Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Чечек (М. Удалов, XXXIII пай)


Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.



Кӗр каҫӗ сӗм, нӳхреп пек нӳрлӗ,
Ҫӳҫентерет кӑшт сиввипе.
Ҫапкаланать ҫил урлӑ-пирлӗ,
Пӗр йӑлтӑр пӑнчӑсӗр тӳпе.
Вӑрманӑн вӑхӑт ҫук канма:
Шавлать, кӗрлет теме туйса пек.
Хӑҫан вӗҫленӗ-ши асапӗ,
Хӑҫан кун киле савӑнма?
Пырать Чечек, ак, чӑтлӑх витӗр;
Вӑл тархасларӗ пынӑ май:
«Ах, Пӳлӗхӗм, ҫула ан питӗр,
Ман унсӑр та инкек нумай».

Асран ҫухалмӗ тӗттӗм ҫӗр:
Ҫунмарӗ тӳпере пӗр ҫӑлтӑр,
Сайра-хутран шевле ҫеҫ йӑлтӑр
Вылярӗ те хывайрӗ йӗр.
Пӗччен... Те ӑнӗ ылмашать:
Утать вӑл чарӑна пӗлмесӗр:
Малта ниме те тӗллемесӗр,
Ҫӑтать ҫех нӳрӗ сывлӑша.
Тӑрса итлет пырсан-пырсассӑн,
Ларса канать ытла ырсассӑн.
Кӗрхи ҫӗр вӑрӑм; тӗттӗмре
Хӑратӑн палӑрнӑ тӗмрен.

Сукмак ҫухалчӗ; хӗр ҫапах
Ват Атӑл еннелле ҫул тытрӗ.
Турат-тӗрет питрен ҫапать —
Утма пит хӗн: шӑлне хӗр ҫыртрӗ.
Асри умра... Ах, чун хурланчӗ, —
Курмасть никам та куҫҫульне.
Ҫапах та ӑсӗ янкӑрланчӗ,
Сирет кичемлӗхӗн чулне.
Утать хӗр, малалла утать;
Пырсан-пырсан ура путать...
Чим! ӳсӗрчӗ таҫта такам.
Тӑп... ыйтрӗ чӑтлӑх шӑппӑн: «Кам?»

Чечек мӗнле? Сехри хӑпмарӗ,
Тӑмарӗ сӗмсӗр тӑрӑнса,
Чӗри ун шиклӗн татӑлмарӗ,
Анчах кӑшт тӑчӗ пӑрӑнса,
Итлерӗ, пӑхрӗ тинкерӳллӗ —
Ҫав, кам текен пит илӗртӳллӗ:
«Те ырӑ ҫын ку, те тӑшман?
Ҫук, ҫук, ӑнран эп аташман.
Арҫын сасси вӑл пулчӗ, илтрӗм,
Анчах ӑҫтан-ши, хӑш енчен,
Тен, тарӑн варӑн тӗпӗнчен?
Пӗлесчӗ ман, ӑҫта эп ҫитрӗм?

Ак, ак, каллех ыйтать: «Эс кам,
Кама шыратӑн е аташнӑ,
Кампа ҫак ҫул-йӗрте юлташлӑ,
Ҫӗрле ӑҫта эс ҫул тытан?»
«Чашламаран. Тиха шыратӑп.
Ҫӗр тӗттӗм — пӑрӑнтӑм ҫултан.
Пӗлместӗп-ҫке, таҫта пыратӑп,
Мӗнле тухас-ши ман кунтан?»
«Чашламаран? Чечек, эс мар-и?»
«Чечек, Чечек. Ӑҫта Кавруҫ?»
«Ах, паттӑр хӗр, ах, чӑрсӑр пуҫ.
Кӑкӑрунта сан шел кӑвар-им?»

Ак пӗлӗт ерипен шупкалчӗ,
Тӗссӗрлентерчӗ уйӑха,
Ҫут Алтӑр ҫӑлтӑр та ҫухалчӗ,
Йӗпетрӗ сывлӑм улӑха.
Ҫыврать хӗр киленӳллӗ, канлӗ,
Выртать вӑл уҫҫӑн сывласа.
Илемлӗ ыйӑх! Ир саламӗ
Чечек тыттарӗ суйласа.
Хӗр ҫывӑрать... ах, ытараймӑн...
Тӑрать тавралӑх тӗлӗнсе.
Ӑна курсан мӗнле пуҫ таймӑн —
Пахать юман та пӗшкӗнсе.

