Пĕлĕт çинче çăлтăрсем
Ялтăртатса тăраççĕ.
Вĕсен çутă куçĕсем
Çĕр çинелле пăхаççĕ.
Çĕр çинче мĕн пулнине,
Ырă, усал тунине
Çут çăлтăрсем кураççĕ,
Çын хуйхине туяççĕ.
Çак çĕр çинчи этемсем —
Пĕрне-пĕри тăшман пек.
Усал, вăйлă вăрçăсем
Чарăнасси çук та пек:
Пĕлĕт урлăш-тăршшĕпе
Тупă сасси янратать,
Хула-ялсем çуннипе
Кăвак пĕлĕт хуралать.
Этем çилли тулашать,
Юнпа куççуль пĕр юхать,
Çынна çынах вĕлерет,
Çынна çынах пĕтерет.
Пĕлĕт çинчи çăлтăрсем
Йăлтăртатса тăраççĕ.
Вĕсен уçă сассисем
Хуллен юрă юрлаççĕ.
«Этем пурте пĕр тăван», —
Теççĕ çӳлти çăлтăрсем.
«Этем хăйне хăй тăшман», —
Теççĕ тупă сассисем.
Çитĕ вăхăт, этемсем
Пурте пулĕç пĕр тăван.
Вара тупă сассисем
Пĕтсе ларĕç çак кунтан.
Пĕлĕт çинчи çăлтăрсем
Çавна курса савăнĕç.
Çӳлти пĕлĕт юррисем
Çĕр çинче те илтĕнĕç.
1918-1923