Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +25.3 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Хусан

Ҫул-йӗр

«Мускав – Хусан» М-12 тӳлевлӗ магистрале уҫиччен вӑхӑт нумаях юлман – 3 уйӑхран та сахалрах. РФ вице-премьерӗ Марат Хуснуллин пӗлтернӗ тӑрӑх, аван уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Мускавпа Арзамас хушшинчи ҫул уҫӑлӗ. Раштавӑн 20-мӗшӗччен вара Хусана ҫитерекен ҫул та ӗҫлесе каймалла.

Аса илтерер: ҫула 2020 ҫулта тума пуҫланӑ, вӑл 811 ҫухрӑм тӑршшӗ. Вӑл Мускав, Владимир, Чулхула облаҫӗсем, Чӑваш тата Тутар республикисем урлӑ иртет. М-12 ҫула кайран Екатеринбург таран тӑсӗҫ, 2025 ҫулта вара – Тӗмене ҫити.

 

Культура

Чӑваш патшалӑх филармони артисчӗсем Хусана гастрольпе тухса кайӗҫ. Унта вӗсем «12 стульев» мюзикла кӑтартӗҫ.

Илья Ильфпа Евгений Петровӑн сатира романӗ тӑрӑх хатӗрленӗ ӗҫӗн режиссёр-постановщикӗ тата хореографӗ Кристина Игнатьева. Либретто авторӗ – Александр Вулых поэт, композиторӗ – Игорь Зубко.

Шупашкар ӑстисен пултарулӑхне тутарсем авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче хаклайӗҫ. Мюзикла Г. Камал ячӗлӗ Тутар академи драма театрӗн сцени ҫинче лартса парӗҫ.

 

Раҫҫейре

Ҫурла уйӑхӗ вӗҫлениччен Хусанпа Мускав хушшинче хушма пуйӑс ҫӳрӗ. Ку йӑлтах - ҫулҫӳревҫӗсемшӗн меллӗ пултӑр тесе.

Ҫул ҫинче вӑл Владимир, Дзержинск, Чулхула, Канаш хулисенче, Вӑрмар поселокӗнче тата Симӗс Долта чарӑнӗ.

Пуйӑс Мускаври Ярославль вокзалӗнчен утӑ уйӑхӗн 25, 28-мӗшӗсенче, ҫурла уйӑхӗн 1, 4, 8, 11, 15, 18, 22, 25, 29-мӗшӗсенче 21 сехет 15 минутра тапранса кайӗ. Хусана тепӗр кун 12 сехет те 54 минутра ҫитӗ.

 

Персона

ЧАССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ, ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ пулнӑ Николай Григорьев ӗнер пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 90 ҫула кайнӑ пулнӑ.

Канаш тӑрӑхӗнче ҫуралнӑскер Хусанти медицина институтне пӗтернӗ, унтан Тӑвайри тӗп пульницӑра хирургра ӗҫлеме пуҫланӑ, кайран тӗп тухтӑр пулнӑ. Кун хыҫҫӑн Канаш хулин пульницинче, Республикӑри пульницӑра ӗҫленӗ. 1979-1994 ҫулсенче вӑл ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ пулнӑ. Унта 15 ҫул тӑрӑшнӑ.

Николай Григорьевпа утӑн 8-мӗшӗнче 11 сехетре Шупашкарти Граждан урамӗнчи 19-мӗш ҫуртра сывпуллашӗҫ. Ӑна хӑйӗн тӑван ялӗнче, Кайӑкъялӗнче, пытарӗҫ.

 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗрпӳсем Чӑваш Ен халӑхне тата республика хӑнисене Тихвин ярмӑрккине чӗнеҫҫӗ. Вӑл утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче хӗрарӑмсен Тихвин мӑнастирӗ ҫывӑхӗнче пуҫланать.