Янк ир, вӗҫет чечек шӑрки...
Турат ҫинче лӗп ҫил ташларӗ,
Хӗре хӗвелӗн пайӑрки
Асӑрхануллӑн ачашларӗ.
Вӑранчӗ хӗр; йӑл-йӑл вӑл кулчӗ,
Ҫӗнтерчӗ ыйӑхне йӑлтах,
Ытла та кӑмӑлӗ ун тулчӗ —
Хӗн-хурӗ юлчӗ хыҫалта.
Ҫӗнелчӗ кун, ҫуралчӗ юрӑ
Йӑлтах сипленнӗ чӗрере.
Пуҫне пӗксех чечен хӗре
Пит тинкерсе итлерӗ хурӑн.

«Каҫхи тӑп янкӑр тӳпере
Пуласчӗ манӑн ҫутӑ уйӑх.
Юратнӑ каччӑпа хӗре
Пиллесчӗ ман: ан пултӑр хуйӑх.
Тӳлек каҫра пуласчӗ шӑпчӑк,
Янӑратасчӗ юррине.
Хӗр чӗрине ман вӑратасчӗ —
Вӑл систӗр ырлӑх пуррине.
Ах, юрату! Ан килтӗр лӑпкӑн,
Ҫӳретӗр шуххӑн вӑратса.
Ыр каччӑна каласчӗ шӑппӑн:
«Хӗре чуп ту-ха юратса».

Чечекшӗн ҫав, пулса иртни —
Асар-писер хӑрушӑ тӗлӗк,
Вӑл вут хурса чун а хӗртни,
Чӗре асапӗн шурӑ кӗлӗ.
Кам сӑвӑрса ӑна вӗҫтерӗ
Ним юлмиччен йӑлт тасатма?
Хурне хӗр ҫул курки ӗҫтерӗ,
Ялтан та тухӗ ӑсатма.
Иртни асра... Ах, чун тулашрӗ,
Хыт тытӑҫрӗ вӑл тӳсӗмпе.
Ӗмӗрлӗхе, тен, сыв пуллашрӗ
Ҫав иртнӗ йывӑр кунсемпе.

Шырлан, ешерекен ката,
Юман, мӑкланнӑ тунката.
Асамлӑ вырӑн — чун канмалӑх,
Юри, тен, тунӑ ҫут ҫанталӑк, —
Ҫын хурлансассӑн йӑпанма,
Ытла чӗре суранлансассӑн,
Ытла та шухӑш салансассӑн,
Пӗр тав кӗтмесӗр сыватма.
Пыл шӑршине сарать ҫӑкалӑх,
Чечексемпе ҫаран ҫунать,
Ыр кӑмӑллӑн тӑрать тавралӑх,
Вӑл сывлӑх, канӑҫлӑх сунать.

Ах, пӑшӑрханнӑ чун-чӗре,
Ма эс ытла та хӗсӗнетӗн,
Ма ҫав тери ӗмӗтленетӗн
Тухмашкӑн ирӗклӗ ҫӗре?
Кӑкӑрӗнче Чечекӗн тӑвӑл,
Унта халь ҫук-тӑр килӗшӳ.
Ытла та пӑтранать ун кӑмӑл —
Ӑшра пырать-мӗн кӗрешӳ.
Чӗре хушать: «Эс йышӑн,
Куратӑн юрату ҫиҫет».
Ӑс килӗшмест: пулса иртнишӗн
Вӑл ҫав таран-мӗн хирӗҫет.

«Кавруҫ!» Тем хӗрчӗ кӑкӑрта;
Сӑмах шырать, анчах тем тытнӑ.
Ҫук, парӑнмасть чӗлхе — вӑл хытнӑ,
Вӑл хускалмасть халь ҫӑварта.
Куҫпа курсан та ӗненмесӗр,
Тӑрать Кавруҫ хӗр умӗнче.
Самант иртет, иртет чӗнмесӗр —
Асӑрханса тӑрать тӗнче.
«Чечекӗм! Тӗлӗк мар-ши ку?
Те куҫӑм манӑн улталанчӗ,
Те ман ӑс-тӑнӑм муталанчӗ...
Тӗнче, ҫут кун, манран ан кул.

Пӗлсем, эс килессе туйса,
Ирпе-каҫпа сана эп кӗтрӗм,
Хам чӗрене хам шанчӑк кӗртрӗм,
Ҫӗр тӗрлӗ мелсемпе суйса.
Пӗлетӗп: пӗтӗмпе ку кӑлӑх,
Ку — ӗмӗтпе кӑшт йӑпанни.
Ҫут ӗмӗт шанчӑксӑр та тӑлӑх...
Ман шанчӑк ҫук — ку чун ванни.
Сӑлтав сан пулнӑ улшӑнмалӑх;
Халь урӑх шухӑш, урӑх ӑс.
Ман чӗрере кӗрхи ҫанталӑк —
Ҫӑвать пек ҫумӑр лӑс та лӑс».

«Эс йӑнӑшан, Кавруҫ; пӗлетӗн:
Чӗре кӗлет пек пушанса
Юлмасть нихҫан — теме кӗтетӗн, —
Шанӑҫпала, тен, ӑшӑнса?
Чӑнах та, шанӑҫ — тим сӗткенӗ.
Мӗн юлӗ ҫыннӑн вӑл пӗтсен?
Ҫу кунӗнче ӳсен-тӑранӗ
Хӑрсах ларать ҫав шыв типсен.
Турра мухтатӑп пӗтерменшӗн
Вӑл манӑн пурнӑҫ техӗмне,
Ҫак таранччен те сӳнтерменшӗн
Ман канӑҫсӑр чӗрем хӗмне».

Кавруҫ шутлать: ахаль кисренмӗ
Чечекӗн чунӗ. Мӗн пулать?..
Юратнӑ хӗр ӳпкелесрен-мӗн
Вӑл хӳтӗленнӗ пек калать:
«Килте лармасть вӑл, ял хыпарӗ,
Хӑех ҫӳрет — ан хӑвала.
Пӗррехинче ытла васкарӗ,
Чупсах вӑл тухрӗ Атӑла.
Пулса иртнисене пӗлтерчӗ, —
Пит тӗлӗнтерчӗ сас-хура, —
Ман шанчӑка йӑлтах сӳнтерчӗ...
Ҫухатрӑм канӑҫа вара».

«Кавруҫ, Кавруҫ, ун чух хурлантӑм,
Ман чунӑм кайрӗ чӗтренсе
Ҫав ӗҫпеле. Эп улталантӑм,
Ниме пӑхмасӑр ӗненсе.
Эп хам ҫилле аран пусартӑм, —
Хама хамран ма сивӗтес? —
Эп саншӑн чӗрере хӑвартӑм
Чи вӑрттӑн, тап-таса кӗтес.
Ҫын юратать вӑл ҫӗр ҫулта та:
Вӗри чӗрешӗн ҫук чару.
Ман халӗ ҫук нимле сӑлтав та
Санран ыйтмашкӑн каҫару.

Пӗлместӗп: ма чӗрем тиркевлӗ —
Кирек кама вӑл йышӑнмасть,
Пулман пулсассӑн та ӳпкевлӗ,
Суя хӗмпе вӑл ӑшӑнмасть.
Кавруҫ, пӗл, тамӑк тӗпӗнче те
Никам каяймӗ таптаса,
Такам, тепле ҫын умӗнче те
Чун-чӗремпе эп тап-таса.
Чӗрем... Вӑл ҫакрӗ тимӗр алӑк:
Никам уҫаймӗ ҫӗмӗрсе.
Упрантӑр яланах тасалӑх,
Ҫук, ан ҫӳплетӗр ют кӗрсе».

