Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Шӗкӗр

Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.

Шӗкӗр

Ку ял выранӗнче ӗлӗк вӑрман кашласа ларнӑ пулать. Ҫынсем ку таврара пулман. Пӗрре ҫапла пӗр ҫыннӑн ӗне е кӗтӳ ҫухалнӑ тет. Ӗне хуҫисем ӗнисене шыраса ҫак вырӑна ҫитӗ. Ӗнисене шыраса тупнӑ хыҫҫӑн каҫ пулса кайнӑ пирки вӗсен ҫакӑнтах ҫӗр каҫмалла тивнӗ. Кнта ҫӑл куҫ тапаса тӑракан вырӑн пулнӑ. Ҫак вырӑн вӗсене килӗшсе кайнӑ пулать.
Вара вӗсем ҫак вырӑна хӑйсен ҫемйипе куҫса килнӗ пулать. Пурӑна киле вӗсем кил-ҫурт ҫавӑрса лартнӑ, пурӑнма пуҫланӑ. Пӗри вара ҫаксенчен пӳрт-ҫуртне туса пӗтерсен: «Тура шӗкӗр!» - тесе каланӑ пулать. Кайран пурӑна киле «Тура» тени тухса ӳкнӗ те «Шӗкӗр» кӑна тӑрса юлнӑ. Ҫавӑнтан вара яла Шӗкӗр тесе чӗнме пуҫланӑ.


1976 ҫ.ЧР Канаш р-чи Шӗкӗрте
А.М. Малыгин ҫырса илнӗ.



Тулли верси :: Статья каҫми