Пулчĕ-и хурлăх гудокĕ,
Выçлăхĕ çулчĕ-и, тифĕ...
Халĕ ак урăх кун тенĕ.
Иртнĕ хĕн-хуршăн ан типĕр.
Эс те кĕрле-ха, ан ӳкĕн,
Тусăмçăм — савнă станукăм.
Юрă янраймĕ гитарăсăр.
Савнăç тăваймăн хăраххăн.
Пурнăç пулать-и пĕр тарсăр?
Мĕншĕн утас-ха вăраххăн?
Талпăн малах эс, ан ӳкĕн,
Тусăмçăм — савнă станукăм.
Ĕç çăмăл мар пирĕн — йывăр.
Харсăр пулма тивĕç халĕ.
Вăхăт калать: «Эй, ан ывăн!»
Пултăр пуян хули-ялĕ.
Çаврăн, кĕрле эс, ан ӳкĕн,
Тусăмçăм — савнă станукăм.