. Халь кайса ĕçлем-ха. Паян ман пата студентсен çĕнĕ ушкăнĕ килмелле. Вĕсене кĕтсе илме хатĕрленем.
Кафедра ертӳçи шухăша путрĕ. «Пăх-ха ăна, çĕнĕ хыпар пĕлтертĕм, анчах та хавасланнине курмарăм. Çын уншăн тăрăшать, вăл тав сăмахĕ те, ним те каламарĕ. Мĕн шутлап-ха эп çакăн пирки? Ку çынна нимĕнле ят та партарас мар. Вăл не достоин, Да, да, не достоин. Чăвашла каласан, тивĕçлĕ мар. Çук! Тивĕçлĕ мар. Паллах, ун пичетленĕ ĕç питĕ те нумай. Диссертантссм те çирĕме яхăн пурах. Изобретенисем те чылай. Ну, мĕн вара? Камăн çук! Нумайăшĕн пур. Манăн та çителĕклĕ. Ун пек нумай çырса тултарма ман вăхăт та пулман. Эп яланах ĕçре çуннă. Халăхшăн тăрăшнă. Мана чылай автор (сăмахран, Беберер профессор) цитатăлать. Мана мĕншĕн ку ята памалла мар тет вара? Э? Çакна та шута илмелле; эп факультетра пĕртен-пĕр профессор. Доктор диссертацийĕсĕр. Тен, эпĕ кăна пуль факультетра чăн-чăн профессор. Доктор диссертацийĕ çырса, хӳтĕлесе профессор пуласси — çăмăл. Куна хăть кам та пултарать. Пул-ха эс унсăр профессор. Ку вара, ай, çăмăл мар. Хăçан килĕ-ха факультета ман пек тепĕр профессор? Мĕншĕн тесен доктор диссертацийĕсĕр профессор пулма йывăртан та йывар. Ăна пурте пултараймĕç. Чармалла Николай Андреевича. Каппайчăка. Пуç каçăртса кăна çӳрекенскере. Пӳлмелле ун çулне. Мана çитмĕл пиллĕке çитиччен доцентра тытса тăчĕ. Тавăрмалла ăна. Тавăрмаллипех тавăрмалла. Эп тахçанах, леш ĕмĕртех, профессор пулмалли çын! Мĕн чухлĕ чарса тăчĕ мана. Эп профессор пулса унран таçта аякка иртсе каясран хăрарĕ. Чăнах та çапла. Халь эп чарăп ăна. Паянах. Халех утăп ректор патне. Ăнлантарăп ăна. Тус-çке-ха вăл манăн. Вăл мана итлетех. Кун пирки нимĕнле иккĕленӳ те çук. Тата çакна та ăна пĕлтерес: ку каппайчăк çын ăна юратмасть. Кун çинчен ĕлĕк те пĕрре мар каланăччĕ-ха. Тата та астутарăп. Ку ман ĕçе, эп тăвас тенине пăсмĕ. Чылай вĕрентнĕ ку мăн кăмăллă çынна. Тата та вĕрентĕп. Пĕр вăтăр çул каяллах мана ун çинчен тусăм кăмăлсăррăн каласа панăччĕ. Ун чух вăл ректор пулайманччĕ-ха. Пурпĕрех çынна çын вырăнне хумалла вĕт. Пĕррехинче вăл мана шыраса ун пӳлĕмĕн алăкне уçса пăхнă та эп ăçти çинчен ыйтнă. Çав этем ăна пӳлĕме те кĕртмен. Çапла кăна каланă: пĕлмест имĕш эп ăçтине. Çакăншăн ректор çирĕм çул каçараймасăр, тулашса, тарăхса çӳрет. Вăл тĕрĕс тăвать. Куна ăнланма пулать. Докуменчĕсене ыранах декан патне çитерĕп. Кафедра ларăвне те ирттерĕп. Лайăх калаçăп. Мухтăп та. Чарма пурпĕрех чарăп. Унăн çулне пӳлмеллипех пӳлĕп. Эп те çын вĕт. Çавăнпа та ниепле те манаймастăп вăл ман çула çирĕм çул пӳлсе тăнине. Ăна пăхмасăр, вăл чарса тăрсан та, пурпĕрех профессор ятне илтĕм-илтĕмех. Ăна хăйне çитмĕл пиллĕкре никам та профессор