Тинĕс-океан çинчен
Вуламашкăн кăмăллатăп.
Кĕнеке алла лексен
Унăн тĕнчине путатăп.
Шыв лăпланчĕ, тикĕсленчĕ,
тĕкĕр пекех курăнать.
Çакă яка шыв çийĕн
Утса каяссăм килет.
Утса пăхрăм, чупса пăхрăм,
Путса анса каймарăм.
Юмаха лекмерĕм-ши?
Чăннипех те çапла-ши?
Çунатланчĕç алăсем,
Пĕрлешрĕç ман урасем,
Ылтăнланчĕç çӳçĕмсем,
Вĕçĕ-хĕрри çук вĕсен.
Пĕр кĕреп те пĕр тухап
Таса çутă шыв ăшне.
Анчах пĕртте йĕпенмеп
Тен, вутăш та пулĕ эп.
Тĕлĕнтермĕш япала —
Вутăшпи пулса тăма,
Тинĕс айĕнче пулма,
Пуянлăхне тишкерме.
Шыв айĕнчи керменсем,
Кам хăпартнă-ши сире?
Пулăсем-и е çынсем,
Е ыр пулă-çынĕсем?
Утрав çинчен аннă-и
Е шывран хăпарнă-и?
Е чипер русалкăсем
Эрешленĕ-и сире?
Минотаврпа Тессес
Мĕн пайланă-ши кунта?
Несси тĕлĕнтермĕшĕ
Çакăнтанах тухать-ши?
Мĕн тăваççĕ-ши вĕсем
Тинĕсри чиперккесем.
Те ишеççĕ, те вĕçеççĕ
тĕлĕнтермĕш мĕлкесем.
Эпĕ те пĕрле ишетĕп
вĕсем хыççăн тинĕсре.
Мĕн шыратăп, мĕн кĕтетĕп,
Кăвак тинĕс айĕнче?
Сулахай алпа сулсассăн
Çул уçаççĕ пулăсем,
Сылтăм алăпа сулсассăн
Хăвалаççĕ арслансем.
Тĕлĕнмелле япала —
Тинĕс айĕнчи пурнăç.
Мĕн кăна çук пуль кунта?
Палламастăп хăшсене.
Унта пăхрăм — осминог,
Кунта пăхрăм — çич ура.
Дельфинарий те кунта,
Планетарий айĕнче.
Крокодилĕсем вара
Хуçаран та хуçасем
Тинĕс сыснисем пекех
чĕтренеççĕ мăнтăрпа.
Урасем çине пуссассăн
Шăтса тухĕç курăксем.
Пĕр утсассăн, пĕр чупсассăн
Пырса лекĕп ырлăха.
Йăл-йăл-йăл патшалăха
Лекме йывăр-çке мана.
Унăн уççине тупма
Питĕ нумай пĕлмелле.
Кĕресех килет унта —
Шыв айĕнчи ырлăха.
Вĕренес пулать нумай
Кĕнекепе туслашса.
Тухас терĕм çӳлелле
Тарăн тинĕс айĕнчен.