Çĕнĕ çул çывхарнă май Йăван пӳлĕмре чăрăш капăрлатса лартас шутпа вăрмана кайнă. Чăрăшлăх уçланкинче Хĕл Мучипе тĕл пулнă.
— Эсĕ кунта чăрăш касма килтĕн-им? — ыйтнă вăл.
— Аха, уяв çывхарать-çке, елкăсăр кичем пулĕ, — хуравланă Йăван.
— Ачам, эсĕ чăрăшсене ан тĕкĕн-ха. Ахаль те сахаллансах пыраççĕ. Эпĕ сана парнесемпе савăнтарăп, — çапла каласанах Хĕл Мучи çухалнă.
Йăван ватă çын сăмахĕнчен иртеймен, вăрмантан пушă алăпах таврăннă. Килне çитсен вара питĕ тĕлĕннĕ, пӳрт тулли парне пухăннă. Халĕ ĕнтĕ Йăванăн çимелли те, тăхăнмалли те çителĕклĕ, ручки-тетрачĕ те нумай. Çапла чухăн Йăван пуйса кайнă тет.