Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Ҫӗмӗрле


Ҫӗмӗрле, — Чӑваш Ен хули, 1916 ҫулта Мускав-Хусан чугун ҫулне тунӑ чухне никӗсленӗ. 1930 ҫултанпа ӗҫлекенчен поселокӗ, 1937 ҫултан — хула. 1935 ҫултан Ҫӗмӗрле районӗн администрациӗ вырнаҫать. Шупашкартан 110 ҫухрӑмра ларать.

Хула варринче пилӗк тата икӗ хутлӑ ҫӳртсем вырнаҫнӑ, хула хӗрринче — пӗр хутлисем.
1999 ҫулхи кӑрлачӑн 1 41 пин ҫын пурӑннӑ (1959 ҫулта — 30,2 пин, 1979 ҫулта — 37,3 пин, 1989 ҫулта — 41,9 пин ҫын). Тӗрлӗ тӗслӗ халӑхсем пурӑнаҫҫӗ, высенчен вырӑссем 68%, чӑвашсем 24%. Ҫавӑн пекех мордвасем, тутарсем, украинецсем тата ытти халӑхсем пурӑнаҫҫӗ.

Ҫӗмӗрлере 8 вӑтам шкул, музыка шкулӗ тата ӳнер шкулӗ пур. Ҫавӑн пекех икӗ культура керменӗ, «Дружба» кинотеатр, 7 вулавӑш, таврапӗлӳ музейӗ пур.

Хула гербне 1976 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗнче йышӑннӑ.


 
Категорисем: Ҫӗмӗрле

Тулли верси :: Статья каҫми