Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналта паян Патӑрьел районӗнчи Тӑрӑн ялӗнче шкула халалласа палӑк уҫни пирки пӗлтерчӗҫ. Тӗрӗссипе ҫак ӗҫ-пуҫ иртнӗ эрнерех, шӑматкун, ҫӗртмен 4-мӗшӗнче пулса иртнӗ иккен. Палӑка чаплӑн, тӳре-шарасене чӗнсех уҫнӑ. Ҫак пулӑма мӗнле хакламалла-ши? Нивушлӗ эпир шкулсем уҫас вырӑнне палӑксем уҫма тытӑнӑпӑр? Паллах, кун пек ҫӑмӑлрах та йӳнӗрех. Тимӗр листа ҫинче вырӑсла сӑвӑ касса кӑлар та, ҫуммӑн ӗлӗкхи парттӑна вырнаҫтар — пулчӗ те. Шкул уҫас тесен вара шкулне хӑпартма тивӗ, вӗрентекенсене хатӗрлеме тата ытти те. Уйрӑмах ялсене аталантарма тивет. Хальхи пек ялсене фельдшерсене ҫеҫ илӗртнипе мар, тулли программа хатӗрлесе. Ялта ҫуралнӑ ачасем хуланалла ан тарса пӗтчӗр тесе. Тен, хӑшӗ пӗри калӗ, ку тӗнчери юхӑм тейӗ. Пӗлсех тӑратӑп, тивӗҫлӗ программа тусассӑн, ялтисемшӗн хӑтлӑ пурнӑҫ йӗркелесе парсан унти халӑх хула енне ҫаврӑнса та пӑхмӗ. Мӗншӗн тумаҫҫӗ? Ахӑртнех, халӑх ытларах хуласенче кирлӗ тесе шутлаҫҫӗ пуль. Юрӗ, палӑкне уҫнӑ тейӗпӗр. Ялти пурнӑҫа аталантарма йывӑр тейӗпӗр. 150 ҫул тултарнӑ шкул пирки халӑх манса каясран палӑк та кирлӗ тейӗпӗр. Анчах! Мӗнле сӑлтавпа ҫак палӑкра вырӑсла кӑна ҫырнӑ-ха? Тӑрӑнри шкул вырӑс шкулӗ пулнӑ-и? Е ку вырӑссен ялӗ? Мӗншӗн патӑрьелсем чӑваш чӗлхинчен ҫав тери хӑраҫҫӗ? Е унта ку вӑхӑт тӗлне чӑвашла пӗлекенсем юлман? Е пирӗн тӑхӑмсем мӗн ҫырнине ӑнланаймасран ҫапла ҫырма шут тытнӑ? Чӑваш чӗлхи кунӗнче пирӗн чӗлхе пирки пӑшӑрханса пин-пин сӑмах калаҫҫӗ. Шел те ӗҫре тата пурнӑҫра ҫав пӑшӑрханӑва нимпе те ҫирӗплетмеҫҫӗ! Намӑс та мар вӗсене вӗт ҫакӑншӑн. Юрать-ха, сӑнсене пӑхкаланӑ хыҫҫӑн, Тав хучӗсене чӑвашла ҫырнӑ... Тӳре-шарана ҫакнашкал идейӑсем те пама пулать пуль: малтан ларнӑ клуб, ферма, арман е ытти ҫуртсем вырӑнӗсенче те палӑксем сахал мар лартса тухма пулать. Кайран, ялӗ пач ҫухалсан, ял вырӑнӗнче те палӑк лартма пулать. Палӑкӗсене уҫнӑ чухне, ялта ҫыннисем ҫитмесен, ытти ялсенчен чӗнме пулать… Эсир мӗн шутлатӑр? Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест. |
Agabazar // 1406.31.1309
2022.06.08 14:08 | |
![]() |
|
Agabazar // 1406.31.1309
2022.06.08 14:13 | |
![]() |
Ĕнтĕ халь унта пуçламăш шкул пекки те юлман-ши ĕнтĕ? |
Agabazar // 1406.31.1309
2022.06.08 14:15 | |
![]() |
Кунашкал «палăк» патне хăнасене пырса кăтартма та намăс.
Намăсĕ вара — чăвшла çырма ăс çитерейменнинче. Кунашкал япалана курсан килнĕ хăнасем лĕх-лĕх кулса иртме кăна пултараççĕ: "Чăвашсем çав таранах йăшса кайнă-ши?" — тейĕç. |
Евразиец // 1855.68.3619
2022.06.12 10:47 | |
Сегодня 12.06.2022 года. Чувашия, с Днем России всех вас! Здравия вам всем телесного и духовного на многая лета. | |
Agabazar // 3801.10.0551
2022.06.15 21:21 | |
![]() |
Ма чăвашла саламлама хăран вара? |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |
«Патăрьелсем» е «Тăрăнсем» тесе такам çине йăвантармалла мар.
Тăрăн — чăваш ялĕ. Анчах та вырăс ялĕнче чăвашла çырсан та нимĕн те пулмасть. Чăваш чĕлхи бандеровццăсен чĕлхи мар вĕт???