Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Япала ячӗсене ҫырасси (ОП)

Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.

Чӑваш чӗлхи орфографиӗн тӗп правилисен пайӗ.

32§. Вырӑсларан калаҫу урлӑ кӗнӗ самахсене калаҫури пек ҫырмалла: нас(с)ус, суха, пӗремӗк, пичке, катка, чирку, пуп, хваттер, ешчӗк, пирус; ҫыру урлӑ кӗрекеннисене — вырасли пек: делегат, депутат, завод, журнал, шкаф, нефть, бензин.
Чылай сӑмаха калаҫури пек те (чӑвашлатса), вырӑс ҫырӑвӗнчи пекте (чӑвашлатмасӑр) ҫырма юрать: пӑравус — паровоз, пӑрахут — пароход, пуйӑс — поезд, чукун — чугун, налук — налог, савӑт — завод, пульница — больница, тухтӑр — доктор (врач) т. ыт. те. Кун пек сӑмахсене мӗнле ҫырассине словарьте кӑтартнӑ.
33§. Ударенисӗр -ий, -ия, -ие сасӑсемпе пӗтекен вырӑс сӑмахӗсен вӗҫӗнче чӑвашла ҫырмалла: пролетари, революци, расписани, Болгари, Финлянди, анчах ударени ӳкнине кура Россия сӑмаха вырӑс чӗлхинчи пекех ҫырмалла.

Асӑрхаттарнисем. 1. Вырӑсла -ий, -ия пӗрлешӳпе пӗтекен хушаматсемпе ятсене чӑвашла пуҫламӑш формӑра ҫаплипех хӑварса ытти формӑсенче й, я сас паллисӗр ҫырмалла: Горький — Горькин, Горькие; Малиновский — Малиновскин, Малиновские; Анатолий — Анатолин, Анатолие; Ксения — Ксенипе.
2. Ударенисӗр -ия пӗрлешӳпе пӗтекен вырӑсла хушаматсемпе хушма ятсене чӑвашла пур формӑра та ҫавӑн пекех ҫырмалла: Лурия — Луриян, Лурияна, Лурияпа.
Анчах та ҫак пӗрлешӳпех ударенисӗр пӗтекен ятсене чӑвашла пуҫламӑш формӑра вырӑсли пек, ытти формӑсенче вӗҫӗнчи я сас паллисӗр ҫырмалла: Валерия — Валерин, Валерие, Валерипе.
Ударениллӗ -ия пӗрлешӳпе пӗтекен хушаматсемпе ятсене чӑвашла пур формӑра та ҫав хальлӗнех хӑвармалла: Сария — Сарияна, Сарияпа.

34§. Ударениллӗ -ея пӗрлешӳпе пӗтекен вырӑс сӑмахӗсене чӑвашла пуҫламӑш формӑра вырӑсли пекех ҫырмалла (идея, батарея), ытти формӑсенче сӑмах тӗпӗнче вырӑнне ҫырмалла (идейӑсӑр, батарейӑсем). Ударениллӗ -ия вырӑнне пур формӑра та ҫырмалла (аллерги, аритми, аплергипе, аритмие).
35§. Вырӑсла ударенисӗр а, я, о, е сас паллисемпе пӗтекен пайӑр тата пайӑр мар ятсене чӑвашла пуҫламӑш формӑра ҫав хальлӗнех хӑварса ытти формӑсенче ҫав сас паллисем вырӑнне ӑ, ӗ сас паллисем ҫырмалла: сцена — сценӑн, общество — обществӑра, башня — башньӑн, кофе — кофӗрен, Генуя — Генуйӑра, Россия — Российӑн.
Асӑрхаттарнисем. 1. Ютран йышӑнакан хӑш-пӗр сӑмахсенче сӑмах вӗҫӗнчи ударенисӗр о пур формӑра та ҫаплипех юлать: какао — какаон, какаошӑн; Борнео (утрав) — Борнеон, Борнеора; Конго — Конгон, Конгора; радио — радион, радиопа, радиосӑр.
2. Ударенисӗр а, о, е, я сас паллисемпе пӗтекен хушаматсемпе ятсене пуҫламӑш формӑра вырӑсли пекех хӑварса ытти формӑсенче ӑ, е сас паллисемпе ҫырмалла: Петрова Нина — Петровӑн, Ефименко Тамара — Ефименкӑн, Вера Ивановна — Ивановнӑн.