тумĕ. Вăл хĕрĕхре профессор пулчĕ. Çăмăлпа, пуçа ватмасăр, нерв системине çĕмĕрмесĕр. Пул-ха эс çитмĕл пиллĕкре профессор! Диссертаци çырмасăр, хӳтĕлемесĕр. Пулаймастăн! Ниепле те! Пыршу çинçе! Татăлса кайĕ. Кун пеккине пинрен пĕри кăна пултарать. Ман пекки. Факультетри çирĕм-вăтăр профессор çинче эп пĕр-пĕччен чăн-чăн профессор мар-и-ха вара? Ку ята эп ĕçлесе, тар тăкса илтĕм вĕт. Лешсем пек çăмăлпа мар. Доктор диссертацийĕ хӳтĕлеççĕ те çийĕнчех профсссор. Мĕн вăл доктор диссертацине çырасси, хӳтĕлесси?! Ăна ним мар çырма та, хӳтăлеме те пулать. Çыр та хӳтĕле. Çавă çеç. Кун пек такам та пултарать. Вăт эс пултар-ха ман пек. Ĕçлесе, хам çинчен шухăшламасăр, халăхшăн тăрăшса, уншăн çунса. Ман вăхăт та пулман доктор диссертацийĕпе аппаланма. Эп яланах ĕçленĕ. Çанă тавăрса. Çĕрле те, кăнтăрла та. Пĕр канмасăр. Эп яланах чирлисем çинчен шухăшланă. Калас пулать, пĕр мухтанмасăр, ĕçлени, тăрăшни харама каймарĕ: ырă çынсем курчĕç мана — профессор ятне пачĕç. Ара, мана памасан кама памалла тет ăна?» Çапла чылайччен хăйĕнпе хăй калаçса, мухтанса ларчĕ çак этем сĕтел хушшинче. Унтан сасартăк сиксе тăчĕ те халатне хывса çакрĕ, васкаса корпусран тухса ректор патнелле лĕпĕстетрĕ.
* * *
Ректорăн йышăну пӳлĕмĕнчи чиперкке ертӳçĕ пӳлĕмне кĕме ирĕк пачĕ.
— Çитрĕн-им, Анемподист Тихонович? Юлашки вăхăтра санпа эпир пит сайра тĕл пулатпăр. Как-никак эпир санпа çывăх çынсем, туссем. Ара, пĕрне-пĕри пĕр ĕмĕр пелетпĕр те-ха. Пирĕн тĕл пулкаласах тăмалла. Пуçарулăх тени ытларах санра пулмалла, хаклă тусăм. Ну, мĕнле пурăнан, çамрăк профессор? Çакăн пек тĕллеве сана профессор тăвас тенине — эп хам ума ректорта ĕçлеме пуçласанах лартрăм. Куратăн, пурнăçларăм ăна. Çапла вĕт, профессор юлташ?
— Çапла, çапла, Никита Афиногенович. Профессор пулнăранпа сĕтел хушшине ларса чунтан-вартан калаçайман та-ха эпир. Ĕлĕкрех, çамрăк чух, дачăра вăхăта лайăх ирттереттĕмĕр. Халь ку та çук. Эсир яланах Мускавра. Мускаврисем те сирĕнсĕр нимех те тăваймаççĕ пуль çав. Сирĕн опытăр пысăк. Ара, вунултă çул ларатăр та ĕнтĕ çак сĕтел хушшинче. Никита Афиногенович, кунта килме мана мĕн хистерĕ? Пирĕн декан Николай Андреевича ăслăлăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ятне парас тесе ăшталанса çӳрет. Мана та васкатать. Паян-ыран кафедра заседанине ирттермелле. Пĕр-ик кунтах кирлĕ документсем хатĕрлеме хушрĕ.
— Сан хăвăн кун пирки мĕнле шухăш? Эсир институтра пĕрле вĕреннĕ. Хĕрĕх çула яхăн пĕрле ĕçлетĕр. Кафедра уçăлнăранпа уйрăлмасăр тăрăшатăр. Халь ак, нумай пулмасть, хăй уçнă, вăй илтернĕ кафедрăна сана парнелерĕ. Çавна пула сана профессор званийĕ парасси те çăмăлланчĕ. Ну, тăванăм, хаклă çыннăм, мĕн калăн?
