Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Чӑрӑшҫырма

Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.

ЧӑрӑшҫырмаВӑрмар районӗнчи ял.

Ял йышӗ

Ял халӑхне пурӑнакансем сахалланни пӑшӑрхантарать — ҫамрӑксем хуланалла туртӑнаҫҫӗ.

Тавралӑх

Ял питӗ илемлӗ вырӑнта вырнаҫнӑ.
Ял ҫывӑхӗнче пӗве пур. Шывӗ илемлӗ, пуян (пулӑсем нумай), анчах та пӑхса тӑракан ҫук. Ҫуркуннехи вӑхӑтра татса кайма та пултарать... тата ытти те.
Ҫӑлсене тасатмани ял халӑхне питӗ пӑшӑрхантарать. Вырӑнти колхоз арканнӑран уй-хирте мӑян та пиҫен анчах кашласа ларать. Ку та пӑшӑрхантаракан пулӑм.

Ял кун-ҫулӗ

Чӑрӑшҫырма (Аякри Юмашево, 1917) Вӑрмар районӗнчи Кавал сельсоветне кӗрет. Шупашкар хулинчен 94 км инҫе. Вӑрмар поселӑкӗнчен 16 км, чукун-ҫул станцийӗнчен 5 км. 17 ӗмӗрте Юмашево («Хамӑр ял» вӑрманӗ патӗнче ларнӑ ял, «Москва-Пекин» ҫулӗ хӗрринче) ялӗнчен куҫса ларнӑ. Асаннесем каланӑ тӑрӑх.яла вӑрӑ хурахсем тапӑннӑ тет (ҫул хӗрринче вырнаҫнӑ пирки). Вӑрӑ-хурахсенчен тарса ял виҫӗ пая пайланса кайнӑ тет. Тата ҫакӑн пек статистика пур: «Число дворов и жителей: в 1795 – 10 дворов; 1906 – 160 дворов; 438 муж., 460 жен.; 2002 – 75 дворов, 115 чел. 46 муж., 69 жен.; 2010 – 45 част. домохозяйств, 88 чел. 43 муж., 45 жен.».
Манӑн хамӑн Хусан архивӗнчен (Материалы к объяснению старой чувашской веры собраны в некоторых местностях Казанской губернии В. Магнитским. Членом-сотрудником Казанского общества Археологии, Истории и этнографии. Казань. Типография Императорского университета, 1881 г.) илнӗ материалсем (материалӗсене Масловка ялӗнчи учитель А.Егоров ҫырса хӑварнӑ) ҫинче ҫакӑн пек ҫырса хӑварни пур:
Масловка ялӗ ҫывӑхӗнче, ҫӳл енчи Пӑва (Бува) юханшывӗ патӗнче Карак (от слова «кар») ҫӑварӗ вырӑнта Юмашево ял вырнаҫнӑ. Ҫак вырӑнта вӑрманпа ӳссе ларнӑ кӳлӗ пулнӑ. Унта кӗҫнерникун кашни эрнере выльӑх пасарӗ пулнӑ, ҫав пасара нумай тутар ҫыннисем юланутсемпе пынӑ. Хирӗҫӳ пулнӑ. Ҫын вӗлернӗ тӗслӗхсем пулнӑ, вилӗсене ҫак кӳлле е вӑрмана ывӑтнӑ, ҫавӑнпа ҫак вырӑна «Карак ҫӑварӗ» тенӗ (тутар чӗлхинчен куҫарсан «карак» вӑрӑ-хурах, чӑваш чӗлхинче «кар» «ҫӑвар кар», вырӑсла «разинутая пасть», «бездонная пропасть»). Аякрах мар кивӗ масар, «Близ Карак ҫӑварӗ находится старинное кладбище, на котором до сих пор сохраняется камень с татарскими надписями, поставленный по преданию, над могилой богатыря Юмаш – основателя дерени Юмашево («Беловолжская ярмарка» – Казан. Губ. Вед. 1873 №64)».
Тата ҫакӑн пек ҫырса хӑварни пур: «В 2 верстах от Масловой, на запад, на границе Цивильского уезда, на правом берегу Бувы, на Юмашевской земле, находится старинное покинутое кладбище с несколькими уцелевшими на нем камнями с татарскими надписями; на нем-то в октябре 1875 года Масловцы слышали, как мертвые шумели, переселяясь с своими тамык хорань т.е. адским котлом на левом берегу Бувы, на кладбище некрещенных Чуваш, Чебоксарского уезда, под деревней Семенчиной. На этом последнем кладбище растет осиновый куст – киреметь».
Хатӗрлекенӗ Лукина Анна Николаевна (ӗҫ вырӑнӗ Чув.ГУ). Тата камӑн интереслӗ материалсем пур. Тархасшӑн хутшӑнма кӑмӑл тӑвакансене тав сӑмахӗ анчах каласшӑн.

Паллӑ ҫыннисем

Геннадий Максимов (Феврань Гени) - композитор

Каҫӑсем

Фотогалерея

_Image:22.jpg_Ял халӑхӗ субботникре_Image:32.jpg_Ҫул юсаҫҫӗ'>Image:img%5F75511.jpg_Хӑмла тухӑҫӗ пысӑк_Image:22.jpg_Ял халӑхӗ субботникре_Image:32.jpg_Ҫул юсаҫҫӗ
'>Image:img%5F02342.jpg_Юбилей



Тулли верси :: Статья каҫми