Кӑҫал ҫапла Михала,
Така пуснӑ ятпала,
Чӗнсе килчӗ хӑнана
Хайхи услап Ваҫҫана,
Вӗҫкӗн, мӑран Мируна.
Анаткасри Антуна...
Эрех-сӑра тӑкӑнать,
Урай кашти авӑнать.
Чӑн авалхи йӗркепе
Ваҫҫа сыпать черккепе,
Мирун ӗҫет куркапа,
Антун ярать алтӑрпа...
Ӗҫсен-ӗҫсен, урмӑшсан,
Ӑса-пуҫа ҫухатсан,
Хайхи туссем, пӗлӗшсем,
Намӑс-симӗс ҫук ҫынсем,
Сикрӗҫ-тӑчӗҫ ҫапӑҫма,
Пӗрне-пӗри ҫунтарма.
Хайхи ӳсӗр ҫиллипе
Ваҫҫа ҫапать черккепе,
Мирун парать куркапа,
Антун ярать алтӑрпа.
Ак тамаша, япала,
Мӗскер ӗнтӗ тумалла, —
Мӗкӗреҫҫӗ вӑкӑрла,
Ҫухӑраҫҫӗ сысналла...
— Така ӗҫки пит хакла
ларчӗ, — тет халь Михала.
Ваҫҫан хӑлхи янӑрать,
Мирунӑн мӑй ыратать,
Антун аран уткалать,
Ҫаплах укол тутарать.
Ирӗк парӑр калама:
Вӑхӑт ӗнтӗ ӑнланма —
Ҫитет ӗҫсе ашкӑнма,
Ҫын сӑнарне ҫухатма.