Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Ҫу уйӑхӗ (ҪЯ)


Ҫулталӑк ярӑмӗн пайӗ.

Ҫу уйӑхне тата ака, лаша, хир уявӗ, курак чӗпӗ кӑларнӑ, ҫурхи аслати авӑтнӑ, ҫӗмӗрт ҫеҫке ҫурнӑ, шапасем кваклатма пуҫланӑ, чӗкеҫ вӗҫсе килнӗ, шӑпчӑк юрлама, куккук авӑтма пуҫланӑ уйӑх тесе калаҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗнче ака вӗҫленет. Пахча ҫимӗҫ, ҫӗр улми лартаҫҫӗ.
Ялти ватӑсем, кӗлӗ йӗркине пӗлекенсем, ӑрӑмҫӑ-мӑчаварсем, кӗлмӗҫ-пӗлӳҫсем уйӑх вӗҫӗнче, ӗҫе пӗтерсен паллӑ вырӑнсенче, киреметре уй чӳкне /учук/ ирттернӗ. Ун хыҫҫӑн акатуй, ҫамрӑксен вӑйӑ-юрӑ, ӑмӑрту уявӗ пулнӑ. Халӗ чиркӳ календарӗнчи акана пӗтерекен Симон Зилот апостол кунӗ хыҫҫӑн халӑхӑн ӗҫпе кану уявӗ — акатуй пулать. Чӑваш Енре акатуйӑн тӗп уявне, Чӑваш Республикине туса хунӑ кунсенче, ҫӗртме уйӑхӗн 24-25-мӗшӗсенче ирттереҫҫӗ. Авланма, качча тухма, туй тума пуҫтарӑннисем туя хатӗрленсе ирттереҫҫӗ. Алӑ ӗҫӗсене пӗтерейменнисем ал-ӗҫ ӑстисене пуҫтарса, ниме туса парне тӗрлеҫҫӗ, кӗпе-йем, тумтир ҫӗлеҫҫӗ. Туй сӑри тӑваҫҫӗ, кӑрчама ҫӗнетсе чӗртеҫҫӗ. Туй кӳнне палӑртса пӑлчав-йӑвасене кайса параҫҫӗ.
Ваттисем туй уявне тунти кун ирттерме сӗнеҫҫӗ. Кӑҫал 22.04-3.06 тата 12.07-12.08 кунсем аван. Туй умӗн картишне, сарай, аслӑк айӗсене тасатаҫҫӗ. Кӗреке-шыльӑкӗ туса лартаҫҫӗ. Туй йӗркине пӳртре, ӗҫкӗ ташши-юррине кил картинче ирттернӗ.
Ака-суха ӗҫне пӗтерсен лашасене те канӑва яраҫҫӗ. Лашасене юпахран тасатаҫҫӗ, шыва кӗртеҫҫӗ. Курӑк таптаниччен ҫаран ҫине улӑха яраҫҫӗ. Каҫхи ҫитермене тухаҫҫӗ.
Ваттисем уйӑх тӑрӑх "ҫу уйӑхӗ ултӑ уйӑх, хӗл уйӑхӗ ҫичӗ уйӑх" тесе шутланӑ.

