Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Сморотин


СморотинЭлӗк районӗнчи ял, Элӗк ял тӑрӑхне кӗрет.

Шупашкартан 72 ҫухрӑмра, Элӗкрен — 4 ҫухрӑмра ларать.

Таварлӑх

Кунта Хурлӑхан варӗ пур.

Ял кун-ҫулӗ

Сморотин ялӗ 1929 ҫулта пуҫланса кайнӑ. Пӗрремӗш килсене Кирилл Козловпа и Николай Васильев ҫемйисем лартнӑ. Ял ятне юнашар ҫырмара нумай тискер хурлӑхан ӳснӗ пирки Сморотин панӑ (хурлӑхан вырӑсла «смородина»).

1929 ҫултанпа Элӗк районне, 1962 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗ хыҫҫӑн Вӑрнар районне кӗнӗ. 1965 ҫулхи пушӑн 14-мӗшӗ хыҫҫӑн хальхи вӑхӑтчен Элӗк районне кӗрет.

Халӑх йышӗ

1999 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне ялта 109 ҫын пурӑннӑ. 2002 ҫулхи ҫырав ялта 33 кил пулнине, пурӗ 104 ҫын пурӑннине палӑртнӑ.

Паллӑ ҫыннисем

Каҫӑсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр


 
Категорисем: Сморотин

Тулли верси :: Статья каҫми