Чӑваш Енри Алексей Степанов – федераци шыравӗнче. Ӑна вӑрланӑшӑн айӑпласшӑн. Унӑн суда килмелле пулнӑ, анчах вӑл йӗп пек ҫухалнӑ.
Ҫакӑ паллӑ: ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче вӑл Чулхулана ӗҫлеме кайнӑ. Унта кӳршипе пурӑнма хатӗрленнӗ хваттере килнӗ. Кӑштахран Алексей Степанов урама пирус туртма тухнӑ та каялла таврӑнман. Вӑл хӑйӗнпе пӗрле телефон кӑна илнӗ. Анчах тепӗр кунхине шӑнкӑравсем кайма пӑрахнӑ.
Уйрӑм паллӑ пур: куҫ харши хушшинче тур палли курӑнать.
Муркаш районӗнчи Амоксар утравӗнче, Атӑл варринче, Мари Элти археологсем шырав ирттернӗ те 11-мӗш ӗмӗрти вилтӑприсене тупнӑ. Ку ӗҫе Мари археологи экспедицийӗ тата нимеҫӗсем пурнӑҫланӑ.
Вӗсем вилтӑприсенче алка-эреш, хӗҫ-пӑшал, ӗҫ хатӗрӗ, антропологи материалӗсем тупнӑ. Археологсем палӑртнӑ тӑрӑх, инвентаре тата виле пытарнин йӑли-йӗркине пӑхсан вилтӑприсем марисенни пек. Ҫапах урӑхлараххисем те пур.
Аса илтерер: утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче кӑнтӑрла Амоксар утравӗ ҫинче пушар тухни курӑннӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта 15 ҫулти хӗрача килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Ӑна "Лиза Алерт" хастарӗсем те шыраҫҫӗ.
Хӗрача сывах мар, ӑна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ. Килтен тухса кайнӑ чухне кӑвак кӗпе, хура футболка, сӑрӑ тӗслӗ джинс шӑлавар, ҫутӑ пушмак тӑхӑннӑ пулнӑ. Хӑйӗнпе хура сумка илнӗ.
Хӗрачана курнӑ е ун пирки мӗн те пулин пӗлетӗр тӗк ҫак номерсемпе шӑнкӑравламалла: : 8(800)700-54-52, 112 е 89520203557
Шупашкарта 74 ҫулти кинемей ҫухалнӑ. Ӑна «Лиза Алерт» хастарӗсем те шыраҫҫӗ.
Ильвира Грингорьевна Карзакова (Убакова) килтен ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Ҫакӑ паллӑ: ӑна медпулӑшу кирлӗ.
Кинемей ҫӳллех мар – 160 сантиметр, куҫӗ кӑвак, ҫӳҫӗ кӑвакарнӑ. Килтен кайнӑ чухне кӗрен халат, тӗттӗм нуски хӗрлӗ тапочкӑ тӑхӑннӑ пулнӑ.
Ун пирки мӗн те пулин пӗлетӗр тӗк ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8(800)700-54-52 е 112.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ Атӑл леш енче археологи шыравӗ ирттерет. Ӑна институтӑн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Николай Мясников ертсе пырать.
Хальхи вӑхӑтра археологсем 10-11-мӗш ӗмӗрсенче виле пытарнӑ вырӑнсене тӗпчеҫҫӗ. Паянхи куна вӗсем пуртӑ, ҫӗҫӗ, шӑрҫа, сулӑ, раковина, тункӑр тупнӑ.
Сӑмах май, пӗлтӗр археологсем Шупашкарти 1-мӗш больница вырӑнӗнче тӗпчевсем ирттернӗ. Ун чухне 15-мӗш ӗмӗр тата 16-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи артефактсене тупнӑ.
