Çулла. Хĕвел хытă хĕртсе пăхать. Янкăр тӳпере пĕр хура пĕлĕт татки те курăнмасть. Епле-ха илемлĕ çут çанталăк çулла! Йĕри-тавра сип-симĕс курăк ешерет. Аякра, сип-симĕс тум тăхăннă вăрманта, кайăк сасси пĕр чарăнми илтĕнет. Урамра пăчă. Сад пахчинче мĕн тĕрлĕ чечек тупма пулмасть пулĕ! Вĕсем çинчен пыл хурчĕсем сĕткен пуçтараççĕ. Ачасем те çак ăшă çанталăкра пӳрте кĕресшĕн мар, урамра чупса çӳреççĕ.
Акă паян ман пата çывăх юлташ Аня килчĕ. Эпир унпа пӳрт умĕнчи сак çине тухса лартăмăр. Вăл мана вăрмана кайса килме сĕнчĕ. Эпĕ юлташ сĕнĕвĕпе килĕшрĕм. Алла карçынккасем илтĕмĕр те вăрманалла вĕçтертĕмĕр. Вăрмана вара ялтан инçе вырнаçнă. Утрăмăр-утрăмăр, ывăнса çитрĕмĕр. Ăш хыпса çитнĕ пирки ĕçмелли шыв шырарăмăр. Аякрах мар пĕр пĕчĕк кӳлĕ сарăлса выртнине асăрхарăмăр. Асанне каланине аса илтĕм: «Вăрманта пĕр кӳлĕ пур. Унти шыв — асамлă». Кӳлĕ хăй патне илĕртет. Эпир юлташпа кӳлĕ патнелле утрăмăр. Акă пирĕн умра çап-çутă та таса кӳлĕ сарăлса выртать. Эпĕ чăтса тăраймарăм, чĕркуçлентĕм те шыв ĕçме пуçларăм. Юлташ та манран юлмарĕ, вăл та шыв ĕçме пуçларĕ. Шыв ĕçрĕмĕр те канма ларас терĕмĕр. Ларатпăр çапла юлташпа шăкăл-шăкăл калаçса.
Сасартăк такам мана хул пуççинчен ярса тытрĕ. Эпĕ юлаташ шӳтлет пулĕ терĕм, хыçалла çаврăнса пăхмарăм. Тепĕр самантран мана такам çӳлелле çĕклерĕ те, хăй çине лартрĕ. Пăхатăп — эпĕ упа çинче лара паратăп, юлташ вара — упа кĕсьинче. Малтанах эпĕ çĕтсе кайрăм, ним тума та пĕлмерĕм, нимĕн те пуçа кĕмерĕ. Хăранипех пулĕ эпĕ упана алăпа çапса ятăм. Вăл çĕр çине ӳкрĕ, пĕр вăхăтлăха тăнсăр пулса выртрĕ. Çак вăхăтпа усă курса эпĕ юлташа упа кĕсьинчен тухма пулăшрăм. Упаран тарас тесе эпир юлташпа кил еннелле чупрăмăр. Чупсан-чупсан эпир упа хыçран чупнине куртăмăр, çавăнпа та унран пытанас тесе йывăçсем хушшине пытантăмăр. Лайăхрах пытанас тесе пулĕ, эпир йывăçсем хушшине хĕсĕнсе ларнине те сисмерĕмĕр. Эпĕ хăвăртрах киле чупрăм, пуртă илсе килтĕм, хĕсĕнсе ларнă юлташа тухма пулăшрăм. Каллех килелле чупрăмăр. Çул çиче пысăк шăтăк куртăмар. Шăтăк урлă пĕчĕк утăмсем туса каçса кайрăмăр. Упа вара каçаймарĕ, çав шăтăка кĕрсе ӳкрĕ.
Вăрмантан пĕр кучченеç те илсе килменнишĕн эпир юлташпа пĕрре те кулянмарăмăр.