Вырма пĕлмен çурла пĕлĕт çинче
Хуйха кайса вăтанчĕ такамран.
Сарай çине шуса пырать мĕлке.
Ăна эп хам куратăп кантăкран.
Унтах авкаланса çăлтăр сӳнет,
Ӳкет итем çине çĕленленсе.
Ват пахчари хушра савни йĕрет,
Ахальтенех пăсать çĕмĕрт куçне.
Кăшт çил пуртан, лере чашлать вăрман,
Пит тĕттĕмрен мана вăл курăнмасть.
Вун ик сехет... савнийĕм çывăрман,
Ытла вĕри чĕри лăпланаймасть...
Ан йĕр, савни, йĕме вăхăт çитмен.
Сана — çут ир, манман эп, ан хăра.
Çунса тăран чĕремĕм сӳнмесен
Кашни каçах юр юрлăп сан умра.
Ман юрăсем пулас тĕнче сăнне
Кăтартаççĕ юхса ак сывлăшра,
Сана куççуль тăкан çут мĕскĕне
Йăпатаççĕ ишсе çĕн пахчара.
Ан йĕр, савни, йĕме вăхăт çитмен.
Тăвăл иртет. Унтан эс ан хăра.
Çунса тăран ĕмĕтĕм сӳнмесен,
Кашни каçах юр юрлăп сан умра.