Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Ярославль тӑрӑхӗнче пурӑнакан пӗр хӗре пирӗн пата килсе курма сертификат парнеленӗ.
«Мне бы в Чебы» икӗ кунлӑх ҫулсӳреве асӑннӑ тӑрӑхри хӗр ВДНХри куравра тивӗҫнӗ. Ирина Пиленкова пирӗн тӑрӑхӑмӑрӑн куравӗпе паллашма пынӑ 10 пинмӗш ҫын пулнӑ.
Турпутевкӑсене ҫавӑн пекех «Книга моих путешествий» (чӑв. Манӑн ҫулҫӳревӗмсен кӗнеки) викторинӑна, «Открой бизнес в Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енре бизнес уҫ) вӑййа хутшӑнакансем хушшинче те выляттарӗҫ.
Паян ЧР Элтеперӗ Олег Николаев «Радио родных дорог» хумӗсем ҫинче тӳрӗ эфир ирттернӗ. Ӑна итлекенсем Олег Алексеевича мӗнле юрӑ килӗшнине пӗлеҫҫӗ.
Константин Донской телеертӳҫӗ Элтепертен мӗнле юрӑ килешни пирки ыйтнӑ. «Пурте тенӗ пекех мана «Есть только миг в этом мире будущем» юрра килӗштернине пӗлеҫҫӗ. Ӑна ман валли тӑтӑшах саккас параҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне паллӑ ушкӑнсем юрлакан юрӑсем те килӗшеҫҫӗ. Тӗслӗхрен, «Любэ». Питӗ лайӑх репертуар. Ку репертуартан ытларах килӗшекен юрӑсем пур. Тӗслӗхрен, «Там за туманами».
Чӑваш Енре пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемьесем патшалӑх шучӗпе хваттерлӗ пулса тӑраҫҫӗ.
Республика Элтеперӗ Олег Николаев каланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енри ултӑ е унран та ытларах ачаллӑ кашни ҫемьенех юлашки виҫӗ ҫулта ҫурт-йӗрпе тивӗҫтернӗ. Кун пирки вӑл Шупашкарти Башмачников урамӗнчи ҫӗнӗ ҫуртра хваттерлӗ пулнисене ҫӑра уҫҫи тыттарнӑ чух палӑртса хӑварнӑ.
Асӑннӑ ҫуртри 91 хваттере кивӗ ҫуртра пӳрӑнакансене панӑ, 16-шне — нумай ачаллӑ тата сахал тупӑшлӑ ҫемьесене, 9-шне — тӑлӑх ачасене.
Чӑваш Енре дронсенчен хӳтӗленмелли 4 пӑшал туяннӑ. Вӗсене хысна шучӗпе илнӗ.
Кун пирки республика Элтеперӗ Олег Николаев Шалти ӗҫсен органӗсенче ӗҫлекенсен кунӗнче пӗлтернӗ.
«Ҫитес вӑхӑтра вӗсене эпир Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствине парӑпӑр. Асӑннӑ хатӗрсем уйрӑмах асӑрханмалли зонӑсене хӳтӗлеме кирлӗ», – тенӗ Олег Николаев.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев каллех тӳрӗ лини ирттересси пирки пӗлтернӗ. Хальхинче вӑл «Радио дорожных дорог» радио хумӗсем ҫинче иртӗ.
Тӳрӗ эфир кӑнтӑрла, 12 сехетре, пуҫланӗ. Ыйтусене маларах Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ ятарлӑ формӑна тултарса пама пулать. Ҫавӑн пекех «Контактра» халӑх тетелӗнчи постра комментарисем ҫырма май пур.
Тӳрӗ эфир вӑхӑтӗнче те шӑнкӑравласа ҫитме пулать: 8-800-222-10-02.
Чӑваш Ене Элтеперӗ Олег Николаев Китая каясси пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Унта «Атӑл-Янцзы» форматпа регионсен хушшинчи канаш ларӑвӗ иртӗ.
Олег Николаев хӑйӗн делегацийӗпе Цзянси провинцири Нанчан хулине ҫитсе килме палӑртнӑ. «Атӑл-Янцзы» форматпа канаш чӳк уйӑхӗн 6-9-мӗшӗсенче иртет.
Паян Олег Алексеевич Китайра ӗнтӗ. Унӑн делегацийӗ Наньчан хулин историйӗпе паллашнӑ, VR-оборудовани туса кӑларакан савута ҫитсе курнӑ.
Паян Чӑваш наци музейӗнчн Пысӑк этнографи диктантне ҫырнӑ. «Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти» упранакан зала 30 ҫын пухӑннӑ. Ҫав йышра ЧР Элтеперӗ Олег Николаев та пулнӑ.
Акци кӑҫалхипе саккӑрмӗш хут иртнӗ. Унта хутшӑнакансен йышӗ ҫуллен ӳссе, географийӗ анлӑланса пырать.
Диктанта чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗччен онлайн майпа та ҫырма пулать. Тестра 30 ыйту. Вӗсенчен 10-шӗ республикӑпа ҫыхӑннисем. Диктанта ҫырма 45 минут уйӑрса параҫҫӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Китая ҫул тытӗ. Унта вӑл ӗҫпе кайӗ.
Чӑваш Ен делегацийӗ Китайра тӑватӑ кун пулӗ: чӳк уйӑӗн 6-9-мӗшӗсенче. Вӗсем Цзянси провинцири Нанчань хулинче иртекен «Волга–Янцзы» форматлӑ канашӑн лаӑвне хутшӑнӗҫ.
Чӑваш Ен делегацине Олег Николаевсӑр пуҫне тата кам кӗрессине асӑнман.
Паян, юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑн ҫӗнӗ прокурорӗпе Эдуард Гиматовпа паллашнӑ.
Аса илтерер: Эдурад Гиматова Чӑваш Ен прокурорӗ пулма Раҫҫей Президенчӗн Хушӑвӗпе пилӗк ҫуллӑха ҫирӗплетнӗ.
Унпа Элтепере РФ генеральнӑй прокурорӗн ҫумӗ Николай Шишкин паллаштарнӑ.
Эдуард Рафикович Курган облаҫӗнчи Боровское ялӗнче 1980 ҫулта ҫуралнӑ. 2002 ҫулта Тӗменти пашалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Прокуратура органӗсенче 2003 ҫулхи ҫу уйӑхӗнченпе ӗҫлет. Тӗмен прркурорӗ, Тамбов облаҫӗ прокурорӗн ҫумӗ пулнӑ.
Чӑваш Енре ҫитес ҫула Экологи культурине тата ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курнине халаллӗҫ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ хушӑва алӑ пуснӑччӗ ӗнтӗ.
Ҫитес ҫулталӑк валли логотип суйламалла. Ҫавна май конкурс ирттерме йышаннӑ. Вӑл юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пуҫланать те чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вӗҫленет.
Конкурса Раҫҫей гражданинӗсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Кашниех номинацие пӗр ӗҫрен ытларах мар тӑратма пултарать. Чи лайӑх логотип тата девиз шутласа кӑларакансене 1-3-мӗш вырӑнсем парса хаклӑ парнепе, дипломпа хавхалантарӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |