Çуркунне. Çутă кăвак
Пĕлĕтрен хĕвел хĕртет:
Çуттипе шурă юра
Чуп туса ирĕлтерет.
Пур енчен те çырмасем
Шавласа-шăнкăртатса,
Выляса-йăлтăртатса,
Хĕвеле хирĕç кулса,
Чупаççĕ сиккипеле
Аната, амăш патне;
Амăшне — хулăн пăра
Çĕмĕрсе-таткаласа
Хĕллехи тыткăнлăхран
Хăтăлмашкăн пулăшма,
Амăшпе инçе çула
Шавласа та кĕрлесе
Харăс тапранса кайнă,
Васканă пек туйăнать.
Пур тĕрлĕ вĕçен кайăк
Çуркуннешĕн савăнать.
Çерçисем хĕвел питне
Пухăннă та пĕр-пĕрне,
Пĕрмаях чĕвĕлтетсе,
Хăйсенĕн савăнăçне
Каласа кăтартаççĕ.
Тăри те, хирте, çӳлтен
Тĕнчери çуркуннехи
Мĕн пур илеме курса,
Ытараймасăр, ăна
Мухтаса юрă юрлать.
Эс анчах, хура халăх,
Тĕнчери пур чĕрĕ чун
Савăннă çак вăхăтра
Тамăкра пек пурăнан!
Пăрахăç тăлăх ача,
Ачасем вылянă чух
Пăрăнса аяккалла
Хурланса йĕрсе тăрать:
Эс те çав ача пекех.
Икĕ куç сана тĕнчен
Илемне курма паман.
Куççулли тăкма панă:
Чĕрӳне савăнма мар,
ХуЙхăрса çунма панă.
Савăнас шухăш сан çук,
Шухăшу сан пĕрмаях
Пĕр татăк çăкăр çинче.
Тăсăлса ӳкичченех
Ĕçлессе ху ĕçлетĕн,
Çапах та тирпейлĕрех
Кил-çурт та тăваймастăн.
Тутă та пулаймастăн!
Улăмпа витнĕ, путнă,
Ишĕлес пек туйăннă,
Хăш куçне кипке карнă
Виç пĕчĕк чӳречеллĕ
Аслаçу лартнă пӳртӳ
Утмăлти карчăк пекех.
Пӳртĕн алăкне уçса
Çил-тăвăл, йыт-качака
Кĕресрен анчах тунă
Хӳш пек пăлтăрна курап.
Çуклă-пурлă япала,
Пукравччен тырă хума
Мунча пек кĕлечĕ пур.
Малалла тайлăк ампар
Витĕр курăнса ларать,
Ун айне пĕр кĕтессе
Кăрманлă çуна лартнă.
Кĕтессе, ампар çумне,
Вĕрлĕк хапхаллă çатан.
Пĕчĕккĕ, лутра карта
Аслăкла витсе тунă.
Карта хапхи патĕнче
Хĕртекен хĕвел çинче
Халь тӳнес пек лашупа
Хĕç пекех юлнă ĕнӳ
Улпутран сутăн илнĕ
Çийĕнчĕк улăм кăшлаççĕ.
Картине ытти енчен
Çил тайнă çатан пӳлнĕ.
Çатану урлă пăхать:
Пахчăвăн леш вĕçĕнче
Анкарти пушă выртать.
Пĕр йĕтем юпи ăнчах,
Тăлăх пек, тайлăк лерать.
Алăксенче пĕшкĕнсе,
Сан пӳртне курма кĕреп.
Сывлама та çук пăчă,
Хăш куçне кипке карнă
Виç çĕмрĕк чӳречерен
Пĕринчен хĕвел çутти
Урайне кĕрсе ӳкет:
Хĕвелĕн çав çуттинче
Явăнса тусан çӳрет.
Урайне пылчăк хытнă,
Хăмисен хушшисене
Тĕлĕпе саплăк çапнă.
Кăмаки мăкăрăлнă.
Икĕ саккĕтессинче
Пĕр ури хуçăк сĕтел,
Пĕчĕккĕ кивĕ тенкел.
Сак çинче, пĕр кĕтессе,
Çĕтĕк-çурăксем çине
Пăрахнă икĕ çӳхе,
Хуралнă питлĕ минтер.
Пăтаран алăк патне
Таткаланнă пĕр кĕрĕк,
Ик сăхман, çурăк чаппан,
Кăларса ывăтмалли
Пĕр çĕлĕк çакса хунă.
Эй, асап курман çынсем!
Çакăн пек пӳртре эсир
Выльăхăра та усрамăр.
Халăха анчах эсир,
Выльăхран та кая хурса,
Витерен начар пӳрте
Питĕрсе, хупса лартрăр!..