36§. Ударениллӗ а, о, е, я сас паллисемпе пӗтекен сӑмахсем чӑвашла пур формӑра та ҫаплипех юлаҫҫӗ: слюда — слюдан, слюдапа; кино — кинора, киноран; кафе— кафен, кафере; статья — статъян, статъяра.
37§. Вырӑсла -ый, -ая, -ое, -ее сас паллисемпе пӗтекен япала ячӗсене ҫапла ҫырмалла:
1. Ударенисӗр -ый, -ая, -ое пӗрлешӳ вырӑнне чӑвашла пур формӑра та -ӑй ҫырмалла: вожатӑй — вожатӑйӑн, вожатӑйпа; столовӑй — столовӑйӑн, столовӑйра; сказуемӑй — сказуемӑйӑн, сказуемӑйпа; Таловӑй — Таловӑйра; Песочнӑй — Песочнӑйран (ял, поселок, станци ячӗсем).
2. Вырӑсла -ая пӗрлешӳпе пӗтекен хушаматсене чӑвашла пур формӑра та ҫав хальлӗнех ҫырмалла: Яровая — Яроваян, Яроваяна, Яроваяпа.
Анчах та ҫак пӗрлешӳпех пӗтекен ятсене чӑвашла пуҫламӑш формӑра вырӑсли пек, ытти формӑсенче вӗҫӗнчи я сас палли вырӑнне -йӑ ҫырмалла: Аглая — Аглайӑн, Аглайӑпа, Аглайӑран; Идея — Идейӑн, Идейӑна.
З. Вырӑсла -ская, -ское вырӑнне -ски ҫырмалла: парикмахерски — парикмахерскин, парикмахерские; Некрасовски, Семеновски (ял ячӗсем) — Некрасовскин, Семеновскирен.
4. Ударениллӗ -ская, -ское, -ая, -ое вырӑнне -ой ҫырмалла: мастерской — мастерскойӑн; Тверской, Ямской — Тверскойӑн, Ямскойӑн. (Ҫак пӗрлешӳсемпех пӗтекен хушаматсемпе ятсене ҫырассине 33-мӗш параграфра пӑхмалла.)
5. Ударенисӗр -ее пӗрлешӳ вырӑнне ҫырмалла: подлежащи, горючи.
38§. Вырӑсла -сть, -сь, -зь сас паллисемпе пӗтекен сӑмахсене чӑвашла пуҫламӑш формӑра вырӑсли пекех хӑварса ытти формӑсенче ҫ ҫырмалла: промышленность, перепись, князъ — промышленноҫӑн, перепиҫре, княҫран.
39§. Вырӑсла икӗ пӗр пек хупӑ сас паллипе пӗтекен сӑмахсене чӑвашла пуҫламӑш формӑра вырӑсли пек, ытти формӑсенче пӗр хупӑ сас паллипе ҫырмалла: класс, металл, Валътер Скотт, Кардифф — класра, металӑн, Вальтер Скотӑн, Кардифра.
40§. Хытӑ хупӑ сасӑпа тата й сасӑпа пӗтекен япала ячӗсем ҫумне хытӑ вариантлӑ аффикс хушӑнать: критик — критикпа; гектар — гектара, гектартан; бензин — бензинпа, бензинсӑр; сюжет — сюжетӑн, сюжетлӑ; музей — музейӑн, музейра; юбилей— юбилея, юбилейра; хоккей — хоккея, хоккейра, хоккейла; еврей — еврейӑн, еврейпа, еврейла.
Асӑрхаттарни. Хӑш-пӗр чухне хытӑ хупӑ сасӑпа тата й сасӑпа пӗтекен сӑмах ҫумне те ҫемҫе аффикссем хушӑнма пултараҫҫӗ: номер — номерте, номертен, номерлӗ; интерес — интереслӗ, интереслен; ответ — ответле; критик — критикле; арест — арестле; мир — мирлеш, миршӗн; музей — музейӗн, музейре; юбилей — юбилее, юбипейре; хоккей— хоккее, хоккейре; еврей — еврейӗн, еврейпе; кий — кийӗн, кие.

41§. -Сть, -сь, -зь вырӑнне ҫ каланӑ чух аффиксӑн хытӑ е ҫемҫе вариантне хушасси ҫ ҫумӗнчи уҫӑ сасӑран килет: уҫӑ сасӑ хытӑ пулсан хытӑ вариант хушӑнать (областъ — облаҫӑн, облаҫра; Русь — Руҫӑн, Руҫра), уҫӑ сасӑ ҫемҫе пулсан ҫемҫе вариант хушӑнать (повестъ — повеҫӗн, повеҫре; перепись — перепиҫӗн, перепиҫре; известь — извеҫӗн, извеҫсӗр; ферзь — ферҫӗн, ферҫре, ферҫпе).
42§. Ӑ, ӗ сасӑсемпе пӗтекен япала ячӗсене пару падежӗнче ҫапла ҫырмалла:
1. Сӑмах вӗҫӗнчи ӑ, ӗ сасӑсем тухса ӳкеҫҫӗ, -а(-е) падеж аффиксӗ хупӑ сасӑ ҫумне хушӑнать: пулӑҫӑ — пулӑҫа; карланкӑ — карланка; тимӗрҫӗ — тимӗрҫе; тенкӗ — тенке; евчӗ — евче; пӗрчӗ — пӗрче; каччӑ — качча.
2. Вырӑсларан йышӑнакан сӑмахсенче юлашки ӑ, ӗ ҫумне -на(-не) хушмалла: общество — обществӑна; кофе — кофӗне.
43§. У, ӳ сасӑсемпе пӗтекен япала ячӗсенче, камӑнлӑхпа пару падежӗсен тата сӑпат аффиксӗ умӗн, асӑннӑ сасӑсем вырӑнне -ӑв(-ӗв) ҫырмалла: кану — канӑвӑн, канӑва, канӑвӑм, канӑву, канӑвӗ; пӗлӳ — пӗлӗвӗн, пӗлӗве, пӗлӗвӗм, пӗлӗву, пӗлӗвӗ.
У сасӑпа пӗтекен сӑмах вырӑсларан кӗни пулсан падеж аффиксӗсем сӑмах тӗпӗ ҫумне тӳрех хушӑнаҫҫӗ: Баку — Бакун, Бакуна, Бакура; кенгуру — кенгурун, кенгуруна, кенгурупа. Кун йышши сӑмахсем камӑнлӑх аффиксӗсене те йышӑнасшӑн мар.
Асӑрхаттарни. О сасӑпа пӗтекен вырӑс сӑмахӗсем чӑвашла виҫҫӗмӗш сӑпат аффиксӗн е вариантне йышӑнаҫҫӗ: производство — производстви, общество — обществи, перо — пери, пальто — пальти, звено — звени; бюро — бюровӗ; депо — деповӗ.
Анчах о сасӑпа пӗтехен хӑш-пӗр вырӑс сӑмахӗсем 3-мӗш сӑпат аффиксне йышӑнасшӑн мар: трио, сольфеджио.

