Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Хисеп ячӗ (Морфологи, СЛПЧЧС)Л.П. Сергеевӑн «Чӑваш чӗлхи» справочникӗн пайӗ
| Ушкӑнсем | Тӗслӗхсем |
| 1.Тулли хисеп ячӗсем | пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ, пиллӗк, вуннӑ, ҫирӗм, хӗрӗх, аллӑ, ҫӗр, икҫӗр, пин |
| 2.Вак хисеп ячӗсем | ҫурӑ, чӗрӗк; пӗрре виҫҫӗмӗш, иккӗ ҫиччӗмӗш, тӑваттӑ тӑххӑрмӗш |
| Мӗнле формӑсем<< | >>Ыйтӑвӗ<< | >>Тӗслӗхсем<< |
| 1. Шут хисеп ячӗ | миҫе? | а) атрибутивлӑ: пӗр, ик(ӗ), виҫ(ӗ), тӑват(ӑ),улт(ӑ), вун(ӑ) ӑ) субстантивлӑ: пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ, тӑваттӑ, ҫиччӗ, вуннӑ |
| 2. Йӗрке хисеп ячӗ | миҫемӗш? | пӗрремӗш, иккӗмӗш, виҫҫӗмӗш, тӑваттӑмӗш, улттӑмӗш, вуннӑмӗш, вӑтӑрмӗш |
| З. Валеҫӳ хисеп ячӗ | миҫешер? | пӗрер, икшер, виҫшер, тӑватшар, ҫӗршер, икҫӗршер е икшер ҫӗр, сакӑр пиншер е сакӑршар пин |
| 4. Хисеп ячӗсен сӑпатлӑ форми | миҫен? | иксӗмӗр, иксӗр, иккӗшӗ, виҫсӗмӗр, виҫсӗр, виҫҫӗшӗ, ҫичсӗмӗр, ҫичсӗр, ҫиччӗшӗ |
| 5. Пӗтӗмлетӳ хисеп ячӗ | миҫен? | пӗччен, иккӗн, виҫҫӗн, тӑваттӑн, вуннӑн, вӑтӑрӑн |
| 6. Валеҫӳ-пӗтӗмлетӳ хисеп ячӗ | миҫешерӗн? | пӗрерӗн, икшерӗн, виҫшерӗн, тӑватшарӑн, ҫирӗмшерӗн, пиншерӗн |
| >>Сӑпатсем Падежсем<< | >>1-мӗш сӑпат<< | >>2-мӗш сӑпат<< | >>3-мӗш сӑпат<< |
| Тӗп | виҫсӗмӗр | виҫсӗр | виҫҫӗшӗ |
| Камӑнлӑх | виҫсӗмӗрӗн | виҫсӗрӗн | виҫҫӗшӗн |
| Пару | виҫсӗмӗре | виҫсӗре | виҫҫӗшне |
| Вырӑн | виҫсӗмӗрте | виҫсӗрте | виҫҫӗшӗнче |
| Туху | виҫсӗмӗртен | виҫсӗртен | виҫҫӗшӗнчен |
| Пӗрлӗлӗх | виҫсӗмӗрпе | виҫсӗрпе | виҫҫӗшпе |
| Ҫуклӑх | виҫсӗмӗрсӗр | виҫсӗрсӗр | виҫҫӗшсӗр |
| Пирке | виҫсӗмӗршӗн | виҫсӗршӗн | виҫҫӗшшӗн |
Тулли верси :: Статья каҫми