Кăмака çинче карчăк
Çĕтĕк-çурăк айĕнче
Йынăшса чирпе выртать.
Кил хуçийĕ тĕпелте
Çăпата туса ларать.
Улача кĕпе-йĕмпе
Уринче çĕтĕк тăла.
Чĕркуççийĕ хушшине
Хĕстернĕ çăпатине;
Малалла пуçне чикнĕ.
Хĕрĕхе те хăй çитмен,
Çӳç-сухалĕ шуралать.
Пит çăмартисем путнă,
Сăмси çех тăрса юлнă.
Курпунĕ пысăк тухнă:
Шăммисем саланасран
Тирĕ анчах тытса тăрать.
Сывлăшне çавăраймасăр
Час-часах хăй ӳсĕрет.
Ӳсĕрсе çăра сурчăк
Урайне сурса таптать.
Ӳсĕрсе сурса таптать.
Кĕтесре, алăк панче,
Кил хуçийĕн арăмĕ
Шур пир тĕртсе ларать.
Пуçĕнче тĕссĕр явлăк,
Çийĕнче çĕтĕк кĕпе;
Пĕркеленнĕ, шăмăллă,
Шурă çурăмĕ çине
Йывăр ĕç тарĕ тухнă.
Ун панче, хуп сăпкара,
Кипкесенĕн айĕнче
Кăкăрти ачи сывлать.
Турăшсен кĕтессииче,
Ашшĕнчен, амăшĕнчен
Аякка уйăрăлса,
Икĕ пӳрнине хыпса,
Пиллĕкри хĕр, çăкăршăн
Тин йĕме чарăннăскер,
Сарăрах çӳç хушшинчен
Типеймен куççуль витĕр
Ик хĕрлĕ куçĕпеле
Хуйхăрса пăхса тăрать.
Питĕнче тумлам юн çук,
Тутисем кăвакарнă.
Мăйĕнче шăнăр паллă.
Хулă пек алли-ури;
Пĕчĕкçĕ тăлăппӳне
Çĕтĕлнĕ кĕпе çакнă.
Çил вĕрмен, хĕвел курман
Тин шăтнă сарă чечек
Сарăлма пуçличченех
Çав хĕр пек типме пуçлать!
Хĕр, выççа чăтаймасăр,
Кăшт тăрсан, «çăкăр» тесе
Хурланса йĕрсе ячĕ...
Хĕр енне пуçне пăрса,
Шаккаса шĕшлипеле,
Кăшкăрса ашшĕ ячĕ:
«Ан ула, выçă кашкăр!
Каланă пĕрре сана
«Кăнтăрла çийĕн» тесе!
Ак, илĕп те чăпăрккă,
Кастарап кутна уçса!»
Хĕр йĕме чарăнаймасть,
Хĕр тата хытă йĕрет...
Калăплă çăпатине
Пăрахрĕ те хĕр ашшĕ
Урисем çине тăчĕ.
«Чарăнаймастăн-и-ха эс?!»
Терĕ те чăпăрккине
Пăтаран ярса илчĕ.
Чăпăрккă аврипеле
Шаккаса, ача патне
Çывхарса тата хытă
Пуçларĕ кăшкăрма:
«Чарăн!.. Чарăн!.. Унсăрăн
Паçăрхи пек кастарăп!..»
Кăмака çинчи карчăк
Çак шава чăтаймарĕ.
«Еррипе!.. Пуç çурăлать!..
Ах!.. часрах вилесчĕ!..
Эй асап!..» — терĕ. Хай хĕр
Ашшĕнчен хăранипе
Чарăнчĕ ирĕксĕрех,
Ик çинçе пӳрнине
Çăварне татах хыпрĕ.
Тăлăх пек кĕтессине
Хытăрах хăй çыпçăнчĕ.
Тытăнчĕ кăнтăрлахи
Апата чунтан кĕтме!..
Хĕр ашшĕ чăпăрккине
Чĕнмесĕр çакса хучĕ.
Ахлатса çăпатине
Еррипе ярса илчĕ,
Пĕр сăмах та чĕнмесĕр
Тытăнчĕ каллех тирме...
Саспа кăкăр ачи
Вăранса йĕрсе ячĕ:
Амăшĕ сиксе тăчĕ,
Сăпкана ярса тытса,
Хăй хĕрне вăрçа-вăрçа
Сулламашкăн тытăнчĕ.
«Ня...ня...ня... Çывăракан
Ачана, мур, вăратрĕ!
Чирлесе вилсем часрах!
Пурĕпĕр выçă вилĕн!
Хăвна та канлĕ пулĕ.
Ытлашши пыр та чакĕ!..