Паллӑ кунсем, уявсем

1-7. Ака-суха вӑхӑчӗ. Выльӑха кӗтӗве янӑ эрне.
1. Пир тӗртме пӑрахнӑ кун.
2. Уйӑх тулнӑ кун.
3. Ҫемьепе, кӳршӗсемпе ирттерекен ака чӳкӗ. Пӑтӑпа, ҫӑмартапа чӳкленӗ. Килти ватӑ кӗлӗ каланӑ, вӑрлӑх ҫӑмартине уя тухса ана пуҫне чавса хунӑ.
Хӗвел анӑҫ енчи халӑхсем ҫак куна "хӗвел кунӗ" ятпа календаре кӗртнӗ. Авалхи чӑвашсем ҫак вӑхӑта ҫӗр чӗрӗлнӗ, сывланӑ вӑхӑт тесе асӑннӑ.
6. Чиркӳ календарӗ тӑрӑх Егорий /Георгий, Юрий/ кунӗ. Егорий ҫӗлене ҫӗнтернӗ кун. Чӑвашсем халӗ ҫак куна ҫӗр чӗрӗлнӗ кун тесе асӑнаҫҫӗ.
Ваттисем: "Ҫак кун ҫӗленсем ҫӗр айӗнчен тухаҫҫӗ, ҫӗлен сӑртне пуҫтарӑнаҫҫӗ", — тесе каланӑ.
Кӗтӗве ҫерем ҫине кӑларнӑ вӑхӑт. Выльӑх ури, мӑйӗ ҫине пилеш турачӗ ҫыхнӑ. Пилеш турачӗпе /халӗ кӑчкӑ турачӗпе/ хӑваласа кӗтӗве янӑ. Эрнерен картишне, сарайне тасатса картиш ыррине /туррине/ пӑтӑпа чӳкленӗ. Аслӑк ҫине темиҫе ҫӑпала пӑтӑ хывнӑ.
9. Пур кайӑк та кӑнтӑр енчен вӗҫсе килнӗ кун. Чӗкеҫ чӗвӗлтетме пуҫланӑ вӑхӑт.
14. Суха туса пӗтернӗ кун. Килти картишне, улӑхри, уничери сурӑх тытакан кушарсене салатса, тислӗкрен тасатса, ҫӗнетсе тытнӑ вӑхӑт. Ҫамрӑксем кушар уявне ирттернӗ вӑхӑт.
15. Шӑпчӑк юрлама, куккук авӑтма пуҫланӑ кун.
16. Ҫӗнӗ уйӑх тулнӑ кун.
18. Тырӑ акса пӗтернӗ вӑхӑт.
22. Пӑрҫа акса, ҫӗр улми лартса пӗтернӗ вӑхӑт.
Чиркӳ календарӗ тӑрӑх Ҫурхи Микули кунӗ. Ҫӑл куҫсене, тарасасене тасатнӑ вӑхӑт. Лашасене шыва кӗртсе тасатнӑ утӑ таптаниччен улӑха янӑ вӑхӑт.
22-24. Ӳпре тухнӑ вӑхӑт.
22-28. Ака вӗҫленнине палӑртса халӑхпа акатуй ирттернӗ эрне. Маларах чӳк ирттернӗ. Пӑтӑ /темиҫе хуран/, ҫӑмарта /кӗлӗне пуҫтарӑннӑ халӑх шучӗпе/ пӗҫернӗ.
Кӗлӗ ӑсти, ваттисем, асамҫӑ-мӑчаварсем кӗлӗ сӑмахӗ каланӑ: "Акнӑ тырри-пулли, лартнӑ пахча ҫимӗҫӗ ӑнса пултӑр... Ҫанталӑкӗ лӑпкӑ, пултӑр... Ӗҫне тума вӑй-хал ҫиттӗр. Кӗр ҫитсен тырри-пуллине пуҫтарса кӗртме Турри ырлӑх патӑр..." — тенӗ.
Вӑрлӑх ҫӑмартине /пӗчӗк чӗрӗ ҫӑмартана ҫӑкӑр-кулач ӑшне хывса/ уя тухса ана пуҫне чавса хунӑ, кӗлӗ сӑмахӗ каланӑ.
Тахҫан авал, ваттисенчен уйрӑммӑн, хӗрсем хӑйсем акатуй ирттернӗ. Яла усалсенчен тасатнӑ. Хӗр аки, хӗр сухи чӳкне ирттернӗ. Хӗр аки туса ҫут ҫанталӑкран пӗтӗлӗх ыйтнӑ.
Йӑпи ҫапларах. Ялти хӗр-упраҫ /30-40 ҫын/ акатуй умӗн йӑла вырӑнӗнче суха пуҫпе чӗрсе хӗр аки пуҫланӑ. Ҫара уран, ҫивӗте салатса, пиҫиххисене салтса суха пуҫне кӳлӗннӗ. Суха пуҫне тытаканӗ ҫемьере пӗччен ӳсекен хӗр ача пулнӑ.
Хӗр сухине ҫӑл куҫ тӗлӗнчен пуҫланӑ. Хӗвеле май, хӗр аки лаптӑкӗ тавра, йӑран чӗрсе ҫӑл куҫ тӗлне ҫаврӑннӑ. Суха пуҫне ҫӗклесе уй чӳкне ирттерекен тӗле е хӗр-упраҫсем ирттерекен вӑйӑ вырӑнне ҫитнӗ, чӳк тунӑ.
Яшсем ҫак кун килтен-киле ҫӳресе урпа, ҫӑнӑх, ҫӑмарта, ҫу пуҫтарнӑ. Хӗр сухи пӗтнӗ тӗле йӑла вырӑнне тухнӑ. Ҫамрӑксем кунта пӑтӑ, ҫӑмарта, икерчӗ пӗҫернӗ. Ҫут ҫанталӑкри чӗрӗлӗх, амалӑх ырлӑхне, ҫӗр амӑшне, хӗрлӗ ҫыр турӑна асӑнса чӳкленӗ. Вырӑнӗсене халӑхра чипер уй, хӗр кати, хӗр вӑрманӗ, вӑйӑ тӗми, хӗр варӗ, хӗр аки тата ытти ятпа асӑннӑ. Чӳк хыҫҫӑн вӑйӑ вылянӑ. Киле ирхине таврӑннӑ. Тепӗр кун ялта халӑх акатуйӗ пуҫланнӑ. /Кӑна кушар, пуху, тапӑ уявӗсем тесе те калаҫҫӗ/.
21, 25. Туй пуҫламалли вӑхӑт. Йӑла тӑрӑх туя тунти кун е кӗҫнерни кун пуҫласан аван.
30-31. Юман ҫулҫӑ, ҫеҫке кӑларнӑ вӑхӑт. Вӑрман турат хушнӑ вӑхӑт.
Хура тул акнӑ вӑхӑт. Ҫуркунне вӗҫленнӗ вӑхӑт.



Тулли верси :: Статья каҫми