Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Ҫӗнӗ Шӑхран


Ҫӗнӗ Шӑхран


Тахҫанах та мар теҫҫӗ, хальхи Канаш хулинчен улпутсенчен, куланайсенчен хӑтӑлас тесе чӑваш ҫемйи Канашран (ӑна ӗлӗк Шӑхран тенӗ) 2 е 3 ҫухрӑма тарса кайнӑ. Унта вӗсӗм ҫуртсем лартнӑ та ял ятне Шӑхран ячӗпех пама шутланӑ. Вара Шӑхран тесе ят панӑ. Яла халь те ҫаплах калаҫҫӗ.


1956 ҫ. ЧР Комсомольски р-чи Ҫӗнӗ Шӑхранра
В.Дмитриев ҫырса илнӗ.- ЧПГӐИ ӐА, II, 331, 3 с.



Тулли верси :: Статья каҫми