Тусăм, сана ачаран юратса,
Саншăн кăна тĕнчере ӳсрĕм эп.
Пур ĕçĕмре сана çеç астуса,
Сан кăмăлна килмелле турăм эп.
Саншăн кăна вĕренме тăрăшса,
Сан пирки çеç юрлакан пултам эп.
Юррăмсенче чи малтан савăнса,
Чунăм савни çинчен çеç çыртăм эп.
Пур кунсенче, каç пулсан, çĕрĕпе
Куç умĕнче сан сăнна куртăм эп.
Çут тĕнчере пур тĕлте пĕтĕмпе
Сан сассуна савăнса илтрĕм эп.
Пĕтĕм чуна йăлт санпа тултарса,
Пăшăрханса сан патна пытăм эп.
Сан умăнта пуçăма тайса,
Ним калама аптраса тăтăм эп.
Ĕмĕр пĕрле пурăнма асăнса,
Никам татайми чăн сăмах патăм эп.
Сан тутуна вăтанса чуптуса,
Сан аллуна чĕреме патăм эп.
Тусăм, ăçта хутăн-ши чĕреме?
Мĕншĕн ăна çĕмĕрсе ватрăн эс?
Мĕншĕн телейсĕр тума ĕмĕре
Макăрмалла, хăрмалла турăн эс?
Эх, авалхи кунсене астусам,
Тусăм, кăштах хĕрхенсем эс мана.
Çывăрнă чух тĕлĕкре çеç курса
Чуптуса ил авалхи чăн тусна.
Ваннă чĕрем вырăнне тавăрса
Ху чĕрӳнтен кăшт кăна татса пар.
Ĕмĕр санпа çеç тĕлленнĕ çынна
Тĕлĕкĕнче те пулсан салам яр.