Ӑна 17 сехетре савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Ярмӑрккӑра ача-пӑча Акатуйӗ, юрӑ фестивалӗ, фейерверк, ташӑ каҫӗ пулӗҫ. Ҫавӑн пекех Хусанти JUST BRASS ушкӑн тата "Звонница" ансамбль юрӑ-ташӑпа савӑнтарӗҫ.

Тихвин ярмӑркки утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗччен пулӗ.

 

Персона
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Вӑрнар районӗнчи Ҫавалкас ялӗнче чӑвашсен паллӑ прозаикӗ, сӑвӑҫӗ, куҫаруҫи Юрий Григорьев (Айдаш) ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнӗ ятпа пуҫтарӑннӑ. Юрий Григорьевич шӑпах ҫав ялта ҫуралнӑ.

Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Галина Матвеева пӗлтернӗ тӑрӑх, Юрий Айдашпа

«пӗр парта хушшинче ларнӑ Юлия Николаева, унӑн тӑван шӑллӗ Валерий Семенов, истори учителӗ Петр Золов, Чӑваш Республикин Наци библиотекинче ӗҫлекен Ольга Тимофеева, Профессиллӗ писательсен союзӗн председателӗ Улькка Эльмен, литература тӗпчевҫи, филологи наукисен докторӗ Виталий Родионов, Арсений Тарасов, Марина Карягина, Светлана Асамат, Галина Матвеева, Нина Пӑрчӑкан ҫыравҫӑсем тата ыттисем тухса» калаҫнӑ.

Юрий Айдаш Хусанти патшалӑх университетӗнче пӗлӳ илнӗ. Тутарстанри Пӑва районӗнче учительте, унтан Чӑваш Енӗ телевиденипе радиовещани комитетӗнче, Чӑваш кӗнеке издательствинче, «Тӑван Атӑл» журнал редакцийӗнче ӗҫленӗ.

Юрий Айдаш литературӑна «Йӗплӗ роза» (1969), «Кӑнтӑр ҫутипе» (1974) повеҫсемпе кӗнӗ, каярахпа поэзире ытларах тимлеме тытӑннӑ. Ю. Айдаш А. Пушкинӑн, Ю. Лермонтовӑн, С. Есенинӑн, А. Твардовскин, тӗрлӗ халӑх поэчӗсен сӑввисене чӑвашла куҫарнӑ, литературӑра пуян еткерлӗх хӑварнӑ.

Малалла...

 

Республикӑра
t.me/pro_cheby каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/pro_cheby каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шыв айӗнчи ҫунатсемлӗ «Валдай45Р» хӑвӑпт ҫӳрекен катерсем кӑҫал та ҫӳрӗҫ. Вӗсем паян Шупашкара килсе ҫитнӗ. Катерсем ыран, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, ҫула тухӗҫ.

Шупашкартан Хусана ҫитме билет хакӗ 630 тенкӗ тӑрӗ, 6-10 ҫулсенчи ачасемшӗн 315 тенкӗ тӳлемелле.

Катерсем Шупашкартан Хусана кашни кунах ирхи 8 сехетре тата кӑнтӑрла иртни 16 сехетре хускалӗҫ. Хусантан та ҫав вӑхӑтрах тухса килӗҫ.

Катерсем Свияжска та ҫӳрӗҫ.Унта ҫитме те блет хакӗ Хусана кайнӑ чухлех. Анчах ҫула шӑматкунпа вырсарникунсерен тухӗҫ. Шупашкартан 8 сехетре тапранса кайӗ, Свияжскран — 14 сехет те 30 минутра.

Билетсене Шупашкарти юханшыв порчӗн сайтӗнче туянма май пур. Свияжска каяс тесе онлайн илме май килмӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://chport.ru/valdaj-45r/
 

Культура
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре ӗҫлесе пурӑнакан тата тепӗр темиҫе ҫынна тава тивӗҫлӗ ятсем панӑ.

