Çилпеле уран вăрман, эс манăн,
Эп санран нихçан уйрăлас çук.
Эх, суха — çӳхе юлташ, эс канăн,
Маллахи çул пирĕн — сансăр çул.
Малашне çул пирĕн — çут прожектор,
Çуттипе йăл-йалăн çуталать.
Малашне юлташ ман тимĕр трактор,
Эс ăна, уй-хирĕм, ытала.
Вăл сана нимле сиен те тумĕ,
Çисе ямĕ ешĕл илеме.
Хальхи пекех пулăн çăмăр умĕн,
Çăмăр хыççăн уçăн çăл куçне.
Шăп шуса пыран тăртаннă уйăх
Пулĕ саншăн — тырă путавкки...
Пыл-çу пекех тутлă пулĕ ыйăх,
Ав кулать хĕвелĕ — сар инки.
Ан хăрат мана, кĕрхи çанталăк,
Ан кала мана: суян тесе.
Халь мана та ыталарĕ шанчăк,
Халь эп хам пурнап хĕпĕртесе.
Эп шанап. Совет çĕрĕ вăйланнă,
Раççей çĕрĕ тасалнă тусанран.
Юнпа варланнă черкки те ваннă,
Ун вырăнне çĕн çурт — çĕн самана.
Эп манман. Тăван çĕршыв аманнă,
Улăм ялăн çитсă пит сахал.
Анчах халь — ялпа хула авланнă,
Вăл ман çĕршывшăн — ăраскал.
Эп шанап, шанап — сад чечекленĕ,
Эп шанап пулас çĕн пурнăçа.
Çĕр мунча тăрри хĕвелпе ĕннĕ,
Çĕр мунча халь тухнă прахăçа.