Кавруҫ курать: хӗр хӑрамасӑр
Пырать хӑрушлӑх хӗррипе.
Аптранӑ вӑл. Пӗр палӑртмасӑр,
Хӗре ҫӑласшӑн ерипен.
«Пулмарӑм, — тет вӑл — саншӑн ретлӗ.
Ах, мӗн тӑвас-ха — ҫитӗнмен.
Тен, ҫавӑнпа пулман тӗреклӗ,
Тен, ӑсӑм-тӑнӑм та ҫитмен.
Курап: сӑлтавсӑрах кӳреннӗ;
Туяп: чун сисӗмӗ начар;
Ухмах ача пек иккӗленнӗ.
Мана эс ҫавӑншӑн каҫар».

Юратакан чӗре ӗлккен;
Вӑл кушӑрханӑ, типнӗ улӑм:
Хыпеа илет сасартӑк ҫулӑм,
Ӳксессӗн ун ҫине хӗлхем.
Ҫуралчӗ, ҫиҫрӗ пысӑк ӑрӑм,
Качча вал илчӗ тыткӑна.
Ах, пултӑрччӗ ун кунӗ вӑрӑм,
Ялан вӑл тӑтӑр ыткӑнса.
Ҫан-ҫурӑм ҫӑвӑннӑ пек ҫӑмӑл
Енне йӑванчӗ пек тиев.
Чун савӑнать, ҫӑкленнӗ кӑмӑл
Тен, ку — асапӗшӗн тӳлев?

Кавруҫ хӑймасть хӑй туйӑмне
Уҫса памашкӑн пӗр сӑлтавсӑр,
Ҫапах та туйӑнать: пӗр халсӑр
Юлать тӑрсассӑн хӗр умне.
Иккӗленни ӑсра юлмарӗ,
Вӑл кӑлармарӗ хӑй йӗпне,
Вӑл юшкӑн пек анса лармарӗ
Пит пӑшӑрханнӑ чун тӗпне.
Пӗлет: чул мар-ҫке хӗр чӗри, —
Тупаймӑн ҫыншӗн пӗр пек калӑп,-
Этемӗн пурнӑҫӗ ҫанталӑк:
Пулать е сивӗ, е вӗри.

Ҫынсем кураҫ: Кавруҫ «чирленӗ»,
Пӗлеҫҫӗ — чунӗ «ыратать».
Вӑл шухӑшпа халь вӗриленнӗ,
Чӗрипеле вӑл юратать.
Ах, юрату! Ӑс шикленсен,
Эс чир — чӗрен иртми асапӗ,
Анчах та шанчӑк ҫӗкленсен,
Вӑл чӗрлӗх шывӗпеле сапӗ.
Ак, ҫут ҫанталӑк чӗрӗлет,
Пурте хӗвел патне чӗвенчӗ,
Ӳсен-тӑранӗ кар ҫӗкленчӗ —
Тавра юрлать, тавра кӗрлет.

Ҫук ытарма ҫак сӗм каҫа,
Вӗсемшӗн ҫеҫ пек пӳлӗх панӑ:
Тӳпе тӑп-тӑрӑ янкӑр янӑ.
Анчах пӗр хӳтӗлӗх — асам.
Хӗр каччӑна, ак, ыталать,
Калать ачашшӑн: «Манӑн мӑшӑр,
Сан ҫумӑнта пит савӑк, ӑшӑ,
Ман чунӑм ырлӑхпа тулать».
«Чечекӗм, манӑн савнӑ арӑм,
Пире пиллерӗ ҫак тӗнче.
Сана ҫухатасран хӑрарӑм
Эп хамӑн хурлӑ кунсенче.

Пиллентӗр ҫак илемлӗ каҫ:
Ҫак янк тӳпе, ҫав евӗк шӑплӑх —
Хырсем пит шӑппӑн калаҫаҫ,
Хурал тӑрать пек сӗмлӗ чӑтлӑх.
Кунта ик чун та ик чӗре
Пӗрле ҫунаҫҫӗ те тапаҫҫӗ.
Чӑн туйӑм ҫамрӑк ӗмӗрех,
Унпа ҫеҫ пӗр-пӗрне саваҫҫӗ.
Хӑй йӑлипе пурнать тӗнче,
Ӑна нихҫан ним улӑштармӗ,
Хӗрӳллӗ тимлӗх аташтармӗ,
Вӑл пурнӑҫ кунӗ-ҫулӗнче.


Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.



Тулли верси :: Статья каҫми