Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Чечек (М. Удалов, XX пай)


Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.



Кавруҫ ҫӳренӗ Атӑл тӑрӑх
Анаталла та тӑвалла.
Ӗҫре-пуҫра пулман вӑл хӑрӑк,
Анчах лекмен телей алла.
Ӑна шыранӑ темӗн чухлӗ —
Ҫук, тупайман. Тепри пулсан,
Хӑйне хӑй пӗр-пӗччен юлсан,
Уяр ҫулхи ҫӑл куҫ пек хухӗ.
Кавруҫ паллашнӑ пурнӑҫпа,
Ун пӑрӑҫне, пылне тутаннӑ,
Курни-илтнисене ӑнланнӑ —
Пулман вӑл туслӑ курнӑҫпа.

Вӑл пурнӑҫра тем тӗрлӗ ашнӑ,
Кӗресшӗн пулнӑ ун шайне.
Тен, ҫавӑнпа ырми хаклашнӑ
Пурӑнӑҫпа вӑл: хӑй пайне
Пӗтӗмпелех туртса илесшӗн,
Анчах пӗччен-ҫке, мӗн тӑван.
Вӑй ҫук тӑк хырӑмпа шӑван —
Никам та тӑрӑшмасть вилесшӑн.
Кавруҫ шутлать: «Ӑҫта пӑхатӑн,
Ҫак ҫут ҫанталӑк тыткӑнра.
Ак, Атӑла тарса тухатӑн —
Куратӑн: вӑл та хурлӑхра».

Асра тӑван кил-ҫурт, асламӑш —
Пӗртен-пӗр хаклӑ ҫын, ӑна
Вӑл ырӑ суннӑ яланах,
Епле-ха уншӑн тунсӑхламӑн?
Ак ял кӳлли, шырлан, хӑва.
Каллех ҫут сӑн умран каймарӗ;
Пӗлмест: юратнӑ ҫӗршыва
Унран хӑй мӗншӗн уйраймарӗ.
Ах, шухӑш! Шухӑш сапаланчӗ,
Ӑс-тӑнӗ кайрӗ пӑтранса.
Ытла та чунӗ салхулланчӗ,
Тӑван яла халь асӑнсан.

Салху вӑл шухӑшӑн апачӗ,
Салхусӑр ӗмӗт ҫитӗнмест.
Ҫӗтсессӗн ӗмӗт чӗр хӑвачӗ,
Чӑн-чӑн тим хӗмлӗн ҫиҫӗнмест.
Анчах та пулмасан теллев,
Салху пылаклӑхне тупаймӑн, —
Чӑн, темен чухлӗ пӗвеле, —
Тип ҫырмана шыв тултараймӑн.
Кураймӑн пурнӑҫ кӗрнекне,
Хавасланса ҫӳле вӗҫеймӗн,
Эс ырӑ туйӑм шерпетне
Пӗлсе, ӑш каниччен, ӗҫеймӗн.

Аса илни каллех хумхатрӗ
Аран лӑпланнӑ чӗрене,
Ӗшеннӗ ӑс-тӑна вӑратрӗ,
Ума кӑларчӗ иртнине.
Лӑплантӑр, ҫывӑртӑр пулатчӗ —
Ыйӑхрине ма вӑратас:
Кайса пат ӳкнӗскер выртатчӗ —
Ӳпӗннине ма тӑратас.
Анчах сӳнмен чӗре хӗлхемӗ,
Пурӑнӑҫран чун сивӗнмен:
Ӑшра кӑвар пулсан этемӗн
Нихҫан шикленмӗ инкекрен.

Асапланать пӗччен юлсассӑн,
Пуҫне усса ларать Кавруҫ.
Ах, камӑн чунӗ хурлансассӑн,
Куҫҫульпеле капланмӗ куҫ?
Салхуллӑха пӗр ҫав анчах-мӗн
Сирсе ярать кирек хӑҫан.
Эмеллекен пахалӑх чакмӗ
Куҫҫуль тумламӗнче нихҫан.
Кавруҫ пӗччен... «Кам парӗ ыр ӑс,
Кампа ыр ӗҫшӗн туртӑшар?»
Чӗнмесӗр пычӗ вата вырӑс,
Каллех вӑл ларчӗ юнашар:

«Каҫар, тен, эпӗ кансӗрлетӗп!»
«Ҫук, ҫук, пачах ан пӑшӑрхан.
Ахаль ларап; асра йӗрлетӗп
Иртнисене. Сисеп: ырхан
Шӑпам лаши — вӑл чупаймасть,
Урин суранлӑ мӑкӑрӗ
Чарать, — канмасӑр утаймасть.
Те сарӑлмасть ун кӑкӑрӗ —
Памасть вӑл уҫҫӑн сывлама.
Мӗнрен эп хӑраса тӑратӑп?
Пуҫа кӑна пуль пултаратӑп,
Пит аптрасассӑн, суллама».

«Асапланатӑн. Пур сӑлтав, —
Тет ватӑ вырӑс. — Сан ҫулта
Эп хам та пулнӑ-ҫке; паллатӑп
Шӑпан пит хытӑ аллине.
Тен, ҫавӑнпа та ӑнланатӑп
Ӑҫта илсе вӑл кайнине.
Эх, шанчӑк — чун-чӗре тӗллевӗ!
Ҫынна ялан вӑл илӗртет,
Анчах пӗлетӗп: вӑл шевле-мӗн —
Час палӑрать те, час иртет.
Ҫӳлте чӗкеҫ пек ярӑнатӑн,
Ҫапах ҫӗре анса ларатӑн.

