Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Хыркасси

Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.

Хыркасси Мураш

Тахҫан авал пирӗн колхоз вырӑнӗнче этем пырса кӗмелле мар сӗм вӑрман, шыв хӗррипе никам пырса кӗмелле мар шурлӑхлӑ вырӑн пулнӑ. Ҫакӑнтан шыв пуҫланса кайнӑ, вӑл темиҫе уес витӗр тухса Атӑл юхса кӗнӗ. Анатра, хальхи Шупашкар, Ҫӗрпӳ тата ытти районсен вырӑнӗнче, тахҫанах ҫынсем йышлӑн пурӑннӑ пулмалла, анчах вӗсен, уйрӑмах чухӑнсен, пурнӑҫӗ питӗ йывӑр пулнӑ: паллах, пысӑк парӑм, тӗрлӗрен ӗҫсем – патшалӑхӑн та, помещиксем те – нумай пулнӑ, салтакӗнче те 25 ҫул пурӑнмалла пулнӑ. Чылайӑшӗ нихҫан та тӳлесе татайман парӑмсемшӗн килӗсене пӑрахса тухса тарнӑ. Ҫавсенчен икӗ тӑван Ваҫкӑсем таҫтан, Муркаш ятлӑ ялтан, тухса тарнӑ тет. Ниҫта кайма аптранипе юхан шыв хӗрне пырса тӑнӑ та шухӑшласа тӑнӑ. Вара пиччӗшӗ: «Эпӗ ҫак шыв тӑрӑх шыв пуҫламӑшне ҫитиех каятӑп. Юрӑхлӑ вырӑн тӗл пулсан икӗ эрне хушши йывӑҫ касса, турпас туса, шыв тӑрӑх турпас юхтарса тӑрӑп, вара эсӗ ҫав турпассене пӑхса шыв тӑрах пыр», - тенӗ. Ҫавӑн пек калаҫса уйрӑлнӑ тӑвансем.
Утсан-утсан пиччешӗ халь эпир пурӑнакан вырӑна, сӗм вӑрмана, шыв пуҫланса кайнӑ вырӑна ҫитнӗ. Вырӑнпа паллашнӑ. Вырӑн килӗшнӗ. Вара васкасах йывӑҫ касса, турпас туса шыв тӑрӑх юхтарма пуҫланӑ.
Эрне ытларах вӑхӑт иртсен хайхи шӑлнӗ патне турпассем ҫитнӗ. Турпассене курсан шӑлнӗ васкасах шыв тӑрӑх пынӑ, пиччӗшӗпе тӗл пулнӑ, вырӑнпа паллашнӑ, вырӑн килӗшнӗ. Иккӗшӗ пӗр вӑхӑтрах икӗ вырӑн – пиччӗшӗ хальхи Мӑн Муркаш вырӑнне, шӑлнӗ хальхи пирӗн ялӑн ҫу завочӗ пулнӑ вырӑнти лапам вырӑна, шыв хӗрринчи сӑрта, хурӑнсем айне вырнаҫнӑ. Ҫакӑнтан Хурӑнай ялӗ пуҫланса кайнӑ. Кӑштах пысӑклансан урӑх ҫынсем пырса вырӑн ан йышӑнччӑр тесе пулӗ ӗнтӗ, Хурӑнай ялӗнчен уйрӑлса тӑватӑ ял – Шепак, Мӑньял, Пашалуксасси, Чаканар ялӗсем пулса кайнӑ. Вара ку ялсене Хыркасси Муркаш тенӗ, мӗншӗн тесен пирӗн ялта тата ял ҫывӑхӗнче хырсем нумай пулнӑ.
1978 ҫ. ЧР Хыркасси Муркашра Хӗветӗр
мучирен Н.Г. Петровский ҫырса илнӗ.
– ЧПГӐИ ӐА, II, 1918, 15 л.



Тулли верси :: Статья каҫми