Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Юрату ташши - Стас Владимиров


Ку манӑн кун
Ку санӑн кун
Ку пирӗншӗн хаваслӑ кун
Хура вӑрман
Шап-шур тумпа
Туй ачисем выляҫ юрпа

Телей сунса ыр сӑмахсем
Каларӗҫ хаклӑ тӑванӗсем
"Йӳҫӗ" тесе тав куркисем
ҫӗклерӗҫ пирӗншӗн туссем

Пӗр-пӗрне пӑхса тӑранаймастпӑр
Юрату ташши санпа ташлатпӑр
Юрату ташши санпа
Юрату ташши санпа
Ах, ташлатпӑр
Ах, ташлатпӑр
Юрату ташши санпа
Юрату ташши санпа

Ку манӑн каҫ
Ку санӑн каҫ
Ку пирӗншӗн асамлӑ каҫ
Чӗре юрлать
Туйӑм вылять
Вӗри туту пӑшӑлтатать

Тинех пӗрле
Эпир санпа
Никам та ҫук
Иккӗн кӑна
ҫепӗҫ аллу ман алӑра
Шӑплӑх кӗвви чӗнет ташша

Пӗр-пӗрне пӑхса тӑранаймастпӑр
Юрату ташши санпа ташлатпӑр
Юрату ташши санпа
Юрату ташши санпа
Ах, ташлатпӑр
Ах, ташлатпӑр
Юрату ташши санпа
Юрату ташши санпа

Тинех пӗрле
Эпир санпа
Никам та ҫук
Иккӗн кӑна
ҫепӗҫ аллу ман алӑра
Шӑплӑх кӗвви чӗнет ташша

Пӗр-пӗрне пӑхса тӑранаймастпӑр
Юрату ташши санпа ташлатпӑр
Юрату ташши санпа
Юрату ташши санпа
Ах, ташлатпӑр
Ах, ташлатпӑр
Юрату ташши санпа
Юрату ташши санпа

Чӑваш эстради<Чӑвашла юрӑсен лирики<Стас Владимиров



Тулли верси :: Статья каҫми