— Никита Афиногенович, сире ăнлансах каяймарăм-ха. Нивушлĕ эсир çав çынна хисеплĕрен те хисеплĕ ята памалла тесе шутлатăр? Хăвăра курайман, чăтма пултарайман çынна? Суйлавсенче-мĕнсенче те вăл нихăçан та сирĕн майлă пулмарĕ. Кун çинчен эп сире пĕрре мар каланă. Çитет пуль сире çав çынна хăвăра çапла сăпай тыткалама? Пăртак характера те кăтартма юрать-тăр? Тата пиччĕш те, Министерствăра ĕçлекенни, Мускавра сире çителĕклех пулăшса пымасть тенĕччĕ эсир пĕррехинче. Ман çула мĕнле пӳлсе пычĕ тата. Мана, тахçанах профессор пулмалли çынна. Тавай, кăтартар-ха ăна пĕрре те пулин рак ăçта хĕл каçнине. Вĕрентер.
— Эп сана, тусăм, шантарсах калатăп: ун хучĕсем Мускава çитмĕç. Унталла çула та тухмĕç вĕсем. Кунтах выртĕç. Саралса кайичченех. Кайран кăларса кăна ывăтăпăр. Вăт çапла, пĕртен-пĕр хаклă та юратнă çыннăм! Эс суйлавсем çинчен пуплерĕн. Эп ним те манман. Манмастăп та. Мĕншĕн тесен манаймастăп. Манăн каçару çук. Калаçса татăлтăмăр. Ан çун, ан хуйхăр тусушăн. Вăл эп пур чух нихăçан та хисеплĕ ят илеймĕ. Просто калам: памастпăр. Хам ку сĕтел хушшинче ларнă чух кун пек тĕрĕсмарлăх тутармăп. Ку нихăçан та пулмĕ. Тепĕр хут татăклăн калатăп: пурте abgemacht пулĕ. Ват çапла, тусăм, тăванăм.
— Тавтапуç, Никита Афиногенович. Пултаратăр та эсир. Кирлĕ те лайăх ĕçе яланах хăвăрт тăватăр. Сирĕн вырăнта тепри пулсан ларĕ мăшăлтатса. Эсир пур вунă минутрах тĕрĕс те вырăнлă йышăну турăр та. Пур ертӳçĕ те сирĕн пек ĕçлесен эпир малалла хăвăртрах каймалла. Çук вĕт. Пулаймасть. Сирĕн пек руководительсем паян çукрах çав. Çукрах. Шел пулин те. Сире регионти чи яваплă поста шанса панă пулсан мĕнле чечекленĕччĕ халь область. Тутармарĕç вĕт ун пек. Хăшĕ-пĕри ăнланмарĕ çакна. Андреев пеккисем. Вĕсем чылаях-ха çав. Паян хамăр ĕçе турăмăр. Тата питĕ те хăвăрт. Халь кафедра еннелле уттарсан та юрать-тăр. Унта ман яланхиллех ĕç нумай. Пурне те хамăн тумалла-çке-ха. Мансăр ним те пулмасть. Мансăр урлă выртана никам та тăрăха çавăрмасть. Пур çĕре те ман çитмелле. Ларса канма та вăхăт çук.
Тенкел çинчен майĕпен çĕкленчĕ Анемподист Тихонович. Пурпĕр пысăк хырăмпа тачка пит çăмарти чĕтресе илчĕç. Пĕр харăс мар. Малтан пиçиххирен чылай аялалла усăнса тăракан хырăм лăстартатрĕ, ун хыççăн тин — арланăннинчен те курăмлăрах пит çăмарти. Куçĕсем йăлтăртатса çиçеççĕ. Хуçа çине юратса, тинкерсе пăхаççĕ. Пуриншĕн те тав туса. Йĕлпĕресе кайнă хулăн тутисем те кулă пекки кăтартасшăн тăрăшаççĕ, анчах та ку пулсах пĕтеймерĕ. Сывпуллашса сĕтел урлă пӳлĕм хуçине алă пачĕ. Тата та чунран тухакан тав сăмахĕ каларĕ. Васкамасăр мăнтăр кĕлеткине чĕтретсе алăк патнелле утрĕ, ун хыççăн — ректор та.