Элӗк районӗнчи тӗп клуб тытӑмӗнчи халӑх театрӗн режиссёрне Инна Афанасьевӑна тата Шупашкарти ача-пӑча ӳнерӗн 1-мӗш шкулӗн преподавательне Ольга Рудаковӑна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят пама йышӑннӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

Элӗкри халӑх театрӗ пирки темиҫе сӑмахпа та пулин тӗплӗнрех пӗлтерес килет. Асӑннӑ театра В.И. Волков ятлӑ ҫын 1934 ҫулта пуҫарса янӑ. Хӑй тӗллӗн вӗреннӗ атистсем 1968 ҫулта А. Эсхел ӗҫӗ тӑрӑх «Виҫӗ туй» спектакль лартнӑ. Ҫав ҫулах коллектива халӑх ятне панӑ.

2007 ҫултанпа коллектива Инна Афанасьева ертсе пырать. Инна Витальевна Хусанти культура институтӗнче вӗреннӗ.

 

Персона
Елена Николаева. culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Елена Николаева. culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн директорӗ Елена Николаева 50 ҫул тултарнӑ.

Елена Николаева 1973 ҫулта Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ вӑхӑтрах шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентме тытӑннӑ. 2002 ҫулта вӑл Республикӑн халӑх пултарулӑхӗн ӑслӑлӑхпа методика центрне ӗҫлеме пуҫланӑ, каярах вӑл Республикӑн культура программисен дирекцине куҫнӑ.

Ҫамрӑксен театрӗн директорӗнче вӑл 2011 ҫултанпа ӗҫлет. Театрта палӑртнӑ тӑрӑх, культура учрежденине Елена Николаева ертсе пыма тытӑннӑранпа театр пурнӑҫпа тан утма тытӑннӑ.

Спектакльсем лартма театра тӗрлӗ ҫӗрти пултаруллӑ режиссерсене, художниксене тата композиторсене пӗрмаях чӗнсе илеҫҫӗ. Театр ӗҫченӗсем хӑйсен пултарулӑхне Мускавра, Питӗрте тата Хусанта туптаҫҫӗ.

 

Культура
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш кӗнеке издательствинче нумаях пулмасть Николай Евдокимовӑн «Ҫулсем-йӗрсем» романӗ 1000 экземплярпа кун ҫути курнӑ.

Николай Евдокимов 1893 ҫулхи ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Самар облаҫӗнчи Шунтал районӗнчи Ҫӗнӗ Таяпа ялӗнче ҫуралнӑ. Теччӗри педагогика курсӗнче, Хусан университечӗн медицина факультетӗнче вӗреннӗ, Хусантах акушерство клиникинче ординатурӑра пӗлӗвне ӳстернӗ. 1930 ҫулта вӑл Чӑваш Ене куҫса килнӗ, медицина енӗпе ӗҫлесе пурӑннӑ. Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ята тивӗҫнӗ.

Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Николай Евдокимовичӑн малтанхи юптарӑвӗсем 1929 ҫулта «Хӗрлӗ сӑнӑ» кӗнекере пичетленнӗ. 1936 ҫулта унӑн «Юптарусем» кӗнеки, 1962 ҫулта «Ҫулсем-йӗрсем» романӗ, 1964 ҫулта «Крепков» повеҫӗ тухнӑ. Вӑл совет тата ют ҫӗршыв ҫыравҫисен хайлавӗсене, медицина кӗнекисене чӑвашла куҫарнӑ. Н.Е. Евдокимов 1964 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ... 46
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Укçа-тенкĕ енчен ку эрнере хавшакрах. Укçана перекетлĕр. Харпăр тата професси хутшăнăвĕсенче йывăрлăхсем пур. Тен, юратнă япала çухалĕ. Эрне вĕçнелле йăлтах йĕркеленĕ. Ырă çынсем пулăшнипе çухалнă япалана тупаятăр. Юратнă çынпа хутшăну лайăхланĕ. Эсир ăна пуринчен ытла шанатăр. Юратнă çын çакна тивĕçлĕ пулинех.

Ака, 19

1936
88
Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1957
67
Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та