Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Ҫӗнӗ ШелттемҪӗнӗ Шелттем (выр. Новые Шальтямы) — Чӑваш Республикин Канаш районӗнчи ял. Шелттем ял тӑрӑхӗн административлӑ центрӗ шутланать.
Ял Чӑваш Енӗн варринче, Вӑрӑм юханшывӗн сылтӑм ҫыранӗнче вырнаҫнӑ. Шупашкара ҫитме — 107 километр, район центрӗччен — Канаш хулине ҫитме — 23 километр, чи ҫывӑхри чукун ҫул станцийӗччен те 23 километр.
XIX ӗмӗрте ку яла Кивӗ Шелттем ялӗнчен тухнӑ ҫынсем никӗсленӗ. Ялӑн историри ячӗсем: Ново-Шальтям тата Ново-Шальтямово.
1866 ҫулччен ял ҫыннисем патшалӑх хресченӗсем шутланнӑ. Халӑхӑн тӗп ӗҫӗсем ҫӗр ӗҫӗ, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси, ҫавӑн пекех ҫӑм таптасси тата ҫӑм арласси пулнӑ.
1896 ҫулта ялта хутла вӗрентекен шкул уҫнӑ. XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ял территорийӗнче шыв арманӗ ӗҫленӗ. 1919 ҫултанпа пӗрремӗш сыпӑкри шкул ӗҫлеме пуҫланӑ. 1929 ҫулта «Красная звезда» колхоз йӗркеленӗ.
Администраципе территори пайланӑвӗ тӗлӗшӗнчен XIX ӗмӗрте тата 1927 ҫулччен ял Ҫӗрпӳ уесӗнчи Кивӗ Терпит тата Сиккасси вулӑсӗсене кӗнӗ. 1927 ҫултанпа ял Канаш районне кӗрет.
Ялти халӑх йышӗ ҫапла улшӑнса пынӑ:
Ялта ял хуҫалӑх предприятийӗ — «Маяк» ТМЯП ӗҫлет (2010 ҫулхи даннӑйсем). Ялта шкул, ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулӗ (ДЮСШ), фельдшер пункчӗ, клуб, вулавӑш, почта ҫыхӑнӑвӗпе Сбербанк уйрӑмӗсем пур, чиркӳ, ҫавӑн пекех икӗ лавкка ӗҫлет.
Ҫӗнӗ Шелттем ялӗпе ҫак паллӑ ҫынсен пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫыхӑннӑ:
Тулли верси :: Статья каҫми