— Чим-ха, чим-ха, хаклă çыннăм. Калама мăнсах кайнă. Кафедрăра пуху ирттер. Ун çинчен лайăх калаç. Йышăну ун майлах пултăр. Декан та хăйĕн канашне ирттертĕр. Хучĕсем кунта çитсен эп вĕсене çавăнтах тытса чарăп. Каларăм-иç, вĕсем кунта пĕр хускалмасăр вăрах выртĕç. Ну, эппин, сыв пул. Алевтина Потаповнăна салам кала. Калас пулать, вăл сан пек мар. Тамара патне шăнкăравласах тăрать. Эпир çывăх çынсем. Пĕр-пĕрне манмалла мар. Вăй çитнĕ таран пулăшсах тăмалла. Ну, ан аптра. Пурте йĕркеллĕ пулать.
Анемподист Тихонович васкамасăр пӳлĕм алăкне тĕртсе уçрĕ те тачка кĕлеткине пула хĕсĕне-хĕсĕне йышăну пӳлĕмне тухрĕ. Чиперккепе сывпуллашрĕ те коридора тухса пусмапа васкамасăр аялалла утса анчĕ.
Урама тухсан тарăннăн сывласа илчĕ. «Ну, пултарать те Никита Афиногенович. Ыйтăва питĕ хăвăрт татса пачĕ. Кăмăл-туйăм çĕкленсех кайрĕ, халь юрласа ярасси çеç юлчĕ. «Тава тивĕçлĕ ăслăлăх деятелĕ». Нихăçан та пулаймĕ. Тумастпăр. Ара, пурте пиртен килет-çке-ха». Пăртак шăхăркаласа илем пекки те турĕ. Урампа анаталла васкамасăр, мăнтăр кĕлеткине чĕтретсе утрĕ.
* * *
Кафедра заседанийĕ. Пĕр ыйту. Андреев профессора ăслăлăхăн тава тивĕçлĕ деятелĕ ятне парасси çинчен. Анемподист Тихонович канашлăва уçса алăри хут листисене çавăркаларĕ, тем «мăк-мăк» текелерĕ. Сывлăш çавăрса илчĕ те çăварĕнчен ăнланмалла сăмахсемех кăларма тапратрĕ:
— Эсир пĕлетĕр пуль ĕнтĕ, эпир Николай Андреевича хисеплĕ ят илме тăратас тенине. Вăл ку ята, эсир те манпа килĕшетĕр пуль тетĕп, чăннипех те тивĕçле. Эп вăрах калаçса тăмăп. Кирлĕ документсем эпир хатĕрлерĕмĕр. Анчах та, Николай Андреевич, ку пиртен кăна килекен япала мар. Эсир ăна шута илмеллех, эпир кĕтменни те килсе тухма пултарать. Мускавра кашни регионшăн лимит пур тет-и? Лимитран тухсан, паллах, темле сумлă ăсчах пулсан та, ниепле те ку хисеплĕ ята параймаççĕ. Çакăн пек кăна ан пултăр ĕнтĕ. Пирĕн шанас килет ĕç-пуç лайăхпа вĕçленессе. Куна эпир шанса, чăтăмсăррăн кĕтĕпĕр.
«Эп пĕлетĕл сана, калама тем те пулать, питĕ те лайăх. Эс ĕç-пуç начарпа вĕçленессе кăна кĕтетĕн. Ку саншăн чи лайăх пулăм пулĕччĕ. Юлташăрпа иксĕр хутсене Мускава та çитермĕр. Мĕн пустуй павраса лармалла кунта? Ку хисеплĕ ята кафедрăра никам та тивĕçлĕ мар, пĕр хăв кăна тетĕн вĕт. Ара, хăвна çеç чăн-чăн ăсчах тесе шутлатăн та-ха. Беберер статйине кăтарта-кăтарта клиника халăхне тăрантрăн ĕнтĕ. Унта сан яту пур-çке-ха. Паян ăçта лăстăртатнине те пĕлетĕп. Ректорпа иксĕр мĕнле йышăну тунине те чухлатăп. Хăвăн юратнă тусупа. Мана кунпа хăратаймастăр. Çак çула çитиччен эп ку хисеплĕ ятсăр пурăннă. Малалла та пурăнăп. Пурăнасчĕ-ха. Ĕçлесчĕ вăй пур чух. Ниме пăхмасăр. Ĕçлеме эсир мана чараймăр. (Куна тĕрĕсех калаймарăм, мĕншĕн тесен эсир пĕр самантра мана ĕçрен хăтарма пултаратăр, сăлтавĕ — çулланнă пенсионер; тĕрĕссипе, Конституцие пăхăнсан, куншăн ĕçрен кăлармалла мар та-ха. Шел пулин те, ăна эсир халь пăхмасса та, шута илмессе те пултаратăр; кун пек килсе тухсан, эп, темле тăрăшсан та, ним те тăваймăп). Халь çĕршывăмăрта тĕлĕнсе каймалла тапхăр: хуçа мĕн тăвас тет, çавна ним мар тăвать; халь ĕçре çыннăн хутне кĕрекен парти организацийĕ те, профсоюз та çук; хуçа пĕр-пĕччен, хăй тĕллĕн, мĕнле йышăну тăвас тет — çавнах тăвать, ăна чаракан çук. Çапла пурăнатпăр-ха. Халь тата президент çĕнĕ указа алă пусрĕ. Ĕнер кăна. Улĕмрен ректора ăслăлăх канашĕ суйламасть. Йышăну Мускавран, министерствăран килет. Ку, паллах, демократилле пулăмах мар. Тепĕр енчен, кунта лайăххи те пур-тăр, мĕншĕн тесен халь хăть хăш аслă шкулта та канашра ректор тусĕсем кăна лараççĕ, çавсене пула та енте хăй мĕн тăвас тенине тăватех. Указра, калас пулать, начарри тата та пур. Вăл çакă: унчченхи ректорсем президент вырăнне йышăнаççĕ. Çапла вара аслă шкулта икĕ хуçа пулать. Енчен те ректор çемçешкерех (сăпайлăрах, интеллигентлăрах, культурăллăрах) çын пулсан, ĕлĕкхи ректор хуçа пулсах юлать. Икĕ хуçа ĕç çинчен манса кайсах тавлашса, çапăçса, власть пайласа пурăнĕç те, вĕсен ĕçлеме вăхăт та, вай та юлмĕ. Кун пек хăрушлăх пурах. Ун çинчен шутлама тиветех. Икĕ влаçлăх институтсене-университетсене йăлтах пĕтерсе хума та пултарать. Пĕрвлаçлăх кирлĕ: çĕршывра та, организаци-учрежденисенче те».
— Николай Андреевич, ыранах ку ыйтупа факультет канашне тухатпăр. Тата пăртак тăхтасан институт канашĕ пăхса тухĕ ку ыйтăва. Икĕ канашĕнче те сирĕн пулмаллах. Обязательно. Ан манăр.
— Манмăп-çке, Анемподист Тихонович. Пырăп. Тепĕр тесен, унта каймасан та юрать пуль. Конкурс мар вĕт.
— Çук, çук. Каймаллах. Мĕнле-ха сирĕнсĕр? Ыйту та пама пултараççĕ вĕт: ăслăлăх ĕçĕсем, диссертантсем çинчен. Ытти те пулма пултарать. Хытарса калатăп, Николай Андреевич. Унта пымасăр ман пите ан хĕретĕр.
— Питĕре хĕретесрен хăратăр пулсан, мĕн тăвăн, пырасах пулать пуль çав. Сире шеллесе. Манăн сирĕн питĕре пĕрре те хĕретес килмест. Тепĕр тесен, вăл сирĕн яланах хĕрлĕ те-ха.
— Николай Андрееич, сирĕн пуçăрта яланах пĕр шухăш: çынна тĕртесси, унран куласси-тăрăхласси. Ку йăлана эсир ниепле те пăрахаймастăр.
— Анемподист Тихонович, тĕртсе-кулса каламастăп. Чăнахах та сирĕн питĕре тата та вăйлăрах хĕретес килмест. Чăннине калатăп. Çавăнпах канаша пыма тивĕ мана.
— Сире, Николай Андреевич, калани усăсăр. Эсир хăвăрăннех тăсатăр. Çитĕ! Чарăнăр! Юлашкинчен, юлташсем, ларăва хупса, ман çакна калас килет: паян эпир хамăр ретрен çак хисеплĕ ята илме пуçласа хамăрăн тивĕçлĕ коллегăна тăратрăмăр. Манар мар çак куна, юлташсем. Тен, ку ята тивĕçлисем пирĕн коллективра часах тата та тупăнĕç.
