Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Шупашкарӑн кӳлли (Г. Юмарт)

Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.

Шупашкарӑн кӳлли — ҫутӑ кӳлӗ,
Ҫуталать шур хула варринче.
Таҫтанах курӑнать илӗртуллӗ,
Кӑмӑл уҫӑлӗ ун хӗрринче.

Шупашкарӑн кӳлли – вӑрӑм кӳлӗ,
Ҫутатать керменсен сӑн-питне.
Яп-яка ун тавра хывнӑ ҫулӗ,
Чуптарать ҫӑмӑл кимӗ хумне.

Шупашкарӑн кӳлли – тулӑх кӳлӗ,
Фонтанран кӗмӗл шыв пӗрӗхет.
Аякран та курмашкӑн ҫын килӗ,
Кӳлӗ уншӑн — кӗтмен ӗрехет.

Шупашкарӑн кӳлли – янкӑс кӳлӗ,
Чӗнтӗрленӗ кӗпер сас парсан
Тӗрлӗ халӑх юрри килӗшӳллӗ
Янӑрать ҫыннисем туслӑран.

Шупашкарӑн кӳлли – хӑтлӑ кӳлӗ,
Хӳтӗлевҫӗ-анне пуррипе.
Инҫетре те сана унӑн пилӗ
Савӑнтарӗ пайтах ыррипе.

Геннадий Юмарт
Сӑвва «Хыпар», 87№ (2008, ҫу, 5) хаҫатран илнӗ


 
Категорисем: Геннадий Юмарт сӑввисем, Шупашкар

Тулли верси :: Статья каҫми