Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Шӑрттан

Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.

Шӑрттан, — чӑвашсем аш-какайран хатӗрлекен апат-ҫимӗҫ.

Шӑрттана сурӑх-така какайӗнчен хатӗрлеҫҫӗ. Хырӑмлӑха лайӑх ҫуса тасатмалла, унтан ӑна вӗри шывра вӗрилемелле, ӑшне ҫӗҫӗпе хырмалла, ҫавӑн хыҫҫӑн каллех сивӗ шывра ҫумалла. Хырӑмлӑхран, шӑтӑк хӑварса, пӗчӗкрех ҫаврашка михӗ ҫелемелле, унта сурӑх-така какайне тултармалла. Ӑна ҫапла хатӗрлемелле: какая 30-40 грамшар касмалла, унта вӗттӗн туранӑ ыхра, лавр ҫулҫи, пӑрӑҫ тата тӑвар хумалла, лайӑх хутӑштармалла та хырӑмлӑха тултармалла шӑтӑкне ҫыхмалла е ҫӗлемелле. Аш-какай тултарнӑ шӑрттан тулашне кӑштах тӑварпа сӑтӑрмалла, тарӑн тӑм чашӑка хумалла, ҫине витмелле те вӗри кӑмакана хупса (вутӑ ҫунтарса кӑларнӑ хыҫҫӑн) пӗҫерме лартмалла. Икӗ каҫ лартмалла. Пиҫсе ҫитнӗ шӑрттана вӗрилле ҫиме пама юрать.

Шӑрттана нумайлӑха усрама тӑваҫҫӗ. Ун пек чух какая ытларах тӑварламалла, ыхра хума кирлӗ мар. Пиҫнӗ шӑрттана тата темиҫе кун хушши кӑмакана ларта-ларта мӗн аш-какай сӗткенӗ тухма пӑрахичченех типӗтмелле. Хутран-ситрен вӗри кӑмакана лартса типӗтнӗ шӑрттана чылайччен усрама пулать. Вӑхӑтлӑ пиҫнӗ шӑрттана хӑй халлӗн вӗрилле те, сивӗлле те, сив ҫупа ӑшаласа та параҫҫӗ, хытӑ типӗтнӗ шӑрттанран яшкасем пӗҫереҫҫӗ. Шӑрттана сулхӑн, ҫил вӗрнӗ ҫӗрте усраҫҫӗ.



Тулли верси :: Статья каҫми