«Пăх-ха, мĕнле калаçма тапратрĕ ку этем. Халăх шанать тет ĕнтĕ вăл павранине. Пулаççĕ-çке çĕр çинче икĕ питлĕ çынсем. Мĕнле çаврăнать ун чĕлхи çак сăмахсене калама? Мĕн калăн, тĕлĕнмелле çын. Шел пулин те, çĕр çинче кун пеккисем, икĕ питлисем, нумайланса кайрĕç. Пурпĕрех чăтатпăр вĕт-ха вĕсене. Йывăр пулсан та».
...Факультет канашĕ. Декан ларăва уçрĕ те хăех пуçларĕ калама:
— Юлташсем, коллегăсем! Паянхи канашлура пирĕн икĕ ыйту çеç. Пĕрремĕшĕ, Николай Андреевича «Раççей Федерацийĕн ăслăлăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят илме тăратасси, иккĕмĕшĕ, конкурс пирки. Пуçланă сăмаха малалла тăсса эп çакна каласшăн: Николай Андреевич çинчен нумай калама кирлĕ мар пуль тетĕп. Ăна пурте лайăх пĕлетпĕр. Чăвашра та, Раççейре те паллă ăсчах, хирург. Ун — нумай монографи, кандидат-докторсем те çителĕклĕ. Патентсем те унăн чылай. Вĕренӳçĕсем те пайтах. Çак хиçеплĕ ята илме вăл тивĕçлĕрен те тивĕçлĕ çын (тăвăллăн алă çупаççĕ). Халь сасăлар. Кам Андреев профессор çак ята тивĕçлĕ тесе шутлать, аллăрсене çĕклĕр (пĕтĕм зал аллисене çĕклерĕ). Кам хирĕç? Хирĕççисем çук. Эппин, пĕр саслă пулса Николай Андреевичшăн сасăларăмăр (паçăрхи пекех вăйлă алă çупаççĕ, залра «тĕрĕс! тĕрĕс!» тесе кăшкăраканнисем те пулчĕç). Ыранах ку ыйтупа институт канашне тухатпăр. Унта пирĕн йышăнăва çирĕплетĕç тесе шутлатăп.
«Ах, Виталий Леопольдович, ырă çыннăм. Темле пулĕ çав. Эс каланă пек пулĕ-ши тетĕп эп. Мĕншĕн тесен Аслă канашăн председательне, унăн психологине питĕ лайăх пĕлетĕп. Унăн яланах пĕр шухăш: сотрудниксем ун шайне ан çитчĕр, мĕншĕн тесен хăрушлăх тухса тăма пултарать, кун хыççăн унран та çӳлерех хăпарсан, вара пĕтрĕ пуç, ăна мĕнле чăтмалла. Пĕр пилĕк-ултă çул каярах патшалăх премине илме коллективлă ĕç тăратнăччĕ: хырăмри органсене сиплесси çинчен (çĕнĕ технологисем). Соавторĕсем — кафедра сотрудникĕсем (коллективăн аллă проценчĕ). Институт ертӳçи çак ĕçе Ăслăлăх канашĕнче пăхса тухма килĕшмерĕ. Ректорат пуçтарчĕ, унта В.Д. Данилов профессор та пурччĕ. «Николай Андревич, — терĕ çакскер, — мĕнле тăратар-ха сирĕн ĕçĕре, шутлăр-ха, Василий Данилович та илмен ку премие (шалти шухăшĕ: «эпĕ те, ректор пуçăмпа та»)». Нимĕнле логика та çук вĕт ун лăпăртатăвĕнче. Шел пулин те, ун шухăшĕпе Василий Данилович та килĕшрĕ (ку мана тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ, чăн-чăн ăсчахран эп, паллах, куна кĕтмен): малтан ректорпа килĕшсе пуçне кăна суллакаларĕ, кайран вара «çапла, çапла» та текелерĕ.
Тепĕр кун Николай Андреевич институт канашне кайрĕ. Анемподист Тихоновича та пыма каларĕ. Пулăштăр тесе мар ĕнтĕ. «Куртăр, илттĕр», — терĕ пуль.
