Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: 59-мӗш шкулта педпрактикӑра пулнӑ студентсен шухӑшлавӗ


59-мӗш шкулта чǎваш чӗлхине 9 учитель вӗрентет. Ку шкулта тӗрлӗрен кружоксем ӗҫлеҫҫӗ (музыка, спорт, наука т.ыт.те).
Чǎваш чӗлхине вырǎс шкулӗнче вӗрентес ӗҫ ҫǎмǎл мар, мӗншӗн тесен вӗсем ǎна тǎван чӗлхе пек йышǎнмаҫҫӗ. Эпир ачасене грамматика хǎнǎхтарǎвӗсем тутарса, турнирсемпе пуҫӗсене ҫавǎрмарǎмǎр. Ытларах уроксенче ҫӗнӗ сǎмахсем парса чǎвашла кашнине калаҫтарма тǎрǎшрǎмǎр.
Учитель ӗҫӗнче питӗ пысǎк чǎтǎмлǎх кирлӗ. Хулари ачасене ҫак чӗлхе патне туртǎм вǎратасси, ҫак чӗлхепе калаҫтарасси, унпа усǎ курма вӗрентесси учительрен кǎна килмест. Пӗтӗм общество тǎрǎшсан ҫеҫ пулать.
Ҫапах та эпир ачасене чǎваш чӗлхине юратма вӗрентме тǎрǎшрǎмǎр. Пӗр уйǎх хушши тǎрǎшрǎмǎр тǎван чӗлхене вӗрентес тесе!
Чылай студента килӗшнӗ шкулта ӗҫлеме. Ачасем те юлашки кунсенче пире ярасшǎн мар пулчӗҫ. Пӗр-пӗрне хǎнǎхса ҫитрӗмӗр-ҫке! Пире ку шкул питӗ килӗшрӗ. Ачасем япǎх мар, лайǎх вӗренес тесе тǎрǎшаҫҫӗ. Практика аван иртсе кайрӗ.


 
Категорисем: Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ

Тулли верси :: Статья каҫми