Ĕçĕр, чăвашсем, ĕçĕр!
Эрех ытларах пĕçерĕр.
Эрех ĕçсе пурăнни —
Пур ĕçсенчен аванни.
Черккепе мар, алтăрпа
Ĕçĕр ăна ытларах.
Хастарланса пур вăйпа
Пĕçерĕр ăна лайăхрах.
Ĕçĕр, чăвашсем, ĕçĕр!
Тырра ĕçсе пĕтерĕр:
Пире тырă кирлĕ мар,
Эпĕр выçах пурăнар.
Ача-пăча, арăмсем,
Çӳрĕр выçă тарăхса.
Ĕçĕр, ырă чăвашсем,
Ĕçĕр, ĕçĕр савăнса.
Ĕçĕр, чăвашсем, ĕçĕр,
Тăрă-урă ан çӳрĕр.
Эсĕр урă çӳрени —
Савăнăçсăр пурăнни.
Эсĕр урă пурăнсан,
Хăвăр начарри палăрать,
Йĕри-тавра куç пăхсан,
Япăхлăхăр курăнать.
Ĕçĕр, чăвашсем, ĕçĕр!
Тăна ĕçсе пĕтерĕр.
Пурăнăçа юсас мар,
Çутта тухма пăрахар.
Ют халăхсем малалла
Кайччăр çутта туртăнса;
Эпĕр юлар каялла,
Эрех пăсне шăршласа.