Пирвайхи ыйту — лайăх ĕçлекенсене преми парса чысласси. Премие тивĕçнисен хушшинче ытларах институтпа факультетсен ертӳçисем. Ку ыйту вĕçленсен ректор иккĕмĕш ыйту çине куçрĕ.
— Тепĕр ыйту çине куçма та вăхăт çитрĕ пуль. Часах Сатаров профессорăн юбилейĕ. Эсир пурте пĕлетĕр, вăл Чăвашра кăна мар, Раççейрĕ те паллă тухтăр ăсчах. Нумай ăслăлăх ĕçĕ пичетленĕ. Монографисем те пур унăн. Кандидатсемпе докторсем те ун чылай. Ăна Раççей ăслăлăхăн тава тивĕçлĕ ĕçчене ятне памаллах. Вăл ăна тахçанах тивĕçнĕ.
— Тивĕç, тивĕç, — текелесе кăшкăрчĕç ик-виç çын.
— Эппин, юлташсем, сасăлар. Кам ман сĕнӳпе килĕшет, сасăлăр. — Пурте аллисене çĕклерĕç. — Хирĕç пур-и? Çук. Тавтапуç. Кунта, сĕтел çинче, тата та документсем пур. Хăш-пĕр факультет çак ята илме хăйсен сотрудникĕсене тăратнă. Кун пирки эп çакна каласшăн: факультетсем хăйсен çыннисене çăмăлпа хисеплĕ ята тивĕçтересшĕн. Вĕсен умĕнче лайăх пуласшăн-ши? Ку çынсен те юбилей çывхарса килет. Вĕсене пухура-мĕнре саламлăпăр.
...Анемподист Тихонович киле савăнăçлă таврăнчĕ. Алăка уçсанах кăшкăрчĕ:
— Аля, чунăм, лешне кăтартмаллипех кăтартрăмăр! Ректор ун докуменчĕсене вуламарĕ те. Хисеплĕ ят парăпăр-и-ха ăна? Çук! Не заслужил. Çапла тăвăпăр эпир малашне те пире юратман, курайман çынсемпе. Ман çумра шăпăрт кăна мăшлатса ларчĕ. Пĕр шарламасăр. Кафедрăра кăна паттăр. Тата килĕнче пуль. Арăмĕ умĕнче. Ха-ха-ха!
— Ну, мĕн калам, чунăм Анемподист? Пултаратăр ĕнтĕ. Иксĕр те: эс те, Никита Афиногенович та. Тăнăç пурăнма пĕлмен çынсемпе çапла кăна тумалла. Пĕлччĕр вĕсем хăйсем камне, хăйсен вырăнне. Вĕрентмелле вĕсене. Астăватăн-и, пĕррехинче эсир иксĕр Николай Андреевичпа пĕр канаш хыççăн килтĕр. Сана ун чух тепĕр срока суйланă. Владимир Евлампьевич «тăрăшнипе» эс аран-аран суйланнă. Ик сас кăна суйланма пулăшнă терĕр-и? Мĕн терĕ-ха Николай Андреевич? «Эс, Аля, — терĕ, — Анемподиста доктор диссертацийĕ çырма чартăн. Вăл ăна хӳтĕленĕ пулсан паянхи пăтăрмах пулмастчĕ те». Эп чарнă-ши вара сана, упăшкам? Хăй чăрмантарман-ши сана? Компьютертан та çухалмарĕ-и-ха сан диссертацийу? Вăл та хутшăнман-ши ку ĕçе? Мĕн калас, чунăм Анемпо? Паян эсир пит те тĕрĕс турăр. Юратнă упăшкам, ку лайăх пулăма пирĕн паллă тумаллах пуль тетĕп. Хавасланмалли кунта пурах.