Ах, пурнӑҫ — тинӗс: пӗл ишме.
Вӑл сарлака та питӗ тарӑн.
Ун хумӗсемпе кӗрешме
Вӑй-хал пулсассӑн ҫеҫ пултарӑн.
Ачам, итле, телей — ӗнче.
Ӑна тупма кам ӗмӗтленмӗ,
Анчах вӑл тинӗс тӗпӗнче,
Хӑй тӗллӗн вӑл нихҫан ҫӗкленмӗ.
Хӑш чух ытла та ывӑнатӑн,
Пит туллашать чун тарӑхса,
Анчах выртан та йӑпанатӑн,
Ҫут кун илемлӗхне курса.

Иртет ҫав вӑхӑт. Ҫук, кӗтсен те
Вӑл таврӑнаймӗ каялла.
Иртни вӑл — кӗл: вут тивертсен те
Текех вӑл ҫунмӗ. Ан алла
Асра ҫех капӑр юлнине,
Тен, нехекрен ҫеҫ пулнине.
Вӑл шыв: юлмасть унта пӗр пӗрчӗ.
Вӑл, пӗл, ҫуркуннехи юр кӗрчӗ —
Кӗҫ ирӗлет те ишӗлет.
Ан вырттӑр шухӑш урлӑ-пирлӗ,
Ан пултӑр чун-чӗрӳ сан чирлӗ.
Эс ҫамрӑк пурнӑҫна шелле».

Хӗвел пытанчӗ сӑрт хыҫне,
Ҫӑлтӑрсене ҫутса хӑварчӗ, —
Паян пӗтерчӗ хӑй ӗҫне.
Каҫ тӳпене шӑналӑк карчӗ.
Вӑранчӗ ҫил, хумханчӗ Атӑл —
Шыв кӑтраланчӗ ак хумпа.
Йӗри-тавра сас — ҫӑтӑл-ҫатӑл:
Каҫ сыв пуллашрӗ ҫут кунпа.
Кавруҫ канать: ӑсне пуҫтарчӗ,
Вӑл йӗркелерӗ шухӑшне.
Хӑшне тӳрлетрӗ те, хӑшне
Салтмалла мар ҫыхса кӑкарчӗ.

Вӗҫет пӗр шухӑш ҫеҫ инҫе,
Анчах пымасть вӑл тӗл тытмасӑр,
Иртмест-мӗн тӗплӗн ҫул ыйтмасӑр:
«Ма халӗ халӑх хушшинче
Арпашнӑ ҫыхӑну йӗрки,
Ма ҫакӑ пурнӑҫӑн тӗрки
Таптаннӑ ҫум пек муталаннӑ —
Мӗнпе этемлӗх улталаннӑ?»
Ыйту — мӑн шыв. Кавруҫ пӗлет:
Лӑплантараймӑн ун хумне.
...Хускалнӑ шухӑш юхӑмне
Ӑс-тӑн анчах-мӗн йӗркелет.

Ҫыврас килмест — сӑлтавсӑр кумӑн...
Каҫ сулхӑн, Атӑл леш енчен
Нӳрленнӗ сывлӑш хумӑн-хумӑн
Касса чуп турӗ питӗнчен.
Ҫӗкленнӗ уйӑх ҫутипе
Тӗмрен тухать шалти шур хурӑн.
Нумай пин ҫулҫӑ тутипе
Пӑшӑлтатать: «эс пурӑн, пурӑн».
Эй, пурнӑҫ — хистекен йыхрав.
Ӑҫта чӗнет, ӑҫта ун пылӗ.
Этемшӗн, тен, чӑн канӑҫ пулӗ,
Вӑранмасассӑн ыйӑхран.

Анчах ҫук канӑҫ — сас-хура
Вӑратрӗ Атӑл таврашне:
Вӗрет, кӗрлет-мӗн ват Урал.
Илтни хӑратрӗ хӑш-пӗрне:
Хыпкаланать тӳре-шара,
Килтен тараҫҫӗ улпутсем;
Курман-тӑр кун пек пушара
Хуҫа таврашӗ е пупсем.
Таҫтан пин ҫухрӑм аякран, —
Те улӑх тӑрӑх, те шывпа, —
Килсе ак ҫитрӗ Яикран,
Хускатрӗ халӑха хыпар.

Тухмасть сӑлтавсӑр пысӑк ҫулӑм —
Ярса илет вӑл тивертсен:
Хӗрсе выртать-выртать те улӑм,
Хыпса илет чӑлт! хӗм ӳксен.
Ҫапла Кавруҫӑн чунӗ хӗрчӗ:
Кӳрентерни ялан асра.
Унта упраннӑ пӗчӗк пӗрчӗ
Халь ӳсрӗ, ҫитӗнчӗ ӑсра.
Тен, ҫавӑнпа, ҫитсессӗн тӑвӑл,
Кайсассӑн вӑйлӑн ахӑрса,
Ун шухӑшне, вӑйне-халне вӑл
Йӑлт илчӗ хыттӑн ҫавӑрса.


Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.



Тулли верси :: Статья каҫми