Ку ĕç тахçанах пулса иртнĕ. Ун чухне çĕр çинчи пурнăç хальхинчен урăхларах пулнă тет.
Вăрманта йывăç тăррисене илемлĕн каснă. Çак ĕçе пурнăçласа пыма ятарласа пĕр пысăк кайăка хушнă. Унăн сăмси хачă евĕр пулнă, тура пек хӳри каснă туратсене пуçтарса тирпейлесе пынă.
Çак патшалăхăн хуçи вăрман варринче ӳсекен йывăç пулнă. ăна нихăçан та касман, унăн тураттисемпе çулçисене тураса якатнă çеç. Çак йывăç кайăкпа чĕр чунсен чĕлхисене те лайăх пĕлнĕ иккен. Çавăнпа вăл пуринпе те калаçма пултарнă, йывăрлăхра та пулăшнă.
Чĕр чунсен кашнинех хăйĕн тивĕç пулнă. Тĕслĕхрен, каюра çум курăк çумланă, чĕрĕпсем ӳкнĕ пан улмисемпе грушăсене пуçтарнă. Пакшасем хĕлле валли йĕкел, мăйăр, кăмпа типĕтсе хатĕрленĕ. Пĕр чĕр чун та ĕçсĕр ларман.
Вĕсем эрнере пĕрре вăрман варринчи йывăç умне килнĕ, хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарнă, тутлă апат-çимĕçпе хăналаннă.
Мумук çав йывăç-патша умĕнче хисеплĕ хуралта тăнă. Унăн йывăçран уйрăлма юраман. Вăрманта пулса иртекен ĕçсемпе тата çĕнĕ хыпарсемпе ăна унăн тусĕсем — Пĕçукпа Юмахпи паллаштарнă. Вĕсем пĕр-пĕринпе туслă пурăннă.
Пĕçукпа унăн тусĕсем те час-часах аçтахасене кӳлсе кӳлĕ хĕрринчен шыв турттарса килнĕ, йывăç-патшана шăварнă. Аçтахисем лăпкă пулнă, çапах та хăйсене çиллентерекенсене вут-çулăм сирпĕтнĕ.Мумукпа Пĕçук тусĕсене вĕсем тĕкĕнмен, патшана та итлесе, пăхăнса пурăннă.
Кĕçех хĕл çывхарнă. Пакшасем мăйăр пуçтарнă, анчах ăна кĕлете кĕртеймен. Вара вĕсем аçтахасенчен пулăшу ыйтса патша патне килнĕ.
Кĕçех аçтахасем хĕрӳ ĕçе пикеннĕ.
Шăнкăрав сасси каç еннелле çеç лăпланнă. Юлташĕсем Пĕçука кĕлет уççи шанса панă, кĕлете пухса кĕртнĕ мăйăра шăшисенчен сыхлама хушнă. Ĕç вĕçленнĕ ятпа патша аçтахасемпе вĕсен пулăшаканĕсене тутлă шерпет ĕçтернĕ. Мумукпа Пĕçук çав хаваслă вăхăта халĕ те ырăпа аса илеççĕ тет.