— Эп хирĕç мар, Аля. Пирĕн çитĕнӳсем курăмлă. Паянхи кун çĕнтерӳ кунĕ. Пирĕншĕн, Аля, ку — асăмăрта юлмалли кун. Ку çын ӳлĕмрен сиккелесех çӳреймĕ. Хĕрĕхрех профессор ятне илче те — ниçта кайса кĕреймест вĕт. Эп ăна пулăшнине йăлтах манса кайнă. Ун доктор диссертацийĕ пирки мĕн чуль калаçман-ши Цигаль профессорпа. Аля, сана тӳррипех калап, мансăр хӳтĕлеетчĕ-ши-ха хăйĕн диссертацине? Паллах, çук. Цигаль оппонент пулни çеç унăн диссертацине çăлчĕ. Вăл çавсене йăлтах манса кайнă. Ăнланмалла мар çын. Тĕрĕссипе, Аля, унăн мана çĕклесе кăна çӳремелле. Ăçта унта çĕклесе çӳреме, миçе çул ман çула пӳлсе тăчĕ! Путсĕр çын! Ректор пулмасан вăл мана çул памасăрах тăратчĕ. Аля, çакна та калам: пултарать те ĕнтĕ Никита Афиногенович, ним те калаймăн, кафедра ертӳçинчен ăна ним мар кăларса ывăтрĕ. «Мăк-мăк» тукаларĕ те, урăх ним те калаймарĕ вĕт. Эп профессор пулса тăтăм. Диссертаци хӳтĕлемесĕрех. Факультетра эп пĕр-пĕччен. Пĕр-пĕччен, Аля, мухтан упăшкупа. Николай Андреевичăн пĕр хӳрешки Аникандров профессор кăшкăркалать-ха: «Эс чăн профессор мар, суя профессор кăна!» Эп, мĕн, çаплах кăшкăркаласа çӳресен, ăна та, лешне те ĕçрен кăларса сирпĕтме те пултаратăп мар-и? Запросто. Кăна эпир ним мар пултарăпăр. Ку пире йывăр мар. Ку манран аякка тармĕ. Ахаль те проректор ик-виç çул кăмăлсăррăн мана калать: «Сан кафедрунта пенсионерсем нумай. Чăн-чăн ветерансен çурчĕ. Хăш-пĕринчен хăтăлмалла мар-ши сан?» Эп куна паян тесен паян тума пултаратăп. Ним мар. Эп, Аля, знаешь, иккĕшне те çапла калама та пултаратăп: «Сирĕн доктор диссертацийĕсем мана кирлĕ мар. Эп тахçанах çырма пултарнă. Тен, сиртен маларах та. Эп çырман, хӳтĕлемен, пĕлетĕр-и, мĕншĕн? Манăн нихăçан та сирĕнни пек вăхăт нумай пулман. Эп яланах халăхшăн тăрăшнă, çуннă. Эсир хăвăр çинчен çеç шухăшланă, наукăпа кăна аппаланнă, çав вăхăтра эпĕ ĕçленĕ, чирлисене çăлнă, хăтарнă». Вĕсен, курасси, Аля, малалла-ха. Эп вĕсене кăтартмаллипех кăтартăп. Пăх-ха вĕсене, хăйсем доктор пулнипе мухтанаççĕ. Тĕрĕссипе, вĕсен мар, ман мухтанмалла, диссертаци çырса аппаланмасăрах профессор пулса тăтăм мар-и-ха? Ман каппайчăкланмалла. Сăлтавĕ те пур. Анчах та ку мана кирлĕ мар. Эп пур — мухтанас вырăнне, пуçа каçăртас чухне шăпăрт кăна çӳретĕп.
Арăмĕ чупкаласа çӳресе сĕтел майлать. Эрех кĕленчисем те, çыртмалли-çимелли те чылай купаларĕ ĕнтĕ сĕтел çине. Упăшкин сăмахне те итлет. Хутран-ситрен «çапла, çапла» текелет. Упăшкине мухтакаласа та илет: «Маттур эс, упăшкам, маттур. Пултаратăн».
— Анемпо тăванăм, кил сĕтел хушшине. Ку уява, чаплă уява пирĕн паллă тумаллах. Черккесемпе чанкки тусах. Ку — пирĕн хаваслă, телейлĕ кун. Паян хавасланмаллипех хавасланмалла, юратнă упăшкам.
Иккĕш те сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕç. Упăшки арăмне кăмăллăн пăхса, йăл-йăл кулса ӳсĕркелесе те илчĕ. Куçĕсем савăнăçлă çиçеççĕ, пичĕ çинчен кулă мĕн уяв пĕтиччен те каймарĕ. Чыланччен ларчĕ мăшăр сĕтел хушшинче. Пĕр-пĕрне мухтаса. Ларсан-ларсан тин ректора тав тумаллине те аса илчĕç. Ун патне шăнкăравласа, ăна чарăнаймасăр тав турĕç, телефон кĕпçине пĕр-пĕринчен турта-турта илсех.