Улттăшĕ çапла выçах
Кăшкăрса, йĕрсе вилчĕç!..»
Ку тĕлте хĕр амăшĕ
Ачине сулла-сулла
Тытăнчĕ пĕр аллипе
Ик куçне шăлкалама...
Выçă хĕр куç айĕнчен,
Кĕтесрен тапранмасăр,
Ик çинçе пӳрнине
Çăвартан кăлармасăр,
Йĕрекен амăш çине
Тытăнчĕ пĕрмай пăхма.
Кил хуçийĕ вăрăммăн
Сывласа ячĕ: пуçне
Çĕклемесĕр хăвăртрах
Шак-шак! тытăнчĕ тирме...
Кăкăрти ача йĕрет...
Амăшĕ куçĕсене
Чарăнчĕ шăлкалама.
«Ня...ня...ня... Çăкăр!.. çăкăр!
Халĕ те кун каçиччен
Виç-тăватă хут çиен!
Ав, эпир аçупала
Ирпе каç анчах тутă!..
Ня...ня...ня... Халĕ те
Вырмалла пачăшкăран
Илнĕ вунă пăт тырра
Час çисе пĕтертĕмĕр!
Сĕтелти çур çăкăртан
Ытлашши пĕрчĕ те çук...
Ня...ня...ня... Ку мĕн тата
Сулласан та çывăрмасть?!
Ĕçлеме вăхăт памасть?
Çак пире пĕтерсессĕн,
Çын валли тĕртесшĕнччĕ...
Кил, эппин, кăшт çитерем!
Пĕр вăрансассăн вара
Çывăрттарасси асап!..
Ай-уй!.. Мĕскĕнĕн епле
Çиесси хытă килнĕ!
Пĕчĕкçĕ аллисемпе
Чĕччĕме ярса тытрĕ.
Васкаса, чĕтресе
Çăварне часрах хыпрĕ!..
Эх, ку çук пурăнăçĕ!
Çак вăрăм кун хушшинче
Çирĕм хут ĕмет пулĕ.
Çапах та тăранаймасть!..
Хăр-типĕ çăкăр çисе,
Какăрăм типсе ларчĕ...
Парăттăм ĕмчĕк туса —
Çук укçа сахăр илме!..»
Арăмĕн сăмахĕсем
Кил хуçийĕн чĕрине
Çĕçĕ пек хырнă пулас,
Чăтаймасăр вăрăммăн
Сывласа тата ярса,
Арăмне часрах пӳлчĕ:
«Мĕн тума пултарăпăр?!
Çĕр сахал, çук тырруна
Куланай пама сутан,
Нумайрах акас тесен,
Çĕр илме пĕр пус та çук...
Ĕçлесе укçа тăвас —
Ĕç ăçтан тупма çӳрен?
Кĕркунне, ав, хулана
Ĕçлеме кайрăмăр та,
Каялла таврăнтăмăр —
Вунă пус ахаль пĕтрĕ...
Тырă турттарма пĕри
Тытасшăнччĕ те... лашу
Хăйне те чух сĕтĕрет.
Лашупа турттарма мар,
Тырруна та акаймăн...
Пуяна, ак, çăпата
Ик мăшăр кунне тăвап,
Мăшăрне икĕ пуса —
Çакăн пек ĕç хăш чухне
Тупăнать... анчах унпа
Нушуна тӳрлетеймĕн...
Салтакран Петĕр килсен,
Сывлăш çавăрăпăр-и?..
Ах-ах-ах!.. Чăтас пулать:
Çак асапсене курма
Турă çырнă-тăр пире!»
Эй, мĕскĕн хура халăх!
Çывăрмасăр, тар сапса
Ӳстернĕ тыррупала,
Шăммăна-шакка ватса
Кăшт тупнă укçупала
Ыттисем пурăнаççĕ,
Ху выçă ларнă чухне
Çурт тулли хăна пухса
Ĕçкĕ-çикĕ тăваççĕ,
Тĕттĕмрен кăлармаççĕ.
Эс вара: «Асап курма
Турă хушнă-тăр», — тетĕн.
Çынпала çынна турă
Нихăçан та уйăрман.
Пурне те тăмран тунă,
Пĕр пек чун вĕрсе кӳртнĕ:
Çак çĕре пултарсассăн,
Пур çын аллине панă;
Пур çынна та тарласа
Ĕçлесе çиме хушнă.
Халĕ те вăл çумăрне,
Çак хĕвелĕн çуттине
Пуянни-çукки çине,
Пĕр тиркемесĕр ярать.
Çук, мĕскĕн хура халăх.
Турă мар çынна тиркет,
Эс асаплă пурăнни
Çынсенченех вăл килет!