44§. А, е сасӑсемпе пӗтекен япала ячӗсене камӑнлӑх падежӗнче аффикспа ҫырмалла, пару падежӗнче — -на(-не): лаша — лашан, лашана; ӗне — ӗнен, ӗнене.
45§. И сасӑпа пӗтекен япала ячӗсене пару, вырӑн, туху падежӗсенче ҫапла ҫырмалла:
46§. Л, н сасӑсемпе пӗтекен япала ячӗсене вырӑнпа туху падежӗсенче мӗнле ҫырасси епле каланинчен килет. Ытларах -та(-те), -тан(-тен) аффиксемпе калаҫҫӗ пулсан ҫырасса та ҫавӑн пекех ҫырмалла: ял — ялта, ялтан; кил — килте, килтен; ытларах -ра(-ре), -ран (-рен) аффикссемпе калаҫҫӗ пулсан ҫырасса та ҫавӑн пекех ҫырмалла: тыл — тылра, тылран; план — планра, планран; пӗр сӑмахах икӗ формине те йышӑнма пултарать пулсан икӗ тӗрлӗ ҫырма пулать: килтен киле е килрен киле.
47§. Хупӑ сасӑпа пӗтекен чылай япала ячӗ 3-меш сӑпат аффиксен икӗ вариантне те йышӑнма пултарать: уртӑш йывӑҫӗ — уртӑш йывӑҫҫи; кайӑк ҫуначӗ — кайӑк ҫунатти; пӳрт кӗтесӗ — пӳрт кӗтесси.
48§. Тӑванлӑха палӑртакан сӑмахсене 3-мӗш сӑпатра -ӑшӗ(-ӗшӗ) аффикспа ҫырмалла (хытӑ сӑмахра -ӑшӗ, ҫемҫе сӑмахра -ӗшӗ): аппа — аппӑшӗ, кукка — куккӑшӗ, йысна — йыснӑшӗ; пичче — пиччӗшӗ, инке — инкӗшӗ.
Юлашки ӗ калаҫура та, ҫырура та тухса ӳкме пултарать: амӑшӗ е амӑш, пиччӗше е пиччӗш.
Асӑрхаттарни. Атте — ашшӗ, анне — амӑшӗ, асатте — аслашшӗ, асанне — асламӑшӗ, кукаҫи — кукашшӗ, кукамай — кукамӑшӗ, кинемей — кинемӗшӗ.

49§. Сӑмах тӑвакан -ӑш(-ӗш) аффикса хытӑ сӑмах хыҫҫӑн хытӑ вариантпа, ҫемҫе сӑмах хыҫҫӑн ҫемҫе вариантпа ҫырмалла: сарлака — сарлакӗшӗ, анлӑ — анлӑшӗ, таран — тарӑнӑшӗ, хулӑн — хулӑнӑшӗ, пысӑк — пысӑкӑшӗ, чылай — чылайӑшӗ, ытларах — ытларахӑшӗ; ҫинҫе — ҫинҫӗшӗ, ҫӳллӗ — ҫӳллӗшӗ.
Юлашки ӗ кунта та тухса ӳкме пултарать: сарлакӑшӗ — сарлакӑш, ҫӳллӗшӗ — ҫӳллӗш.
50§. Т, ть, д, дь сас паллисемпе пӗтекен япала ячӗсенче юлашки хупӑ сас палли вырӑнне 3-мӗш сӑпатра камӑнлӑх, пӗрлелӗх, ҫуклӑх, пирке падежӗсенче ч сасӑпа ылмашать, ыттисенче ылмашмасть: а) хут — хучӗ, хучӗпе, хучӗшӗн, хучӗсӗр; тетрадь — тетрачӗ, тетрачӗн, тетрачӗпе, тетрачӗшӗн, тетрачӗсӗр; ӑ) хутне, хутӗнче, хутӗнчен; тетрадьне, тетрадӗнче, тетрадӗнчен.



Тулли верси :: Статья каҫми