Ӗнер Кӳкеҫ поселокӗнче арҫынна тупнӑ. Вӑл ӑс-тӑн хавшаккипе аптӑрани палӑрать. Ҫавӑнпах хӑй ӑҫтан пулнине калаймасть. «Лиза Алерт» хастарӗсем унӑн тӑванӗсене шыраҫҫӗ.
Хӑйне вӑл Иван Смирнов тет. Вӑл 65 ҫулсенчи пек курӑнать. Ӑна вӑхӑтлӑха Шупашкарти сиплев учрежденине вырнаҫтарнӑ. Вӑл сӑрӑ тӗслӗ куртка, хура шӑлавар тӑхӑннӑ. Ӑна пӗлекенсене ҫак номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 800 700-54-52 е 89520203557.
Ҫӗртмен 7-мӗшӗнче Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи паркра 3 ҫулти ача ҫухалса кайнӑ. Вӗсене шырас ӗҫе ахаль ҫынсем те хутшӑннӑ.
Александра Дамиан тата Серафима Иванова ун чухне йытӑпа уҫӑлса ҫӳренӗ. Вӗсем те ачана шыранӑ, паркра шаппӑн утса сас-чӗве итлесе пынӑ. Кӗҫех вӗсем ача макӑрнине илтнӗ. Ҫырма тӗпӗнчен илтӗнет иккен. Вӗсем унта ансан ачана тупнӑ. Пӗчӗкскер пушмакне ҫухатнӑ, йӗпенсе шӑнса хытнӑ. Питне вӑрӑм туна ҫыртса пӗтернӗ. Ача паркра 2,5 сехет ҫухалса ҫӳренӗ.
Александрӑпа Серафимӑна ШӖМ тав туса парнесем панӑ.
Шупашкар районӗнче 64 ҫулти хӗрарӑм ҫухалнӑ. Кун пирки «Лиза Алерт» шырав отрячӗн халӑх тетелӗнчи страницинче ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче хыпарланӑ.
Наталья Сергеевна Григорьева (Ершова) Шупашкар районӗнчи Чакасси ялӗнче пурӑннӑ. Вӑл ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫухалнӑ.
Хӗрарӑм килтен тухса кайнӑ чухне хӗрлӗ курткӑпа, симӗс кофтӑпа, хура юбкӑпа тата хура сумкӑпа пулнӑ.
Ҫухалнӑ хӗрарӑм 164 сантиметр ҫӳллӗш, начаркка, куҫӗ хӑмӑр тӗслӗ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар ялӗнче пурӑнакан ватӑ арҫыннӑн тӑванӗсем ҫывӑхра ҫук. Ӑна соцӗҫчен пӑхса пурӑнать. Ҫак кунсенче 70-ти старик ҫухалнӑ.
Ӑна тӳрех шырама пуҫланӑ. Ку ӗҫе полицин аслӑ капитанӗ Евгений Дубов тата полицин аслӑ лейтенанчӗ Михаил Григорьев хутшӑннӑ. Ватӑ арҫын илтменни, ӑс-тӑн енчен арпашӑнни ӗҫе тата кӑткӑслатнӑ.
Юрать-ха, часах шыраса тупнӑ. Пӗве патӗнче ҫын мӗлкине асӑрхасан унта васканӑ. Ватӑскер шӑнса кӳтнӗ, вӑйран кайнӑ. Ҫапах тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулман ӑна.
Шупашкарта пурӑнакан 56 ҫулти Юрий Гужгуров ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Паянхи кунччен унӑн телефонӗ ҫутӑ пулнӑ, паян сӳнсе ларнӑ. Анчах вӑл шӑнкӑравласан тытман.
Тӑванӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, унччен арҫын нихӑҫан та ҫухалман. Вӑл ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче ҫухалнӑ: Лукин урамӗнчен Максим Горький проспекчӗ еннелле кайни паллӑ. Тӑванӗсем моргсене те, пульницӑсене те шӑнкӑравланӑ – ниҫта та ҫук.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.03.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Орлов Георгий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |