Таса уйра, тӳремре,
Çул хĕрринчи çеремре
Ешĕл хурăн çитĕнет.
Çил лăскаман вăхăтра,
Сивĕ тивмен самантра
Тăп ларса вăл киленет.
Шерепеллĕ туратсем,
Вĕтĕ, кăтра çулçисем
Çиçеççĕ ун йăлкăшса,
Çурхи ырлăхлă куна,
Хăй ларакан таврана
Тăраç илемлĕх парса.
Тĕрлĕ вĕçен кайăка
Ларса канма, вăй пухма
Хăй çинех вăл илĕртет.
Кайăк, ăна тав туса,
Савăк юрă юрласа,
Çут сывлăша вирхĕнет.
Çавна курса, савнăçпа,
Эпĕ хам та юрлама
Хурăн айне вырнаçап:
Куççуль тăкнă куçсене
Ĕмĕрлĕхех типĕтсе
Хавас юрă шăратап.