Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Ӑнтӑлу (Г. Юмарт)

Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.

Ырӑ, тирпейлӗ пурнассӑм килет.
Пурнӑҫ кӗрлевӗ хаяррӑн силлет,
Сӗм авӑра илӗртет, сӗтӗрет.
Пуҫӑм вара ҫаврӑнать, минӗрет,
Чун аташать, айхашать, иртӗхет...
Хурлӑх парнелӗ ултавлӑ реххет.
Ырӑ, тирпейлӗ пурнассӑм килет,
Манӑн курасчӗ сӑваплӑ тивлет.
Ҫут тӗнчере пӗр пулсассӑн кӑна
Хам ӑнтӑлсассӑн тутанӑп ӑна.
Ҫак шайлашу ҫӗклесе пынипе
Ырлӑхӗ ҫитӗ ҫынна пӗтӗмпе.
Пӳрнӗ пулсан – пархатарлӑ чӗре –
Пурнӑҫӑм ирттӗр хастарлӑ ӗҫре.
Ухӑнтӑр чун уҫлӑх юхӑмӗнче,
Ӑсӑм туптантӑр ун хумӗ ҫинче.
Ҫутӑ хӗвелӗн сипетлӗ ӑшши
Пултӑр ман кӑмӑлӑн тутлӑ тӗшши.
Аслӑ тӗнчемӗрӗн аслӑ кӗвви
Пултӑр ман шухӑшӑн чӗрӗ тӗвви.
Эй! тӗнчене тытакан ыр хӑват,
Пур нишлӗхрен хӑтарсамччӗ, сыват.
Ҫут тӗнчепе шайлашуллӑ тӑма
Ҫул кӑтартсамччӗ айван ӑсӑма.

Геннадий Юмарт
Сӑвва «Хыпар», 87№ (2008, ҫу, 5) хаҫатран илнӗ


 
Категорисем: Геннадий Юмарт сӑввисем

Тулли верси :: Статья каҫми